Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

тусӗсем (тĕпĕ: тус) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
…Вӑрманпа тӑсӑлакан мӑн ҫул ҫине тухсан, Калюковпа тусӗсем Урмаелӗнчен чылай аякка кайрӗҫ.

Помоги переводом

3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ҫав Калюкпа тусӗсем таҫтан тупӑнчӗҫ-ҫке кӑҫал.

Помоги переводом

3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ҫапах, курӑр-ха, Насретдинпа тусӗсем каллех персе ҫитрӗҫ.

Помоги переводом

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Юлашкинчен ача тӳсеймерӗ, виҫӗ пекӗшӗн пулӑшма пулчӗ, кӑвайт умӗнчи тусӗсем патне таврӑнса, тем каларӗ.

Помоги переводом

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Пурпӗр Корольпа тусӗсем ӑна аяла персе чикрӗҫ, вара тӑнран кӑларичченех тапрӗҫ те ҫапрӗҫ, ҫапрӗҫ те тапрӗҫ…

Помоги переводом

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ҫапах пӗччен пӗчченех ҫав, Антуна Валетпа тусӗсем хупӑрласа илчӗҫ ӗнтӗ, виҫҫӗн виҫӗ енчен пырса усӑнчӗҫ.

Помоги переводом

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Тусӗсем ӑна каллех хисеплесе пуҫ тайрӗҫ, Антунпа тепӗр малтанхи ристан япалисене тата айккинерех тапа-тапа сирпӗтсе, нар ҫине унпа юнашар пырса вырнаҫрӗҫ.

Помоги переводом

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Чылай япаласене тӗпчесе пӑхнӑ хыҫҫӑн, ун чухне хурахласа ҫӳрекенсем те Калюкпа унӑн тусӗсем пулнине ӗнентереҫҫӗ.

Помоги переводом

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Филиппа унӑн тусӗсем пуҫӗсене пӑрса ӗлкӗриччен курӑнми те пулчӗ.

Она исчезла так быстро, что Филипп и его приятели не успели повернуть голову.

VI. Ассоль пӗччен юлать // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 9–90 с.

Таврара халӗ — унӑн чӑн-чӑн тусӗсем, вӗсем хулӑн сасӑпа пупленине Ассоль унчченех пӗлет.

Но окруженная теперь истинными своими друзьями, которые — Ассоль знала это — говорят басом.

IV. Пӗр кун маларах // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 9–90 с.

Турнирта хисеплӗ хӑнисем шутӗнче Раҫҫей Геройӗ Евгений Борисов, СОБР командирӗ пулнӑ милици полковникӗ Юрий Григорьев, Чӑваш Республикин Росгварди тытӑмӗн «Искра» СОБР тата «Сувар» ОМОН боецӗсемпе ветеранӗсем, Чӑваш Республикин ШӖМӗн «Гром» отрячӗн боецӗсем, Изосим Башкировпа пӗрле хӗсметре тӑнисем, унӑн ҫывӑх ҫыннисемпе тусӗсем пулнӑ.

Почетными гостями турнира стали Герой России Евгений Борисов, бывший командир СОБР полковник милиции в отставке Юрий Григорьев, бойцы и ветераны СОБР «Искра» и ОМОН «Сувар» Управления Росгвардии по Чувашской Республике, бойцы отряда «Гром» МВД по Чувашской Республике, сослуживцы Изосима Башкирова, его близкие и друзья.

Изосим Башкирова халалланӑ бокс ӑмӑртӑвӗ иртнӗ // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/news/31270.html

Республикӑн хисеплӗ ҫыннисем, ентешӗмӗрсем тата Чӑваш Ен тусӗсем!

Уважаемые жители республики, земляки и друзья Чувашии!

Олег Николаев www.cap.ru 25 ҫул тултарнӑ ятпа саламлани // Олег Николаев. https://glava.cap.ru/news/2021/12/16/gla ... et-s-25-le

Ку унӑн «пичетленсе тухнӑ» пӗрремӗш пысӑк ӗҫӗ — гектографпа ҫапса кӑларнӑ «Камсем вӗсем «халӑх тусӗсем» тата вӗсем социал-демократсене хирӗҫ мӗнле ҫапӑҫаҫҫӗ?» брошюрӑччӗ.

гектографированное издание брошюры «Что такое «друзья народа« и как они воюют против социал-демократов?» — его первая «напечатанная» крупная работа.

14 // Аркадий Малов. Казакевич Э.Г. Кӑвак тетрадь: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 158 с.

Унӑн тусӗсем ӑна сахалран та епископ вырӑнне илетӗн тесе ӗнентернӗ.

Друзья уверяли его, что он будет возведен по меньшей мере в сан епископа.

4 // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с. — 335–353 с.

Ман хуҫампа унӑн тусӗсем хӗрринче эпӗ курӑнми пуличчен тенӗ пекех пӑхса тӑчӗҫ.

Мой хозяин и его друзья оставались на берегу, пока я почти совсем не скрылся из виду.

Вунпӗрмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Виле пытарнӑ чухне унӑн тӑванӗсемпе тусӗсем хӑйсем савӑннине те, хуйхӑрнине те палӑртмаҫҫӗ.

Друзья и родственники покойного не выражают при этом ни радости, ни горя.

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Ҫак вӑхӑтра вӗсем килӗсенчен тухса ҫӳреме пултараймаҫҫӗ, ҫавӑнпа та вӗсем патне хӑйсен тусӗсем час-часах пырса курма тытӑнаҫҫӗ.

Друзья особенно часто навещают их в это время, так как им самим уже трудно выходить из дому.

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Ҫакӑн хыҫҫӑн эпӗ ӑна хам тӗрлӗ ҫӗршывсене курса ҫӳренӗ чухне пӗрре вырӑнти ҫынсем Лангден текен Трибни королевствинче пурӑнни ҫинчен, унта пурӑнакан ҫынсенчен нумайӑшӗсем тӗпчесе пӗлекенсем, свидетельсем, пӗлтерсе тӑракансем, айӑплакансем, ҫын мӗн тунине курса тӑракансем, суд урлӑ шыраса илекенсем, присяжнӑйсем, хӑйсене ӗҫре пулӑшаканӗсемпе вӗсен тусӗсем пулни ҫинчен, вӗсем министрсемпе вӗсен помощникӗсенчен шалу илсе тӑни ҫинчен каласа патӑм.

Тогда я сказал ему, что в королевстве Трибниа, называемом туземцами Лангден, где мне случалось побывать в одно из моих путешествий, большая часть населения состоит сплошь из осведомителей, свидетелей, доносчиков, обвинителей, истцов, очевидцев, присяжных вместе с их многочисленными подручными и прислужниками, находящимися на жалованье у министров и их помощников.

Улттӑмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Ҫитменнине тата кашни ҫар карапӗ ҫинче тенӗ пекех унӑн тусӗсем пур иккен.

Помоги переводом

Тинӗс госпиталӗнче // Валентин Бурнаевский. Чӑваш литературин антологийӗ: пӗрремӗш том. Проза. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2003. — 551 с. — 275–281 с.

Тусӗсем ӑна лӑплантарма тӑрӑшнӑ, анчах вӗсем тӑрӑшни уссӑр пулнӑ.

Друзья тщетно пытались успокоить его.

VI сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ, Иван Яковлев. Брагин М.Г. Фельдмаршал Кутузов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 162 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней