Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

тусӗсем (тĕпĕ: тус) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Врачсем килнӗ, патшан ҫарпуҫӗсемпе тусӗсем пуҫтарӑннӑ.

Пришли врачи, собрались военачальники и друзья царя.

XII сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 85–143 с.

Ҫапла пурнатчӗ вӑл, хӑй те хавасланатчӗ, ҫынсене те нумайӑшне савӑнтаратчӗ, пуриншӗн те кӑмӑллӑччӗ, пурна-киле хӗрарӑм тусӗсем те, ҫыннӑн характерӗ шӑмшакӗпе юнӗнчен килнине, «таса аттесем» те хӑйсене хӑйсем яланах ҫӗнтерме пултарайманнине аса илчӗҫ пулас та, унпа хирӗҫме пӑрахрӗҫ, мирлешрӗҫ.

Так и жила она, радуясь сама, на радость многим, приятная для всех, даже ее подруги примирились с нею, поняв, что характер человека — в его костях и крови, вспомнив, что даже святые не всегда умели побеждать себя.

Итали ҫинчен хунӑ юмахсем // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 166–190 стр.

— Гуцулсен тусӗсем нумайччӗ, пӗр эпӗ кӑна мар…

— Много было друзей у гуцулов, не одна я…

II сыпӑк // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 50–69 стр.

Ҫав сӑвӑсене илтсен, Егор тахҫан авалхи тусӗсем тӗл пулнӑ пекех савӑнатчӗ, хӑй те час-часах хӑшпӗр йӗркесене асне илетчӗ:

Егор радовался им, как добрым старым знакомым, и сам нередко вспоминал несколько строк:

13-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Тусӗсем пӗр-пӗрин ҫине пӑхса илчӗҫ те ун хыҫӗнчен малалла утрӗҫ.

Приятели переглянулись и поплелись за ним следом.

7-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Барон сутлашнӑ, урӑхла каласан, темле чиновнике хутсем ҫыртарнӑ, вӗсене лорнетпа пӑхса вуланӑ, алӑ пуснӑ та ҫав хутсене присутствие пама ҫав чиновникех янӑ, хӑй вара, обществӑри тусӗсем урлӑ ҫав ӗҫе кирлӗ пек тума пулӑшнӑ.

Барон вел процесс, то есть заставлял какого-то чиновника писать бумаги, читал их сквозь лорнетку, подписывал и посылал того же чиновника с ними в присутственные места, а сам связями своими в свете давал этому процессу удовлетворительный ход.

VIII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Вӑл хӑйӗн юратнӑ шухӑшне шухӑшларӗ: акӑ вӑл хӑйӗн тусӗсемпе колони тӑвать, тусӗсем ун ялӗнчен вунпилӗк-ҫирӗм ҫухрӑмра ялсенче, фермӑсенче вырнаҫаҫҫӗ, вӗсем пӗр-пӗрин патне апатланма, ташлама пухӑнаҫҫӗ; кунсем ялан хаваслӑ, ҫынсем те пурте хаваслӑ, пӗр пӗркеленчӗксӗр те шухӑшсӑр, йӑлкӑшса кулакан, ҫаврака хӗрлӗ питлӗ, йӗкӗр янахлӑ, нумай ҫиекен ҫынсем; ялан ҫулла, ялан хаваслӑх, тутлӑ апат, пылаклӑ канлӗх пулать…

Теперь его поглотила любимая мысль: он думал о маленькой колонии друзей, которые поселятся в деревеньках и фермах, в пятнадцати или двадцати верстах вокруг его деревни, как попеременно будут каждый день съезжаться друг к другу в гости, обедать, ужинать, танцевать; ему видятся всё ясные дни, ясные лица, без забот и морщин, смеющиеся, круглые, с ярким румянцем, с двойным подбородком и неувядающим аппетитом; будет вечное лето, вечное веселье, сладкая еда да сладкая лень…

VIII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Унӑн тӑшманӗсем те, тусӗсем те ҫук, анчах паллакансем питӗ нумай.

У него нет ни врагов, ни друзей, но знакомых множество.

II сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Унпа юнашар — ӗҫри юлташӗсем, тусӗсем.

Рядом с ним соратники и друзья.

Вӑтӑрмӗш пай // Галина Матвеева. Яновская, Жозефина Исаковна. Карап ӑсти: повесть; вырӑсларан Г. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2012. — 205 с.

Хӑш чухне, Крыловсем патне Фигнерсем, вӗсен тусӗсем нумаййӑн пырса тулнӑ чух, ҫӗр каҫма Алешӑн Тинӗс корпусне кайма тивнӗ.

Иногда у Крыловых на праздничные дни, когда приезжали Фигнер и их друзья, народу собиралось так много, что Алеше уходить ночевать в корпус.

Тӑххӑрмӗш пай // Галина Матвеева. Яновская, Жозефина Исаковна. Карап ӑсти: повесть; вырӑсларан Г. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2012. — 205 с.

Вӗсене ӑсатма тӑванӗсем, тусӗсем килнӗ.

Их пришли проводить родственники и друзья.

Саккӑрмӗш пай // Галина Матвеева. Яновская, Жозефина Исаковна. Карап ӑсти: повесть; вырӑсларан Г. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2012. — 205 с.

Миҫе хир чӑххипе мулкач тытрӑн? — ыйту хыҫҫӑн ыйту панӑ тусӗсем.

Сколько застрелил куропаток и зайцев? — посыпались вопросы.

Ҫиччӗмӗш пай // Галина Матвеева. Яновская, Жозефина Исаковна. Карап ӑсти: повесть; вырӑсларан Г. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2012. — 205 с.

Женя тусӗсем ҫине хурлӑхлӑн пӑхса илчӗ.

Женя растерянно отключила телефон и жалобно поглядела на ребят.

Вуннӑмӗш сыпӑк // Галина Матвеева. Килти архив

— Класс! — хӑйне хӑй мухтаса илчӗ хӗр ача, унтан тусӗсем патне таврӑнчӗ.

— Класс! — похвалила Женя саму себя, после чего вернулась к друзьям.

Вуннӑмӗш сыпӑк // Галина Матвеева. Килти архив

Хӗр ача тусӗсем ҫине пӑхса илчӗ.

Маргарита посмотрела на ребят.

Улттӑмӗш сыпӑк // Галина Матвеева. Килти архив

Женьӑпа унӑн ҫӗнӗ тусӗсем те шкултан тухрӗҫ.

Женя и ее новые приятели вышли.

Пӗрремӗш сыпӑк // Галина Матвеева. Килти архив

Вӗсем пурте Гаврикӑн паллакан тусӗсем.

Разумеется, все — друзья-товарищи Гаврика.

XLIV. Маёвка // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Унӑн юлташӗсем, тусӗсем пур, вӑл вӗсемпе хавассӑн вылять, чупать, тӳпелешет, ҫерҫисем тытать, ҫӗмренпе перет, пӗр сӑмахпа каласан, Гаврик Одессӑри пуянах мар ҫынсен ачисем вылякан вӑйӑсене пурне те выляма юратать.

У него были друзья и приятели, с которыми он охотно играл, бегал, дрался, ловил воробьев, стрелял из рогатки и вообще занимался всем тем, чем занимались все одесские мальчики небогатых семейств.

XIV. «Кӗҫӗн чинсем» // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Татаринов капитана юлашки хут ыталаса «ырӑ кун-ҫул та лайӑх тупсӑм» пултӑр тесе сунма пыракан тӑванӗсемпе тусӗсем те «Лебедин» ятлӑ пӗчӗк пӑрахутпа капитанӑн шхунӗ патне ишсе пынӑ.

Так звался пароход, на котором друзья и родные Татаринова подошли к его шхуне, чтобы в последний раз обнять капитана и пожелать ему «счастливого плавания и достижений».

Иккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Мана та вӑл Культура паркне ташлама, стадиона кайма (ӑна ӗненес пулсан, унта чи чаплӑ фут6олистсем выляҫҫӗ, ҫитменнине — пурте вӗсем Васька тусӗсем) сахал мар чӗнкеленӗ.

Не раз он звал и меня пойти с ним потанцевать в Парк культуры или поехать на стадион, где играли знаменитые футболисты, все, как на подбор, если верить Ваське, его друзья-приятели.

3 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней