Поиск
Шырав ĕçĕ:
Яшка чашӑкӗнчен хӑпаракан вӗри пӑс кӳмеркки ҫывӑхӗнче вӑл кумирньӑри пуянлӑх туррине аса илтерет.В горячих парах капустного супа он походил на бога богатства в кумирне.
Супӑнь // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 131–145 стр.
Авалхи грексен искусствинче ахальтен мар ӑна ҫунатлӑ савӑш туррине куҫне ҫыхса сӑнласа кӑтартнӑ.Недаром древнегреческое искусство часто изображало крылатого бога любви с завязанными глазами.
XVIII. Кандов // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Апла пулин те патшалӑхӗнчи ҫыннисене никама та юратнӑ туррине парне кӳме чарман вӑл, унран та ытларах, питӗ хӳхӗм, шутлавлӑ Эллаан — маовитянка, ун чухне патшан чи савнӑ арӑмӗ пулнӑскер — ыйтнипе, хӑй те Ҫуллӑ ту ҫинче Хамос капищине, маовитсен йӗрӗнӗҫне, тутарнӑ-ха.
III сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 85–143 с.
Мухтав юррисем юрла-юрла та ырӑ шӑршӑллӑ ҫусем ҫунтара-ҫунтара хисеп кӳнӗ вӑл Изидӑпа Озириса, амӑш варӗнчех пӗрлешсе, Гор турра ҫавӑнтах чун панӑ Египет пӗртӑванӗсене, пиччӗшпе йӑмӑкне, Деркетӑна та, Тир ҫӗрӗнчи пулӑ евӗр хӗрарӑм-турра, йытӑ пуҫлӑ Анубиса та, ҫӗресрен сыхлакан турра, вавилонсен Оанне те, филистимсен Дагонне те, аширсен Авденагине те, Утсаба та, ниневсен йӗрӗхне, тӗксӗм Киббелӑна та, Бэл-Меродоха та, Вавилон хӳтлӗхне — Юпитер планетӑн туррине, халдейсен Орне те — ӗмӗр сӳнмен вутӑн туррине, вӑрттӑнлӑхлӑ Оморогӑна та — турӑсен тӗп амӑшне, Бэл, ӑна икке уйӑрса, пӗлӗтпе ҫӗр те пуҫӗнчен ҫынсене туса хунӑ; патша тата Атанаис хӗрарӑм-турра та пуҫҫапнӑ, — Финики, Лиди, Эрменпе Перси хӗрӗсем ҫак турӑ ячӗпе, таса парне кӳретпӗр тесе, иртен-ҫӳренсене храмсен пусмисем ҫинче хӑйсен ӳчӗсене панӑ.
III сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 85–143 с.
Ӑслӑлӑха ӗлӗкхи вӗрӳ-суру тӗнӗн вӑрттӑн ӗҫ-пуҫӗсенче те шыранӑ вӑл ҫаплах, ҫавна пула капищӑсене ҫӳренӗ, парнесем кӳнӗ: питӗ хӑватлӑ Ваал-Либанона, Тирпа Сидонра ана, пултарулӑхпа аркану туррине, тинӗсре ҫӳрекенсен хӳтлӗхне, Мелькарт ятпа чысланӑ, Сивах оазисӗнче Аммон тесе чӗннӗ, ун кӗлетки унта, уяв картине ҫул кӑтартса, пуҫ сулнӑ, халдейсен вӑл Бэл ятлӑ пулнӑ, хананейсен — Молох; пуҫҫапнӑ ҫаплах унӑн арӑмне — хаяр та вӗри туйӑмлӑ Астартӑна, ытти хрӑмсенче Иштар, Исаар, Ваальтис, Ашера, Истар-Белит тата Атаргатис ятсем илнӗскере.
III сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 85–143 с.
Ҫакӑ ӗҫ ҫине пӑхсан, темле киреметсене ӗненекенсем, хӑйсен чӗнмӗш туррине итлеттересшӗн, ун умӗнче пуҫ тайса, аллисене ҫӗклесе, тархасласа кӗлтӑваҫҫӗ, тейӗн.
Коновалов // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 70–118 стр.
Ӑна нимӗнле илемлӗ ултав та илӗртес ҫук, суя ҫул ҫине кӑларас ҫук; ан тив, ун тавра пӗтӗм киревсӗрлӗх, шырлӑх океанӗ хумхантӑр, пӗтӗм тӗнче наркӑмӑшпа пӑсӑлса, тӳнтерле ҫаврӑнтӑр — Обломов нихҫан та ултав туррине пуҫҫапас ҫук, унӑн чунӗ яланах таса, ҫутӑ, тӳрӗ пулӗ…
VIII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Следователь кабинетӗнче хӑшӗ-пӗри нацистсен туррине мухтанӑ, «Тӑватҫӗрмӗшӗнче» — большевиксен ялавне ырланӑ.
IV сыпӑк // Леонид Агаков. Юлиус Фучик. Асаплӑ вилӗм уменхи сӑмах. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953
30. Ун патне темӗн чухлӗ халӑх пухӑннӑ; вӗсем хӑйсемпе пӗрле уксахсене, суккӑрсене, чӗлхесӗрсене, сусӑррисене тата урӑх тӗрлӗ чирлисене нумай илсе пынӑ, вӗсене Иисус ури умне вырттарнӑ; Вӑл вӗсене сыватнӑ; 31. халӑх вара чӗлхесӗррисем калаҫнине, сусӑррисем тӳрленнине, уксаххисем ҫӳренине, суккӑррисем куракан пулнине курса тӗлӗннӗ; пурте Израиль Туррине мухтанӑ.
Мф 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
14. Хӑйсем вара, мӗн виличченех Турӑпа пӗрле пулса, ҫӑлӑнса юлнӑшӑн чунтан-вартан савӑнса, ырӑ шӑршӑллӑ тӗрлӗ чечек кӑшӑлӗ тӑхӑнса янӑскерсем, хавасланса, шавласа, мухтаса, янӑравлӑ юрӑсем юрласа, ашшӗсенӗн Туррине, Израиле ӗмӗр-ӗмӗр Ҫӑлакана, тав туса хуларан ҫӗкленсе тухнӑ.
3 Мак 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Иудейсем вара, палӑртса хунӑ сехетрен хӑтӑлса, хӑйсенӗн Сӑваплӑ Туррине мухтанӑ, татах тархасланӑ, Вӑхӑтра Килӗштерекене суя тӗнпе пурӑнакан мӑнаҫлӑ ҫынсене Хӑйӗн сылтӑм аллийӗн пурне те пултаракан вӑйне кӑтартма йӑлӑннӑ.
3 Мак 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Суя тӗнлисене иудейсем нимӗнле хӳтлӗхсӗр тӑрса юлнӑ пек туйӑннӑ, мӗншӗн тесессӗн вӗсене пур енчен те хаяррӑн хӗссе тӑнӑ; кусем вара Пурне те Пултаракан Ҫӳлхуҫана, пур пуҫлӑх Пуҫлӑхне, хӑйсенӗн хӗрхенекен кӑмӑллӑ Туррине, Ашшӗне, тархасласа чӗннӗ, пурте вӗҫӗмсӗр куҫҫулӗпе макӑрса чӗннӗ — мухтавлӑн курӑнса, усал шухӑш тытнисен ӗҫне сирсе яма, хӑйсем валли хатӗрлесе хунӑ вилӗмрен ҫӑлса хӑварма тархасланӑ.
3 Мак 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
23. Ҫавӑнпа хӑшӗ-пӗри, Александрия ҫыннисемпе тан пулас тесе, ашшӗсен Туррине юрӑхлӑн пурӑнас йӗркене пӑрахнӑ, патшапа хутшӑнса ӳлӗмрен аслӑ мухтава тивӗҫес пек, васкасах ют йӑла-йӗркене йышӑннӑ.
3 Мак 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Иона ӗнтӗ кит ӑшӗнче хӑйӗн Ҫӳлхуҫа Туррине кӗлтунӑ, 3. вӑл ҫапла каланӑ: хуйхӑ ҫитсессӗн эпӗ Ҫӳлхуҫана тархасларӑм та, Вӑл илтрӗ мана; ҫӗр варӗнчен кӑшкӑрса чӗнтӗм те — Эсӗ ман сассӑма илтрӗн.
Иона 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Вӑл вӗсене каланӑ: эпӗ еврей, тӳпе Туррине, тинӗспе типҫӗре пултарнӑ Ҫӳлхуҫа Турра, пуҫҫапса пурӑнатӑп, тенӗ.9. И он сказал им: я Еврей, чту Господа Бога небес, сотворившего море и сушу.
Иона 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Карапҫӑсем сехӗрленсе ӳкнӗ, кашнийӗ хӑйӗн туррине йӑлӑнма тытӑннӑ; карапа ҫӑмӑллатас тесе ун ҫине тиенӗ ҫӑксене тинӗсе ывӑтма пуҫланӑ; Иона вара шала аннӑ, выртнӑ та ҫывӑрмаллипех ҫывӑрса кайнӑ.
Иона 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Самари пушанса юлӗ, мӗншӗн тесен вӑл хӑйӗн Туррине хирӗҫ тӑчӗ; вӗсем хӗҫ айне ӳксе пӗтӗҫ; вӗсенӗн кӑкӑр ачисене ҫапа-ҫапа вӗлерӗҫ, йывӑр ҫын пулнӑ арӑмӗсене касса ваклӗҫ.
Ос 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. Ӗнтӗ Манӑн халӑхӑм хӑйӗн йывӑҫӗнчен ыйтать, ӑна хӑйӗн туйи хурав парать: вӗсене аскӑнлӑх сывлӑшӗ аташтарса янӑ, аскӑнланса вӗсем хӑйсен Туррине пӑрахнӑ.
Ос 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Ҫавӑн хыҫҫӑн Израиль ывӑлӗсем Турӑ енне ҫаврӑнӗҫ, хӑйсен Ҫӳлхуҫа Туррине тата Давида, хӑйсен патшине, шырӗҫ, юлашки кунсенче Ҫӳлхуҫа умӗнче, Унӑн ырӑлӑхӗ умӗнче хӑраса-хисеплесе тӑрӗҫ.
Ос 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Патша ҫав йӗрӗхе питех те хисепленӗ, кулленех ӑна пуҫҫапма ҫӳренӗ; Даниил вара хӑйӗн Туррине пуҫҫапнӑ.4. Царь чтил его и ходил каждый день поклоняться ему; Даниил же поклонялся Богу своему.
Дан 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.