Двуязычный корпус чувашского языка

Текст: Ос 4

Раздел: Библи –> Осия пророк кӗнеки

Автор: Библи

Источник: Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Добавлен: 2016.04.17 14:53

Предложений: 19; Слово: 338

Тип текста: Религия

По-русски Тема: Религия

1. Эй Израиль ывӑлӗсем, Ҫӳлхуҫа сӑмахне итлӗр: Ҫӳлхуҫа ҫак ҫӗр ҫинче пурӑнакансене сут тӑвать, мӗншӗн тесен ҫӗр ҫинче чӑнлӑх та, хӗрхенни те, Турра пӗлни те ҫук. 2. Ҫав тери суя тупа тӑвасси те улталасси, вӗлересси те вӑрласси, аскӑн ӗҫ тӑвасси сарӑлчӗ, юн хыҫҫӑн юн тӑкӑнать. 3. Ҫавӑншӑн ҫак ҫӗр макӑрса ярӗ, ун ҫинче пурӑнакансем, хирти тискер кайӑксемпе, вӗҫен кайӑксемпе пӗрле, халтан кайӗҫ, тинӗс пуллисем те пӗтӗҫ. 4. Анчах никам та ан тавлаштӑр, никам та тепӗрине ан питлетӗр; санӑн халӑху вара — священникпа тава кӗрекенсем пекех. 5. Эсӗ кӑнтӑрла ӳксе вилӗн, санпа пӗрлех ҫӗрле пророк та ӳкӗ, санӑн аннӳне те тӗп тӑвӑп. 6. Манӑн халӑхӑм Турра сахал пӗлнӗшӗн тӗп пулӗ: эсӗ саккуна йышӑнмарӑн, ҫавӑнпа Эпӗ те сана Хамӑн умӑмра ӗҫлесе тӑма памӑп; эсӗ хӑвӑн Туррун саккунне маннӑ пекех, Эпӗ те санӑн ачусене манӑп. 7. Вӗсем мӗн чухлӗ ытларах йышлӑланса пыраҫҫӗ, ҫавӑн чухлӗ ытларах Мана хирӗҫ ҫылӑха кӗреҫҫӗ; вӗсен чапне чапсӑрлӑха кӑларӑп. 8. Вӗсем Манӑн халӑхӑм ҫылӑхӗпе тӑранса пурӑнаҫҫӗ, вӗсен чунӗсем йӗркесӗрлӗх енне туртӑнаҫҫӗ. 9. Халӑха мӗн пулӗ, священника та ҫавах пулӗ; ӑна та хӑйӗн ҫулне кура хаса парӑп, хӑйӗн ӗҫне кура тавӑрса парӑп. 10. Ҫийӗҫ те — тӑранаймӗҫ; аскӑнса пурӑнӗҫ те — хунаймӗҫ: вӗсем Ҫӳлхуҫашӑн ӗҫлесе тӑма пӑрахнӑ. 11. Вӗсен чӗрисене аскӑнлӑх, эрех, ӗҫкӗ-ҫикӗ парӑнтарнӑ. 12. Ӗнтӗ Манӑн халӑхӑм хӑйӗн йывӑҫӗнчен ыйтать, ӑна хӑйӗн туйи хурав парать: вӗсене аскӑнлӑх сывлӑшӗ аташтарса янӑ, аскӑнланса вӗсем хӑйсен Туррине пӑрахнӑ. 13. Вӗсем ту тӑррисенче парне кӳреҫҫӗ, сӑрт тӳпемӗсенче юман айӗнче, тирекпе теревинф йывӑҫӗ айӗнче тӗтӗркӗчпе тӗтӗреҫҫӗ, мӗншӗн тесен ҫав йывӑҫсем айӗнче сулхӑнӗ лайӑх; ҫавӑнпа сирӗн хӗрӗрсем асаҫҫӗ, кинӗрсем аскӑн ӗҫ тӑваҫҫӗ. 14. Эпӗ сирӗн хӗрӗрсене аснӑ чухнехишӗн, кинӗрсене аскӑн ӗҫ тунӑ чухнехишӗн айӑплама пӑрахӑп, мӗншӗн тесен эсир хӑвӑр аскӑн арӑмсем майлӑ, аскӑнчӑксемпе пӗрле парне кӳретӗр, тӗттӗм халӑх вара пӗтсе пырать. 15. Израиль, эсӗ асса пурӑнатӑн пулсан, Иуда ҫылӑха ан кӗтӗрччӗ; Галгала ан ҫӳрӗр, Беф-Авена ан улӑхӑр, «Ҫӳлхуҫа пур!» тесе тупа ан тӑвӑр. 16. Израиль ӗнтӗ чӑхӑм тына пекех тӳрменленет; ҫавӑнпа Ҫӳлхуҫа халӗ вӗсене путексене ирӗклӗ ҫаранта кӗтнӗ пек кӗтсе ҫӳрӗ-ши? 17. Ефрем йӗрӗхсене иленнӗ; пӑрах ӑна! 18. Вӗсем ӗҫке ерни йӗрӗнтерет, пӗтӗмпех аскӑна тухса кайрӗҫ; вӗсен улпучӗсем намӑс ӗҫе юратаҫҫӗ. 19. Акӑ вӗсене ҫил хӑйӗн ҫуначӗсемпе ҫавӑрса илӗ те, вӗсем хӑйсен парнисенчен хӑйсемех намӑсланӗҫ.

Сайт:

 

Статистика

...подробней