Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

турачӗсене (тĕпĕ: турат) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫакӑнта такамсем пӑшӑл-пӑшӑл калаҫнине илтсен чие турачӗсене сиркелесе унталла-кунталла пӑхрӑм.

Помоги переводом

I // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 22-29 с.

Хӳме урлӑ вӗсем чӑлт шурӑ чечеклӗ турачӗсене лӑстӑр усӑнтарнӑ.

Помоги переводом

I // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 22-29 с.

Ачасем йӑмра турачӗсене хӑвӑрт пӗр ҫӗре купаласа хучӗҫ те ун тавра пухӑнса ларчӗҫ.

Помоги переводом

Хӑвӑл йӑмра // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 74–85 с.

Вара, пуртӑ илсе, урам урлӑ выртакан йӑмра патне пычӗ, хӑй ӑссӗн калаҫса унӑн турачӗсене ирте пуҫларӗ.

Помоги переводом

Хӑвӑл йӑмра // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 74–85 с.

Савин мучи, илӗм-тилӗмпе тӑрса, чи малтан сада тухрӗ, шап-шур тӑкӑнса тулнӑ панулмисене пӗр пысӑк кунтӑ пуҫтарчӗ, ҫилпе чӗрӗлнӗ улмуҫҫи турачӗсене, аманнӑ салтака хӗрхеннӗ пек, сар тӑмпа шӑлса хуппа чӗркесе ҫыхрӗ, тӗкӗсемпе тӗкӗлерӗ.

Помоги переводом

Хӑвӑл йӑмра // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 74–85 с.

Вӑл утнӑ ҫӗртех вӗсен вӗтӗ турачӗсене иртрӗ, ҫинҫе тӑррисене касса шыва ывӑтрӗ.

Помоги переводом

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Чӑрӑшӑн ҫӗре ҫитиех усӑнса тӑракан турачӗсене сирчӗ те хайхи шӑллӗ ҫемҫе курӑк ҫинче ҫывӑрса выртнине курчӗ.

Помоги переводом

Пӗрремӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Ҫӳҫе турачӗсене сирсен, ун куҫ умне чул ҫыранта кӑмака ҫӑварӗ пысӑкӑш шӑтӑк курӑнса кайрӗ.

Помоги переводом

Пӗрремӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Фашистсем автоматран тӑрӑлтаттараҫҫӗ кӑна, пульӑсем унта-кунта ши! ши! тесе вӗҫсе иртеҫҫӗ, йывӑҫ турачӗсене тивсе татса пӑрахаҫҫӗ.

Помоги переводом

Пӗрремӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Хӗл каҫипех шартлама сивӗ вӗсен яштака вуллисене, ҫинҫе турачӗсене пӗрре мар шӑнтса хӗстернӗ, хаяр ҫил тухсан, хуҫса антарасла силленӗ.

Помоги переводом

Пӗрремӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Уртем Михали пуҫӗнчи курӑс шлепкине ҫамки ҫинерех пусарса лартрӗ те ҫын куҫӗнчен аяккараха, ҫӑра чӑтлӑхлӑ тӗм патне пычӗ, турачӗсене сире-сире чи варрине кӗрсе ларчӗ.

Помоги переводом

Кану ҫуртӗнче // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 122–128 с.

Унӑн ҫемҫе те сарлака ҫулҫисене, йӗплӗ турачӗсене Доруца ҫав тери лайӑх астӑвать вӗт-ха.

с мясистыми лапчатыми листьями в колючках.

Вуннӑмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Пӗри, ав, йӑваннӑ чӑрӑшсен турачӗсене иртсе пырать.

Помоги переводом

Ҫӑтӑ куҫ ӗнсе хыҫтарать // Геннадий Мальцев. Мальцев Г.С. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: кулӑшла каласем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 80 с. — 51–53 с.

Йывӑҫ турачӗсене пас тытнӑ та, вӗсем, ӗнчӗ сапнӑ пек, хӗвел ҫутипе йӑлтӑртатса лараҫҫӗ.

Помоги переводом

XIV // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

Михаил Кондратыч тавра ҫамрӑксем, уйрӑмах шкул ачисем, йышлӑн явӑҫаҫҫӗ, вӗсенчен пӗрисем ытлашши ӳссе кайнӑ акаци турачӗсене касса тикӗслеҫҫӗ, теприсем улмуҫҫисем хушшинчи тислӗк куписене салатаҫҫӗ.

Помоги переводом

XIV // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

Вӑрҫӑ хыҫҫӑнхи ҫулсенче эпир ҫулсерен ӗнесене ҫитерме ҫурт тӑрринчи улӑма сӗветтӗмӗр, ялти йӑмрасене, турачӗсене касса, йӑлт ҫаратса хӑвараттӑмӑр.

Помоги переводом

IX // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

— Ку турачӗсене сутаймарӑн-им тата?

Помоги переводом

V // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

Таня чи малтанах, картана тухса, качакана утӑ пачӗ, пӑрланнӑ йӑмра турачӗсене пуртӑпа татса кӗчӗ те тимӗр кӑмака хутса ячӗ, пӗчӗк чӳлмекпе ҫӗр улми пӗҫерме лартрӗ.

Помоги переводом

Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.

Ӗҫленӗшӗн хыр турачӗсене тата виҫӗ мунча пурилӗх пӗренерен татнӑ йывӑҫ тӑррисене панӑ.

Помоги переводом

Эй, Хветут, Хветут // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Улма йывӑҫӗсен турачӗсене хуҫса, хӑяр пахчисене таптаса пӗтереҫҫӗ.

Помоги переводом

Каллех Советра // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней