Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

тумаллах (тĕпĕ: ту) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Анчах ҫакна тумаллах пулать!

Но это придется сделать!

4. «Металлургсем» // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.

Унӑн ҫакна тумаллах пулнӑ ӗнтӗ.

Он был вынужден это сделать.

5 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.

Ҫапах мӗн те пулин тумаллах, капла — пӗтме пулать.

И все-таки что-то надо было делать, не то пропадешь.

Астрономсем // Асклида Соколова. Алексеев, Михаил Николаевич. Ҫӑкӑртан асли ҫук: [повеҫ] / М. Н. Алексеев. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1967. — 192 с.

— Эпӗ сирӗн сӑмахран тухмӑп, — терӗ Джемма тепӗр хут, — хӑйӗн вара куҫхаршисем ҫӗкленчӗҫ, питҫӑмартисем шуралчӗҫ, вӑл тутине ҫырта-ҫырта илчӗ; — эсир мана валли ҫав тери нумай турӑр, манӑн та эсир мӗн тӑвас тенине тумаллах; сирӗн ӗмӗтӗре ман пурнӑҫламалла.

— Я вас послушаюсь, — повторила Джемма, а у самой брови все надвигались, щеки бледнели; она покусывала нижнюю губу; — Вы так много для меня сделали, что и я обязана сделать, что вы хотите; обязана исполнить ваше желание.

XXIV // Николай Сандров. Тургенев И.С. Ҫурхи шывсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1952. — 142 с.

— Анчах вӑхӑта сая яма юрамасть, мӗн те пулин тумаллах! — тесе ура ҫине сиксе тӑрсан, хӑй умӗнче записка тытса тӑракан Панталеонене курчӗ.

— Однако надо действовать, не терять времени, — воскликнул он громко, вскочил и увидал перед собой Панталеоне с записочкой в руке.

XVII // Николай Сандров. Тургенев И.С. Ҫурхи шывсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1952. — 142 с.

Даннекерӑн Ариаднине кӗрсе курчӗ, вӑл ӑна питех килӗшмерӗ, Гёте ҫуртне ҫитрӗ, калас пулать, Гётенне вӑл пӗр «Вертерне» ҫеҫ вуланӑ пулнӑ, ӑна та французла куҫарнине ҫеҫ; Майн хӗррипе уҫӑлса ҫӳрерӗ, тунсӑхласа илчӗ, ҫул ҫӳреме тухнӑ сумлӑ ҫыннӑн ҫапла тумаллах ӗнтӗ; юлашкинчен, кӑнтӑрла иртни ултӑ сехет ҫине кайсан, ывӑннӑскер, урисем тусанланса пӗтнӗскер, Франкфуртӑн пӗр пӗчӗк чаплах мар урамне пырса тухрӗ.

Зашел посмотреть Даннекерову Ариадну, которая ему понравилась мало, посетил дом Гете, из сочинений которого он, впрочем, прочел одного «Вертера» — и то во французском переводе; погулял по берегу Майна, поскучал, как следует добропорядочному путешественнику; наконец, в шестом часу вечера, усталый, с запыленными ногами, очутился в одной из самых незначительных улиц Франкфурта.

I // Николай Сандров. Тургенев И.С. Ҫурхи шывсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1952. — 142 с.

Джимӑн пурпӗр ҫырма лекет, гербне те тумаллах пулать.

Все равно Джиму придется делать и надпись, и герб.

Вӑтӑр саккӑрмӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.

Ну, пирӗн ӗнтӗ мӗн те пулин тумаллах пулать.

Ну, а нам придется, конечно, принять какие-то меры.

1961-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.

Мӗн те пулин тумаллах, унсӑрӑн ӳссен арччис пуласси пӗтрӗ вара…

Надо что-то делать, иначе мне никогда не стать артистом…

Чатӑр // Марина Карягина. Карягина М.Ф. Ылтӑн панулми: калавсем/ М. Карягина. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 2011. — 43–50 с.

Куна та тумаллах — тата мӗн чухлӗ хӑвӑрт, ҫавӑн чухлӗ лайӑхрах та.

С этим тоже надо было кончать — и чем ни скорее, тем лучше.

VI // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

«Тӑваттӑмӗшӗнчен, физика упражненийӗсем тӑвӑр — аслисен кунне 30 минут та пулин, ачасен кунне пӗр сехет те пулин хусканусем тумаллах.

«В четвертых, делайте физические упражнения хотя бы 30 минут в день для взрослых и час в день для детей.

Коронавирусран сипленес тесен эрех-сӑра ӗҫмелле мар, пирус туртмалла мар // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/news/24711.html

Йӗвенне те пулин капӑрлатма темскер тумаллах пулать.

Что-то требовалось предпринять для того, чтобы принарядить хотя бы уздечку.

LXV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

— Мӗн те пулин тумаллах, анчах мӗн тумаллине пӗлместӗп.

— Придется что-то предпринять, а вот что — не придумаю.

XXIV сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Анчах Голубе, вилейменскерне, кунта пӗччен пӑрахса хӑварма юраман; ӗҫне вара тумаллах пулнӑ.

Но Голубя, еще живого, нельзя было здесь оставить одного, а дело надо делать.

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Иван Васильев. Эммануил Казакевич. Ҫӑлтӑр: повесть; вырӑсларан И.С. Васильев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 1622 с.

— Кӑна тумаллах, — килӗшрӗ Виктор, вара вӑл хӑйне Кондратьев итленишӗн савӑнчӗ.

— Это даже необходимо сделать, — согласился Виктор, и порадовался тому, что Кондратьев все же выслушал его.

III // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

Мӗн те пулин тумаллах, ҫӳле халех разведка ярас пулать.

Надо что-то предпринять, нужно уже сейчас выслать наверх разведку.

Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.

Анчах Бойчон иккӗленсе тӑма вӑхӑчӗ ҫук: мӗн те пулин тумаллах пулать.

Но у Бойчо не было времени для колебаний: надо было принять какое-то решение.

II. Шур кӗрӗклӗ ҫыннӑн ҫӑкӑр чӗлли // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Анчах ҫапах та, тумаллах пулсан, вӑл итлӗ вара, ҫапла тӑвӗ.

Но она покорится необходимости.

XVII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Кам та пулин; хӑйне лайӑх мар тумасӑр, ҫын валли кӑмӑллӑ ӗҫ тума пултарать пулсассӑн, ман шутпа, унӑн ҫав ӗҫе тумаллах, мӗншӗн тесен вӑл хӑй те ҫав ӗҫпе кӑмӑллӑ пулать.

Если кто-нибудь, без неприятности себе, может доставить удовольствие человеку, то расчет, по моему мнению, требует, чтобы он доставил его ему, потому что он сам получит от этого удовольствие.

XXII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Мӗн те пулсан тумаллах манӑн.

Что-то надо мне делать.

XXV сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней