Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

туйӑнса (тĕпĕ: туйӑн) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Эпӗ хама хам пачах шанми те, пурнӑҫа ӗненми те пулаттӑм, ҫавӑн чухне йӗри-тавралӑх тӗлӗк пек туйӑнса каятчӗ, ҫынсем мӗлке пек курӑнса илеҫҫӗ…

Помоги переводом

Пурнӑҫ пуҫламӑшӗ // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 37–56 с.

Хамӑн ку таранччен йӗркеленсе ҫирӗпленнӗ пурнӑҫ тытӑмӗ пӑсӑлса кайма пултарни мана темле хӑрушла пек туйӑнса тӑрать…

Помоги переводом

Пурнӑҫ пуҫламӑшӗ // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 37–56 с.

…Ҫуркунне ҫеҫкеллӗ сада тухсан, санӑн чӗрӳнте ху та лайӑх ӑнланайман туйӑмсем ҫуралаҫҫӗ, сана питӗ хаваслӑ, ҫӑмӑл туйӑнса каять.

Помоги переводом

II. // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 3–36 с.

Мучие аван мар пек туйӑнса кайрӗ.

Помоги переводом

1 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 92-125 с.

Леш ирҫе ҫынни кӑтартнӑ драгунсен мӑйӑхлӑ офицерӗ ӑна хӑй сӑнӗпе Алюнов пекех туйӑнса кайрӗ.

Помоги переводом

Мӗншӗн ҫынсем ӑтӑр мар-ши? // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ялтӑр хӗлхемрен тӗлӗнмелле вӑрман шӑтса тухнӑ пекех туйӑнса каять.

Помоги переводом

Ыр ут хыҫҫӑн пин ут шыв ӗҫет // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ҫав сӗм вӑрман варринче чавнӑ вилӗм шӑтӑкне йывӑҫ ҫапса укернӗ чӑваша мар, этем телейне пытарнӑнах туйӑнса кайрӗ ӑна.

Помоги переводом

Ҫӗнӗ чиркӳ — ҫӗнӗ куҫҫуль // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ӑна вара хӑй тахҫан авалхи чӑваш туррисене манса усал ӗҫ тунӑнах туйӑнса кайрӗ.

Помоги переводом

Ҫӑкӑр-тӑвар — хире-хирӗҫ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Пуп ӑна паян яланхи пек мар, мӗскӗн, вӑйсӑр туйӑнса кайрӗ.

Помоги переводом

Ҫӑкӑр-тӑвар — хире-хирӗҫ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Сасартӑк ӑна хӑй умӗнче палламан хӗре мар, юратнӑ арӑмне, Кузнецов хусах хӗрне, Устина Петровна императрицӑна курнӑ пекех туйӑнса кайрӗ.

Помоги переводом

Тӗлӗнтермӗш хӗр // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Сасартӑк ӑна хӑй умӗнче палламан-пӗлмен чӑваш хӗрӗ мар, хӑйӗн хӗрӗ тӑнӑн туйӑнса кайрӗ, тӑван хӗрӗ ҫапла ӗсӗклесе йӗрет пек, ашшӗне тем каласа тархаслать пек.

Помоги переводом

Тӗлӗнтермӗш хӗр // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Пӑкачава кунти ҫынсем тем усал шухӑшпа шӳтлес тенӗнех туйӑнса кайрӗ.

Помоги переводом

Ҫӗнӗ кайӑк // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Пӗр сӑмах чӗнмесӗр чупрӗ, ӑна тем тӗлӗнтермӗш пулас пек, вӑл ӑна инкекрен ҫӑлас пек туйӑнса кайрӗ.

Помоги переводом

Чӑваш уявӗ — Акатуй // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Тӗлӗнмелле юмахри пекех туйӑнса кайрӗ кунта Симӑна.

Помоги переводом

Ирхи сывлӑм // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 84–112 с.

Туйӑнса тӑрать-и?

— Видно, а?

Вуниккӗмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Пӗр сӑмахпа каласан, кунта ӑна пурте юттӑн туйӑнса тӑчӗ.

Все казалось ему теперь здесь чуждым.

Вуниккӗмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Унӑн ҫемҫен тухакан сассинче вут-хӗм ҫав тери нумай, анчах ҫав вут-хӗме чӗрӗлсе ҫулӑмланмалӑх халлӗхе вӑхӑт килсе ҫитмен пек туйӑнса тӑрать.

Мягкий голос, казалось, таил так много нерастраченного огня, которому еще не пришло время вспыхнуть.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Чӗре витӗр пӑшатанпа чикнӗнех туйӑнса кайрӗ.

Помоги переводом

Чавса ҫывӑх та ҫав… // Геннадий Мальцев. Мальцев Г.С. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: кулӑшла каласем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 80 с. — 7–13 с.

Хӑйӗн умӗнчи таса та пуян ҫи-пуҫлӑ учитель, пӗчӗк ҫеҫ хура мӑйӑхлӑ, ҫаврака пит-куҫлӑ, чипер сӑнлӑ ҫамрӑк ҫын, ҫур сехет каялла пачах ют пулнӑскер, халӗ Кирука чи ҫывӑх ҫын пек, ачаран пӗлсе ӳснӗ тӑван пек туйӑнса кайрӗ.

Помоги переводом

VI // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Ҫамрӑк хӗрарӑм, илӗртӳллӗ-ытарлӑ куҫпа кулса пӑхаканскер, ӑна ҫак вӑхӑтра, Макар калашле, Джоконда пек туйӑнса кайрӗ: ҫавнашкалах тулли пит, тӑрӑхларах ҫырӑ куҫ, тӳрӗ сӑмса, ҫавнашкалах тем пытаран, тем парнелессе шантаран илӗртӳллӗ-ытарлӑ кулӑ, — кулнӑ чухне тута хӗррисенче пичӗ шалалла путса кӗрет; ҫавнашкалах хӑпарса тӑракан кӑпӑшка кӑкӑр, шурӑ ӳтлӗ ачаш алӑсем…

Помоги переводом

VI // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней