Поиск
Шырав ĕçĕ:
Ку йывӑҫсем масар ҫинчи памятниксем пек туйӑнаҫҫӗ.
I. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Горизонт патӗнчен порталла килекен пӑрахутсем шывран сиксе тухнӑ пек те тӑвалла хӑпарнӑ пек туйӑнаҫҫӗ.На горизонте шедшие в порт суда, казалось, подымались в гору, будто вынырнув из воды.
II // Л. Борисова. Сенкевич Генрик. Ҫӑкӑр шыраса: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 62 с.
Ҫак ушкӑнта икӗ ҫын — пӗр старикпе ҫамрӑк хӗр — пуринчен те салхуллӑрах; вӗсем ыттисемшӗн те ют пек туйӑнаҫҫӗ.В этой толпе двое были особенно печальны и казались всем чужими: старик и молодая девушка.
I // Л. Борисова. Сенкевич Генрик. Ҫӑкӑр шыраса: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 62 с.
Телейпе кӗрешӳ уншӑн чылай чухне полярти пӑнчӑ пек ҫеҫ туйӑнаҫҫӗ.
14 // Василий Алентей. Авдеенко А.С. Тисса хӗрринче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 196 с.
Вӗсем: «Эс, кӑмӑллӑскер, лайӑхскер, ӑҫтан килсе тухрӑн вара? Мӗншӗн-ха эс, чип-чипер ҫар ҫынни, погонсӑр?» — тесе ыйтнӑ пекех туйӑнаҫҫӗ.
10 // Василий Алентей. Авдеенко А.С. Тисса хӗрринче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 196 с.
Пӗлӗтелле ҫӗкленекен ҫав пысӑк тусем хушшипе тарӑн айлӑмсем е чӑнкӑ аяклӑ тӑвӑр ту хушӑкӗсем авкаланса выртаҫҫӗ; кунта чылай ҫӗрте чул сӑртсем пуҫ ҫийӗнче усӑнса тӑраҫҫӗ, кӗҫ-вӗҫ татӑлса анассӑн туйӑнаҫҫӗ.
1. Тусем ҫинче мӗн курма пулать // Лина Агеносова. Обручев, В. А. Тусемпе материксем пулса кайни / вырӑсларан Л. В. Агеносова куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 134 с.
Ҫак господинсем мана ытла та айвансем пек туйӑнаҫҫӗ.
XXXVI сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Уҫӑ алӑк тимер ҫекӗл ҫинче ҫилпе сулланса тӑрать, сукмаксем нӳрлӗ те ҫӳп-ҫаплӑ; ҫаралса юлнӑ ватӑ хурӑн, тӗмсем, курӑк, вӗлтрен, хурлӑхан, ҫулҫисене шупка енӗпе ҫӳлелле ҫавӑрса хунӑ упа паланӗ — ҫаксем пурте хӑйсен вырӑнӗсенче енчен енне сулкаланса, тымарӗсене татасшӑн пулнӑ пек туйӑнаҫҫӗ; ҫӑка аллейинчен сарӑхнӑ ҫаврака ҫулҫӑсем, пӗр-пӗринчен ирте-ирте кайса, вӗлтӗртетсе, вӗҫсе тухаҫҫӗ те, нӳрленсе, йӗпе ҫине, улӑхӑн тӗттӗм симӗс тӗслӗ йӗпе кайӑвӗ ҫине ӳкеҫҫӗ.
XXXV сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Анчах уйӑх ҫӳлерех те ҫӳлерех хӑпарать, тӳпере ҫутӑрах та ҫутӑрах ҫутатать, пӗве шывӗн сасӑ-евӗрлӗ тикӗссӗн вӑйланакан чаплӑ йӑлтӑртатӑвӗ уҫӑмлӑрах та уҫӑмлӑрах курӑнма пуҫлать, мӗлкесем хуралнӑҫемӗн хуралаҫҫӗ, ҫутӑ тасалнӑҫемӗн тасалать, ҫаксем ҫине пӑхнӑ ӗ вӗсене итленӗ вӑхӑтра мана темлескер ҫапла калать: хӗрӳллӗн ыталакан ҫара хуллӑ леш хӗр те тулли телейрен питех те аякра-ха, ӑна юратни те тулли ырлӑхран самаях инҫетре; ҫӳлти тулли уйӑх ҫине эпӗ мӗн чухлӗ ытларах пӑхатӑп, чӑн-чӑн илемпе ырлӑх та мана ҫавӑн чухлӗ ҫӳлереххӗн, тасараххӑн, мӗнпур илемпе ырлӑхӑн ҫӑлкуҫӗ патне ҫывхарсах пынӑн туйӑнаҫҫӗ те, ҫырлахса ҫитмен, анчах хумхантаракан савӑнӑҫӑн куҫҫулӗсем куҫӑмсем ҫине юхса тухаҫҫӗ.
XXXII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Эпир искусствӑпа ҫутҫанталӑка пӑтраштарма ҫав тери хӑнӑхса кайнӑ та, пире ҫутҫанталӑкӑн живопиҫре нихҫан тӗл пулман сӑнлӑхӗсем ӗненмелле мар пек туйӑнаҫҫӗ, ҫутҫанталӑк чӑн-чӑн пек мар курӑнать, е тата пачах урӑхла: живопиҫре ытла нумай тӗл пулакан сӑнлӑхсем йӑлӑхтарса ҫитернӗ пек курӑнаҫҫӗ, чӑн пурнӑҫра тӗл пулакан хӑшпӗр сӑнлӑхсем вара, пӗр шухӑша, пӗр туйӑма ытла та вӑйлӑн палӑртаканскерсем, шутсӑр ӗлккен пек туйӑнаҫҫӗ.
XXVI сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Вӗсен туртӑмӗсем пӗртте пӗрешкел мар, Володьӑпа Дубков чӑнласа шухӑшлассине, сисӗмлӗхе аса илтерекен кирек мӗнрен те хӑранӑн туйӑнаҫҫӗ; Нехлюдов, пачах урӑхла, калама ҫук хавхалануллӑ, хастар ҫын, час-часах хӑйне тӑрӑхланине пӑхмасӑр, философи ыйтӑвӗсемпе туйӑмсем ҫинчен пуплеме пикенет.
XXV сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Володьӑн ҫак кунсенче университета вӗренме кӗмелле, халь учительсем ятарласа ун патне ҫӳреҫҫӗ, вӑл хура доскана пурӑпа хыттӑн тӑклаттарса, функцисем, синуссем, координатсем тата ытти ҫавӑн евӗрлӗ япаласем ҫинчен каланине ӑмсанарах, ирӗксӗртерех пулин те, тимлесех итлетӗп, мана нихҫан ӑнланмалла мар кӑткӑс сӑмахсем пек туйӑнаҫҫӗ вӗсем.
XX сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Страус тӗкне тирнӗ бархат шлепки айӗнчен ҫутӑрах хӗрлӗ ҫӳҫӗ курӑнать; сывмар сӑнлӑ питӗнчи куҫхаршисемпе куҫ хӑрпӑкӗсем пушшех ҫутӑраххӑн тата хӗрлӗреххӗн туйӑнаҫҫӗ.
XVII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Нимӗҫӗн ырӑ кӑмӑллӑ пичӗ, вӑл мана хӗрхенсе, эпӗ мӗншӗн йӗнине тавҫӑрса илесшӗн пулни куҫҫуле тата хытӑрах юхтарчӗ: мана намӑс пулчӗ, ҫакӑн умӗн пӗр минут маларах ҫеҫ эпӗ Карл Иваныча мӗншӗн юратманнине тата унӑн халачӗ, калпакӗ, яраписем мӗн пирки йӗрӗнмелле пек туйӑннине хам та ӑнланмарӑм; халь ӗнтӗ пачах урӑхла, ҫаксем пурте ытла та лайӑх пек, яраписем те вӑл ырӑ кӑмӑллӑ пулнине ӗнентерӳллӗ кӑтартнӑн туйӑнаҫҫӗ мана.
I сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Тӗттӗмре вӗсем партизансем пытанса ларнӑ тӗле хӑвӑрт кусса анакан икӗ хура муклашка пек туйӑнаҫҫӗ.Даже в темноте можно было ясно различить два мчащихся темных клубка.
10 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.
Ҫакнашкал пурнӑҫпа ҫулталӑк пурӑннӑ хыҫҫӑн этем ҫав йывӑрлӑхсене лайӑх хӑнӑхса ҫитнипе вӗсем ӑна пурпӗрех пулмалла тата пулма тивӗҫлӗ пек туйӑнаҫҫӗ.
6 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.
Хӑшпӗр ҫурчӗсем тӳпеме ҫитеймен, ҫурма ҫулта канса илме чарӑннӑ пек туйӑнаҫҫӗ вӗсем.Некоторые, казалось, остановились на полпути, на склоне, чтобы немного передохнуть.
Манӑн ятӑм Шура пулса тӑчӗ // Аркадий Петров. Алексин А.Г. Сашӑпа Шура: повесть; А.Петров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 92 с.
Петя хӑмасене сӑрланӑччӗ те, халь ӑна вӗсем ытти пур пайсенчен те лайӑхрах пек туйӑнаҫҫӗ.Петя красил доски, и они кажутся ему лучше всего остального.
40 // Леонид Агаков. Вигдорова Ф.А. Пурнӑҫ ҫулӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 484 с.
Куҫӗсем ытла хӗрлӗ пек туйӑнаҫҫӗ ун.
Хура хӗвел // Тани Юн. Шундик Н.Е. Инҫетри ҫурҫӗрте: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 340 с.
Пӗр-пӗрин ҫумне ҫапӑна-ҫапӑна, тинӗс тӑрӑх хаяррӑн мӗкӗрсе, урнӑ кӑпӑк сурса ҫӳрекен шурӑ тӑрӑллӑ пысӑк хумсем ӑна хӑрушӑ тискер кайӑк кӗтӗвӗсем пек туйӑнаҫҫӗ.
Чукотка тинӗсӗнче пулса иртни // Тани Юн. Шундик Н.Е. Инҫетри ҫурҫӗрте: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 340 с.