Поиск
Шырав ĕçĕ:
Пӗр ҫуначӗ кивӗскер иккен, саплӑклӑскер, теприне тинтерех ҫеҫ ҫӗнӗ хӑмаран тунӑ та, хӗвел ҫинче вӑл ҫемҫен йӑлтӑртатса тӑрать.
I // Ваҫлей Игнатьев. Чехов, Антон Павлович. Ҫеҫенхир: повесть; вырӑсларан Ваҫлей Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1988. — 116 с.
Темле хӑрушлӑх та курма пултаракан кӗрешӳҫӗ хӑйӗн тертлӗ ҫулӗпе ҫак чӑн пурнӑҫ пусӑмӗ ҫине тинтерех кӑна кӗнӗ савӑк ачана, юратӑвӑн пархатарлӑ хӑвачӗпе ӑшӑннӑ ҫамрӑк чуна, хӑйпе ертсе каять.
XII. Бойчо Огнянов // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Тинтерех Виталий Пашкова иномарка ҫапса хӑварнӑ.
Шухӑ водительсем саккуна уямаҫҫӗ, ҫынсене шеллемеҫҫӗ // Марина ГРИГОРЬЕВА. «Чӑваш хӗрарӑмӗ», 2016.06.18, 23(945)№
— Тинтерех ҫеҫ кӗрсе тухрӑм.
Хурлӑхлӑ юрӑ // Николай Сунай. «Тӑван Атӑл», 2016, 9№
Борис Акунинӑн «Комедия. Трагедия» кӗнекине тинтерех вуласа тухрӑм.
Шурӑ акӑш — ҫӗнтерӳ хӑвачӗ // Надежда СМИРНОВА. «Хыпар», 2016.09.30, 154-155№
1789 ҫулхи юпа уйӑхӗн 9-мӗшӗнче Жозеф Игнаций Гильотен, Парижра тинтерех ҫеҫ суйланӑ депутат, Наци пухӑвӗн трибуни ҫине хӑпарнӑ та ҫапла пӗлтернӗ: «Манӑн машина, хӑспатинсем, сирӗн пуҫӑра куҫ хупса иличчен касса татать, эсир нимӗн те туймӑр...»
Кирек мӗнле юрӑра та манӑн чун пур // Владимир ЧЕКУШКИН. «Хыпар», 2016.08.02, 120№
Ҫапла паллашрӑмӑр Хусанти пӗр предприятин вӑрттӑн производствинче 40 ҫул радиоэлектроник пулса вӑй хунӑ, тинтерех ҫеҫ тивӗҫлӗ канӑва тухнӑ Геннадий Гавриловичпа.
Хӳме витӗр тухма пултаракан // Сувар. «Сувар», 24(702)№, 2007.06.15
ЧР Профессионал писательсен, РФ Писательсен союзӗсен, Пӗтӗм тӗнчери писательсен союзӗсен пӗрлӗхӗн членӗ, Чӑваш ҫамрӑкӗсен Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ преми, Пӗтӗм чӑвашсен Алексей Талвир ячӗллӗ преми, Фахит Карим ячӗллӗ литература премийӗн /Пушкӑртстан, Пелепей/, Пӗтӗм тӗнчери тӗрӗк халӑхӗсен Нежип Фазыл ячӗллӗ поэзи премийӗн лауреачӗ, ЧР культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ, Чӑваш Енри хӑй тӗллӗн вӗреннӗ композиторсен ассоциацийӗн тава тивӗҫлӗ деятелӗ, Пӗтӗм тӗнчери энергоинформаци ӑслӑлӑхӗсен академийӗн эниологи профессорӗ, «Чӑваш Республики умӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн» орден медальне тивӗҫнӗ Раиса Сарпи пирки сӑмах пуҫарма унӑн тинтерех кун ҫути курнӑ «Созвездие любви» ҫӗнӗ кӗнеки хистерӗ.
Питӗ ҫывӑх, ӑнланма йывӑр Сарпи // Надежда СМИРНОВА. «Хыпар», 2016.07.08, 106-107№

Тинтерех туяннӑ техникӑна ҫу уйӑхӗн 20-мӗшӗнче предприяти Шупашкарти Хӗрлӗ лапама илсе тухсах кӑтартнӑ.
Ҫул-йӗр техники газпа ӗҫлӗ // Вика Сорокина. http://chuvash.org/news/12446.html
Ав, Елена Петровна Кудрявцева кружока тинтерех ҫӳреме тытӑннӑ.
Ушкӑнпа ӗҫлеме те, канма та аван // Хресчен сасси. «Хресчен сасси», 2016.03.17, 10№