Поиск
Шырав ĕçĕ:
— Хӑйне кам та пулин пӑрахсан, ун пек хуйхӑ кашни хӗрарӑмӑнах пулать, — терӗ ҫирӗппӗн Лена малтанхи пекех лӑпкӑ сасӑпа; Воропаев унӑн кӑмӑлӗнче темле ҫӗнӗ япала палӑрнине сисрӗ; ку вӑл темле никама пӑхӑнманлӑх, хӑюлӑх, — Лена ун пек кӑмӑллӑ пулнине Воропаев халиччен курманччӗ-ха.
Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Николай Евстафьев. Павленко П.А. Телей: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 312 с.
Паянтан пуҫласа унӑн Воропаевпа темле ҫӗнӗ пурнӑҫ пуҫланса каяссӑн тата паян вӑл иккӗшне татӑклӑнах ҫывӑхлатмалли темле сӑмах калассӑн е мӗн те пулин тӑвассӑн туйӑнать ӑна.
Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Николай Евстафьев. Павленко П.А. Телей: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 312 с.
— Наукӑна хирӗҫ кайма темле хӑрушӑ пек, Иосиф Виссарионович, Патша вӑхӑтӗнче пирӗн кунта темле специалистсем те пурччӗ, вӗсем те хӑймастчӗҫ.
Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Николай Евстафьев. Павленко П.А. Телей: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 312 с.
Унта ӗҫсе супнӑ темле американец, ҫуртран ҫурта ҫӳресе, колхозниксене темле майсӑр ыйтусем парса, тем тӗпчет иккен.
Улттӑмӗш сыпӑк // Николай Евстафьев. Павленко П.А. Телей: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 312 с.
Унӑн уҫӑмсӑр сӑмахӗсенче темле питӗ пысӑк, кирлӗ япала, темле хурлӑхлӑн питлекен, ҫав вӑхӑтрах айван япала пурри палӑрчӗ.Было огромное, важное в его темных словах, было что-то грустно укоряющее и наивное.
XXVI // Леонид Агаков. Горький, Максим. Амӑшӗ: [Роман] / М. Горький. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 362 с.
Фельдфебель пӗр талӑк хушшинче ҫакна манса кайма пултарайман ӗнтӗ: приказ пулнӑ пулсан та, патрульсем пулнӑ пулсан та, темле арҫын ача сарай патне вӑрттӑн пырса тухнӑ, унтан — ку тем пекех тӗлӗнмелле пулсан та — ҫав ачан вилли темле ӑнланмалла мар майпа ҫухалнӑ.
VII // Леонид Агаков. Василевская В.Л. Асамат кӗперӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1945. — 200 с.
Анчах темле шухӑшласан та, темле май тусассӑн та, Сергей валли тӗттӗм коридорта ҫеҫ вырӑн тупӑннӑ.
Ҫирӗм пӗрремӗш сыпӑк // Николай Пиктемир. Голубева, Антонина Георгиевна. Уржум ачи: повесть; вырӑсларан Н. Пиктемир куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1953. — 194 с.
Хуларан килекен ҫынсен пурин те час-часах темле ачалла кӑмӑл пуррине асӑрхарӗ вӑл, анчах ӑна вӗсем хӑйсен ӗҫне ӗненни шухӑшлаттарчӗ, ҫав ӗненӗвӗн тарӑнӑшне вӑл уҫӑмлӑрах туйса пычӗ ӗнтӗ; вӗсем тӗрӗслӗх ҫиеле тухассине ӗмӗтленни чуна ачашласа ӑшӑтать, вӗсене итлесе амӑшӗ ирӗксӗрех темле салхуланса тарӑннӑн сывла-сывла илчӗ.
XXI // Леонид Агаков. Горький, Максим. Амӑшӗ: [Роман] / М. Горький. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 362 с.
Марья Николаевнӑна лайӑх пӗлнӗ ҫынсем ҫапла каланӑ: ҫак вӑйлӑ та ҫирӗп ӳт-пӳре темле ачаш, темле сӑпай, хӗрле именчӗк туйӑм выляма пуҫласан — тӗлӗнмелле, ӑҫтан тухать-ха ун пек туйӑм?..
XL // Николай Сандров. Тургенев И.С. Ҫурхи шывсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1952. — 142 с.
— Ҫапла, Дмитрий Павлович, — терӗ вӑл, ун сасси темле урӑхла янӑраса кайрӗ, темле питӗ ӗненмелле, чӗре тӗпӗнчен тухрӗ вӑл: — пуринчен ытларах, пуринчен малтан ирӗклӗхе.
XXXIX // Николай Сандров. Тургенев И.С. Ҫурхи шывсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1952. — 142 с.
Ҫитменнине тата сирӗн уттӑрта темле тимлӗх, темле кӑмӑла хускатакан япала пур.Притом же в вашей походке есть что-то напряженное, мелодраматическое.
XXIX // Михаил Рубцов. Тургенев И.С. Умӗн: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 160 с.
Ним те туйса илме пултарайман амӑшӗпе ларни, ӑна итлени, хирӗҫ тавӑрса калани, унпа сӑмахлани — пурте Еленӑшӑн темле усал ӗҫ тунӑ пек туйӑнчӗ; вӑл хӑйӗн ӑшӗнче темле суялӑх пуррине туйрӗ, именме сӑлтав ҫук ҫӗртенех питне хӗретрӗ; кайран кирек мӗнле пулсан та, халь пӗр пытармасӑр каласа парас килни унӑн чӗринче пӗр хут кӑна мар хускалса илчӗ.
XXI // Михаил Рубцов. Тургенев И.С. Умӗн: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 160 с.
Унӑн пӗтӗм ӳт-пӗвӗнче, тимлӗ те пӑртак шиклӗрех курӑнакан сӑн-питӗнче, улшӑнса тӑракан таса куҫӗсенче, ирӗксӗртен кулнӑ пек кулнинче, лӑпкӑ та пӗр тикӗс мар сассинче темле ҫилӗллӗ кӑмӑл, электричествӑлла хӗм, сасартӑк килсе тухакан темле васкавлӑх палӑрать, пӗр сӑмахпа каласан, пурне те килӗшсех кайман тата хӑшпӗрисене шиклентерекен паллӑ пур.
VI // Михаил Рубцов. Тургенев И.С. Умӗн: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 160 с.
Унта пурте тулли, уҫӑмлӑ, хӑйпе хӑй киленет, тесшӗн эпӗ, — эпир ҫакна ӑнланатпӑр та ун ҫине юратса пӑхатпӑр, ҫав вӑхӑтрах вӑл, тепӗр тесен, — ман ӑшчикре, яланах темле канӑҫсӑрлӑх, темле шиклӗх тата салхулӑх вӑратать.
I // Михаил Рубцов. Тургенев И.С. Умӗн: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 160 с.
Унӑн ҫамрӑк та ҫаврака сӑн-питӗнче, хура йӑваш куҫӗсенче, мӑкӑрӑлса тӑракан хитре тутинче тата шурӑ аллисенче темле ачалла кӑмӑллӑх, хӑй ҫине пӑхтаракан темле илемлӗх пур.
I // Михаил Рубцов. Тургенев И.С. Умӗн: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 160 с.
Павел тӗлӗк курать: ун ҫине темле, ҫын евӗрлӗ мар, армак-чармак япала пулемётпа тӗллет пек; вӑл тарма хӑтланать, анчах ниҫталла тарма та ҫук, пулемёчӗ темле хӑрушшӑн шатӑртаттарать пек.
Пиллӗкмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.
Ҫав хаклӑ япаласем хушшинче питӗ чаплӑ ахах мӑй ҫыххи пур; ӑна Муцие перссен шахӗ темле пысӑк та вӑрттӑн ӗҫшӗн парнеленӗ-мӗн; Муций ҫавна хӑй аллипе Валери мӑйне ҫакса яма ирӗк ыйтрӗ: мӑй ҫыххи ҫамрӑк хӗрарӑма йывӑр пек, темле ӑшӑпа тулнӑ пек туйӑнчӗ… вӑл ӳт ҫумнех ҫыпҫӑнчӗ.
III // Александр Артемьев. Тургенев И.С. Пиравйхи юрату: повеҫсем, калавсем, прозӑллӑ сӑвӑсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 176 с. — 64–83 с.
Вӑл кивҫен ыйтма пыракансене ҫӳҫ-пуҫ вирелле тӑмалла хӑрушӑ условисем сӗннӗ пулать, кайран ҫав телейсӗр ҫынсем ун ҫинчен нихҫан та никама та каласа пама пултарайман; унӑн укҫисен хӑйсем енне туртакан темле хӑват пулнӑ теҫҫӗ, вӗсем хайсене хӑйсемех хӗрсе кайнӑ, вӗсем ҫинче темле паллӑсем пулнӑ… пӗр сӑмахпа каласан, ун ҫинчен нумай хыпар ҫӳренӗ.
Иккӗмӗш пай // Михаил Рубцов. Николай Гоголь. Повеҫсем; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 96–146 с.
Ҫӑварне карса, пӗр сывламасӑр вӑл ҫак Азире пурӑнакансем тӑхӑнакан темле шалпар тум тумланнӑ вӑрӑм пӳллӗ фантом мӗн тӑвассине кӗтме пуҫларӗ, Старик ун ури вӗҫнех ларчӗ те хӑйӗн шалпар платьин пӗрӗмӗсем ӑшӗнчен темле япала туртса кӑларчӗ.
Пӗрремӗш пай // Михаил Рубцов. Николай Гоголь. Повеҫсем; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 96–146 с.
Пӗр хӗрарӑм ташланӑ чух пӗр фигура вырӑнне тепӗр фигура туни ҫинчен, темле Бобов тенӗскер хӑй ҫине жабо тӑхӑнсан аист кайӑк евӗр пулни ҫинчен, вӑл пӗррехинче кӑшт ҫеҫ ӳкменни ҫинчен, симӗс куҫлӑ темле Лидина хӑйӗн куҫне кӑвак тесе шутлани ҫинчен тата ытти ҫинчен те.
Ухмаха ернӗ ҫын ҫырса пынисем // Михаил Рубцов. Николай Гоголь. Повеҫсем; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 75–95 с.