Поиск
Шырав ĕçĕ:
Вырӑссем килеҫҫӗ тенӗрен вӗсем ҫинчен темле калаҫнине те илтнӗ, ахаль те шикленсе пурӑннӑ ҫынсем урса кайса темле сӑмахсем кӑшкӑрма, «аллах керим! аллах керим!» тесе урамран урама, пӗр хапха патӗнчен тепӗр хапха патне чупкалама пикенчӗҫ.
13. Хусан княҫӗсем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
Ҫул ҫинче темле ҫын аллине ҫакланасси пур, темле инкек сиксе тухасси пур.
9. Ашшӗпе ывӑлӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
Мана шанса панӑ танк темле лачака урлӑ та каҫнӑ, темле сӑртран та хӑпарнӑ.
Кӑшланӑ ҫӗр // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 3–15 с.
Ҫӗр ҫинче темле ҫын та, темле халӑх та пуррине куратӑн.
Выртмара // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.
Алли темле татӑлса ӳкмерӗ-ҫке, пуҫӗ темле шӑтмарӗ.
Аптранӑ кӑвакал // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.
Сӗверен мӑнастир архимандричӗ вӗсене темле те ӳкӗтлесе, темле те хӑтӑрса пӑхать, анчах лешсем ним тусан та парӑнмаҫҫӗ, ӳкӗте кӗмеҫҫӗ.
Саланнӑ кил-йыш // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.
Темле те ӳкӗтлерӗ, темле те хӑратрӗ.
13. Мӗн тусан лайӑхрах? // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.
«Камсем-ши вӗсем Тӑсланкӑпа Шывпики? Вӗсемпе вӑл питӗ хытӑ аташать, ҫамрӑк пурнӑҫӗнче темле йывӑр япала пулса иртнӗ ахӑр. Ку илемлӗ пӑлхар хӗрӗнче темле асамлӑ вӑрттӑнлӑх пур», — тесе уйласа ларчӗ ватӑ Ремис.
Чӗнӳ // Андрей Чэн. Анрей Чэн. Пӑлхар ҫар ҫынни. Шупашкар: «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2020 — 100 с.
Пасарӑн кӗсйи пысӑк, вӑл темле япалана та вырнаҫтарать, темле тавара та йӳнеҫтерет.
12. Шупашкар пасарӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.
Паллах, кӑшт васкарах утнӑ пулсан, тӗрӗсрех каласан, кӑштах хӑюллӑрах пулнӑ пулсан вӑл ӑна хӑваласа ҫитетчӗ ӗнтӗ, анчах темле туйӑм, темле асамлӑ вӑй хӗр ачана тӑлласа лартнӑ пек тытса тӑчӗ.
11. Чун савни // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.
Ют король ырлӑхӗ, хӑйсене сарӑ пушмакӗпе ӗнсерен тапакан Польша магначӗн йӗрӗнчӗк ырлӑхӗ вӗсемшӗн темле тӑванлӑхран та хаклӑ; пирӗн чи путсӗр ҫыннӑн та, темле пулсан та, вӑл сысна витинче выртса тӑрса пурӑнса тата пурне те юрама тӑрӑшса ҫын сӑнне ҫухатнӑ пулсан та, унӑн та, тӑвансем, пӗр тӗпренчӗк вырӑс чунӗ юлнӑ.
IX // Куҫма Турхан. Гоголь Н.В. Тарас Бульба: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 126 с.
Халь-халь темле ҫухату, темле йӑнӑшу пулас пек туйӑнать; ҫак туйӑм, ҫемҫе те тунсӑхлӑ, пӗчӗкҫӗ алӑ пек, ман чӗрене яра-яра илет.Предчувствие какого-то просчета, какой-то потери мягкой, тоскливой лапкой толкается мне в сердце.
Пиллӗкмӗш сыпӑк // Олимпиада Таллерова. Криштоф Е.Г. Ҫу уйӑхӗ — экзамен умӗнхи вӑхӑт: повесть. Вырӑсларан О. Таллерова куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 144 с.
Ӗҫ акӑ мӗнреччӗ: ун кӳчи крокодил е темле асамлӑ калта кӗлетки евӗрччӗ, ҫав ним мар япала вара пирӗн ача куҫӗсенче пӑшала темле ӑрасна, вӑрттӑнла пӗлтерӗш паратчӗ.
I // Николай Григорьев. Мамин-Сибиряк Д.Н. Тӑрантаракан тата ытти калавсем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 48 с. — 36–48 с.
Пирӗн енчисем те, тӑшман енчисем те темле кӑмӑлсӑр пулнӑ пек тӗлӗнсе карӗҫ, пӗр темле хисеплӗрех ҫын Ситанова ҫиленсе каларӗ:И наша и вражья сторона были неприятно удивлены, какой-то почтенный человек сказал Ситанову сердито:
XIV. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Унтан темле чечексен тутлӑ та ҫирӗп шӑрши кӗретчӗ, лаша тарӗн шӑрши унпа темле хутшӑнса тӑратчӗ.От неё исходил сладкий, крепкий запах каких-то цветов, с ним странно сливался запах лошадиного пота.
X. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Пичӗ унӑн кайӑк пичӗ пекскер, вӑль-валь вылякан куҫлӑскер, пӗтӗмпе те вӑл, тӗкӗр умне лартакан фарфор кӗлетки пек хитрескер Салтаксем калатчӗҫ: «Унӑн сылтӑм аяккинче пӗр аяк пӗрчи ҫук, ҫавӑнпа та утнӑ чухне вӑл темле тӗлӗнмелле суллан калать», тетчӗҫ; анчах маншӑн ҫавӑ лайӑх пек туйӑнатчӗ, тата ӑна килкартишӗнчи ытти дамӑсенчен — офицер арӑмӗсенчен тӳрех уйӑрса илме пулатчӗ; лешсем, — хӑйсен хытӑ янтракан сасӑсем, чӑпар тумсем ҫӳлӗ турнюрсем пур пулин те, — темле тыткаласа киветнӗн туйӑнатчӗҫ, вӗсем тӗттӗм пӑлтӑрта, тӗрлӗрен кирлӗ мар япаласем хушшинче нумайччен манӑҫа кайса выртнӑ темеллеччӗ.
VIII. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
— Ан ҫыпҫӑн, тарӑхтармӑш, телейсӗр чӑлах! — мӑкӑртатать амӑшӗ, куҫне темле канҫӗрӗн мӑчлаттарса; унӑн монголсен пек хӗсӗк куҫӗсем темле тӗлӗнмелле ҫутӑ, вӗсем пӗртте вылямаҫҫӗ, темрен ҫакланса ларнӑ та, ӗмӗрлӗхех чарӑнса тӑнӑ пек туйӑнаҫҫӗ.
II. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Пурнӑҫпа кӗрешӳре, хӑв улӑхакан кашни сӑртра, шыв урлӑ каҫсан кашни ҫыранта, темле ывӑнсан та, темле йывӑр пулсан та, эсӗ яланах ӗненсе тӑма тивӗҫ: сана ирӗклӗх, юрату, телей кӗтет… кирек епле пулсан та!
31 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.
Ҫавӑнпа пӗрлех тата ку вӑрманӑн вӗҫӗ-хӗрри те ҫук, ҫывӑхрах хӑрушӑ йӳҫлӗхсемпе йывӑҫсен айӗнчи кӳленчӗк шывсем пур, унтах темле пысӑк та тискер чӗрчунсем пурӑнаҫҫӗ, текен хыпар сарӑлчӗ; ҫав чӑтлӑхсенче, усал сывлӑш пек, пӑс чӗтренсе тӑрать, халиччен нихҫан курман ҫӗленсем чашкӑраҫҫӗ, куҫа курӑнман сасӑсем: «Ан кил!» — тесе кӑшкӑраҫҫӗ, темле тискер тӗмсем кӗперен ярса илеҫҫӗ те вӗҫертсе ямаҫҫӗ имӗш.
III // Л. Борисова. Сенкевич Генрик. Ҫӑкӑр шыраса: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 62 с.
Акӑ хӗвеланӑҫ енче малтан пӗр утрав, унтан — тепри курӑнчӗ; ун варринче темле пысӑк ҫурт ларать; леререх вара, инҫетре, те ҫӑра тӗтре, те пӗлӗт татӑкӗ, тен тӗтӗм те пулӗ — пӗр сӑмахпа каласан, темле, паллӑ мар, тӗксӗм, ним евӗрне килмен япала курӑнать…
I // Л. Борисова. Сенкевич Генрик. Ҫӑкӑр шыраса: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 62 с.