Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

татӑклӑн сăмах пирĕн базăра пур.
татӑклӑн (тĕпĕ: татӑклӑн) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Вӑл хаярланнӑ пек пулчӗ те татӑклӑн:

Строго нахмурился и сказал отрывисто, сквозь зубы:

25 сыпӑк // Леонид Агаков. Валентин Катаев. Полк ывӑлӗ. Повесть. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948

— Кайрӑм! — терӗ те вӑл татӑклӑн, сывпуллашмасӑрах, вӑйланса пыракан пӑшал сассисем илтӗннӗ ҫӗре васкасах чупса кайрӗ.

– Пошёл! – решительно сказал он и, не попрощавшись, широкими шагами побежал вперёд, туда, откуда слышалась всё учащавшаяся ружейная стрельба.

25 сыпӑк // Леонид Агаков. Валентин Катаев. Полк ывӑлӗ. Повесть. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948

— Ну, телей пултӑр эппин, — татӑклӑн, командирла каларӗ Ахунбаев.

– Ну, счастливо, – решительно и уже по-командирски сказал Ахунбаев.

22 сыпӑк // Леонид Агаков. Валентин Катаев. Полк ывӑлӗ. Повесть. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948

Анчах плана васкамасӑр, пур енчен те шухӑшласа хунӑ хыҫҫӑн, ӑна вӑл хӑвӑрт та татӑклӑн пурнӑҫа кӳртме тытӑннӑ.

Но, обдумав план всесторонне, не торопясь, он приступил к его осуществлению быстро и решительно.

20 сыпӑк // Леонид Агаков. Валентин Катаев. Полк ывӑлӗ. Повесть. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948

Унтан вӗсен мӗн тумаллине татӑклӑн йышӑнасси ҫеҫ юлчӗ.

Оставалось принять решение.

14 сыпӑк // Леонид Агаков. Валентин Катаев. Полк ывӑлӗ. Повесть. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948

— Тупата туршӑн! — тенӗ вӑл сасартӑк татӑклӑн.

– Ей-богу, – вдруг решительно сказал он.

8 сыпӑк // Леонид Агаков. Валентин Катаев. Полк ывӑлӗ. Повесть. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948

Унтан вара икӗ ҫарӗ те мӗн чухлӗ ҫын ҫухатнине шутларӗҫ, тыткӑна лекнисене улӑштарчӗҫ, малашне пӗр-пӗринпе хирӗҫӳсем пуласси тӗлӗшпе ҫӗнӗрен килӗшӳ турӗҫ тата хӑш кун тепре татӑклӑн ҫапӑҫасси ҫинчен калаҫса татӑлчӗҫ.

Подсчитали убитых, обменялись пленными, уговорились, когда объявлять войну и из-за чего драться в следующий раз, и назначили день решительного боя.

3-мӗш сыпӑк. Вӑрҫапа тата юратупа аппаланать // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

«Кала татӑклӑн: вилес килет-и сан е пурӑнас килет-и?» — терӗ ҫиреппӗн.

Помоги переводом

Лаох // Василий Алентей. Василий Алентей. Лаох. Хырсем ӗмӗрех ем-ешӗл. Повестьсем. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970

«У-у. Вӑхӑчӗ ҫитсен, пурте кӑнӗҫ, — татӑклӑн каларӗ карчӑк. — Эпӗ тӗлӗкнех курнӑ.

Помоги переводом

Лаох // Василий Алентей. Василий Алентей. Лаох. Хырсем ӗмӗрех ем-ешӗл. Повестьсем. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970

Чӑваш Енрен килнӗ Сергей Муравьев хӑй шухӑшне татӑклӑн пӗлтерчӗ.

Помоги переводом

Кирлех-и завод? // Ирина Трифонова. «Сувар», 2019.03.07

Ку ыйтӑва вӑл татӑклӑн хуравлаймасть-ха хальлӗхе.

Помоги переводом

Ял пурнӑҫне кӑмӑллакан Типшӗм Андрей // Луиза Васильева. «Тантӑш», 2017.02.02, 4(4521)№

«36 пин яшпа хӗре эпир кирлӗ пек пӑхса тӑман», - татӑклӑн палӑртрӗ министр.

Помоги переводом

Ӗҫкӗ ырӑ тумасть // Николай КОНОВАЛОВ. «Хыпар», 2015.10.07, 196№

«Маларахри тӗрӗслеве экзаменччен ҫеҫ улӑштарнине абитуриент умӗнче килӗшӳллӗ мар тесе шутлатӑп, вӗсене пахалӑхлӑ хатӗрленме вӑхӑчӗ те ҫителӗксӗр. Халӗ пулас студентсем хӑйсене малалла вӗренме кайма мӗнле экзамен тытмаллине 9 уйӑх маларах татӑклӑн пӗлме пултараҫҫех», — палӑртнӑ депутат.

Помоги переводом

Алена Аршинова: "Экзаменччен кӑшт маларах кӳртӗм тӗрӗслевне улӑштарни килӗшӳллӗ мар" // Авангард. «Авангард», 2016.05.06

26. Ҫавӑнпа ӗнтӗ сире паянхи кун татӑклӑн калатӑп: сирӗнтен хӑшӗ те пулин ҫӑлӑнаймасассӑн, эпӗ ҫавӑншӑн айӑплӑ пулмӑп, 27. мӗншӗн тесессӗн эпӗ Туррӑн пӗр ирӗкне те сире пӗлтермесӗр хӑвармарӑм.

26. Посему свидетельствую вам в нынешний день, что чист я от крови всех, 27. ибо я не упускал возвещать вам всю волю Божию.

Ап ӗҫс 20 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Унӑн ертӳҫинче никама та мар, шӑпах сана куратпӑр, – татӑклӑн хуравланӑ ун чухне ҫирӗп хӗрарӑм.

Помоги переводом

Геннадий Борисова – 75 ҫул // Елчӗк ен. http://xn--e1aaatdp0e.xn--p1ai/2024/04/1 ... %83%d0%bb/

Черкке ҫынна выльӑхлантарса янине татӑклӑн сивлесси — кирек хӑш вӑхӑтшӑн та кирлӗ, пысӑк пӗлтерӗшлӗ ӗҫ.

Помоги переводом

Юлашкинчен калани // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Ним сӑлтавсӑр кӳрентернипе кӗҫ-вӗҫ шартлатса ҫурӑлас пек тарӑхса: «Ачасене эпӗ пайтах пӑхнӑ, — терӗм татӑклӑн, — халь эсӗ пӑх черетпе».

Помоги переводом

Ҫӑтмахра пурӑнакана суда мӗн-ма чӗнеҫҫӗ-ха! // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Тунсӑх, ун енне аллине татӑклӑн лас сулса, сӗмсӗр упа пек, вӑрман чӑтлӑхне кӗрсе ҫухалать.

Помоги переводом

Лапшу Ҫтаппанӗн халапӗ мар // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

— Тем шыраса ан нушалан, — Левен машина енне татӑклӑн утать.

Помоги переводом

Стервиз аптӑрать… // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

«Вӑт хӑнкӑла, вӑт юнӗҫен!» — тет те Левен уҫланкӑ еннелле татӑклӑн утса каять.

Помоги переводом

«Ну, робот, тӳс тулӗк!..» // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней