Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

тархасласах (тĕпĕ: тархасла) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Пире ун пек калаҫма тархасласах ыйтмалла-и вара?

Стоит ли упрашивать нас об этом?

XVIII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Тархасласах ыйтап.

Прошу тебя…

35-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Пӗррехинче ӑна Прагӑран Берлина куҫарнӑ, анчах темиҫе уйӑхран вӑл тархасласах хӑйне малтанхи вырӑна куҫарттарнӑ.

Однажды его перевели из Праги в Берлин, но через несколько месяцев он выпросил себе перевод обратно.

Манӑн гестаповец // Леонид Агаков. Юлиус Фучик. Асаплӑ вилӗм уменхи сӑмах. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953

— Ах, Том, ан суй… тархасласах калатӑп.

— Ах, Том, не выдумывай, это ни к чему.

19-мӗш сыпӑк. Том ӳкӗнӗвӗ // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Тепӗр пухура В.У. ятарлӑ пенси илме хисеплӗ ят кирлӗ пулнипе хӑйне «Культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ» ятлӑ тума тархасласах ыйтрӗ.

На другом собрании В.У., попросил ему дать «Заслуженного работника культуры", чтобы, имея почетное звание, получить повышенную пенсию.

Тиркевӗ те ырӑ суннипе пӗрехчӗ // Денис Гордеев. https://chuvash.org/wiki/%D0%A2%D0%B8%D1 ... 1%87%D3%97

4. Вӗсем пире сӑваплӑ ҫынсене пулӑшас ӗҫе хӑйсене хутшӑнтарма тархасласах ыйтрӗҫ; 5. вӗсем ӗнтӗ эпир шанса тӑнинчен те ытларах турӗҫ, вӗсем чи малтан хӑйсене хӑйсем Турӑ аллине пачӗҫ, унтан Турӑ ирӗкӗпе пире те пӑхӑнчӗҫ, 6. ҫавӑнпа эпир Тита ҫак ырӑ ӗҫе вӑл сирӗн патӑрта епле пуҫланӑ, ҫаплах туса пӗтерме хушрӑмӑр.

4. они весьма убедительно просили нас принять дар и участие их в служении святым; 5. и не только то, чего мы надеялись, но они отдали самих себя, во-первых, Господу, потом и нам по воле Божией; 6. поэтому мы просили Тита, чтобы он, как начал, так и окончил у вас и это доброе дело.

2 Кор 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

56. Эпӗ ӗнтӗ ҫапла каларӑм: хуҫамӑм, тархасласах ыйтатӑп: эхер те эпӗ Сан умӑнта ырӑлӑх тупрӑм пулсассӑн, Хӑв пултарнӑ тӗнчене кам урлӑ сут тунине кӑтартсамччӗ Хӑвӑн чуруна, терӗм.

56. И сказал я: если я приобрел благоволение пред очами Твоими, покажи рабу Твоему, через кого Ты посещаешь творение Твое?

3 Езд 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

17. Адония каланӑ: тархасласах ыйтатӑп, Соломон патшапа калаҫса пӑхсамччӗ, вӑл сана хирӗҫ пулмӗ, мана вӑл Сунам хули хӗрне Ависагӑна качча патӑрччӗ, тенӗ.

17. И сказал он: прошу тебя, поговори царю Соломону, ибо он не откажет тебе, чтоб он дал мне Ависагу Сунамитянку в жену.

3 Пат 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней