Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

тартӑн (тĕпĕ: тарт) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Эсӗ питӗ хытӑ тартӑн, пӗтӗмпе пружина пек тапса пыратӑн.

Ты бег шибко, напружинился весь.

19 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

«Тӗлӗнтермӗшсем сиксе туха пуҫларӗҫ-ха, — терӗ вӗсенчен пӗри: — илтесчӗ сирӗн ҫак мошенник мӗн-мӗн каласа панине, сӑнӗнчен пӑхсах курӑнать, вӑрӑ иккенни, мӗншӗн ухмаха ернӗ пек тартӑн тесе ыйтма пуҫларӑмӑр та хайхинчен: — нӳххи табак шӑршлас тесе, алла кӗсьене чикрӗм те, пурак вырӑнне шуйттан свитки татӑкне турт кӑлар, тет.

— Чудеса завелись, — говорил один из них, — послушали бы вы, что рассказывает этот мошенник, которому стоит только заглянуть в лицо, чтобы увидеть вора; когда стали спрашивать, отчего бежал он как полоумный, — полез, говорит, в карман понюхать табаку и вместо тавлинки вытащил кусок чертовой свитки.

XI // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.

Тартӑн пулать!

— Ишь ты, убежал!

XVII // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

— Амур, Амур, — сас пачӗ лашине Лекҫей, — пӗртен-пӗр шанӑҫ эсӗ кӑна, пӑрахса тартӑн пулсан пӗтрӗ пуҫ.

Помоги переводом

Амур // Любовь Мартьянова. Тантӑш, 2015.12.10, 50(4464)№

Мӗншӗн килӗнтен тухса тартӑн?

Зачем ушел из дому?

Вунҫиччӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

26. Лаван Иакова каланӑ: мӗн турӑн эсӗ? мӗншӗн мана улталарӑн, манӑн хӗрӗмсене кӑралпа тыткӑна илнӗ ҫынсене илсе кайнӑ пек илсе кайрӑн? 27. мӗншӗн эсӗ вӑрттӑн тухса тартӑн, манран пытантӑн, мана каламарӑн? эпӗ сана савӑнӑҫлӑн, юрӑ юрласа, тӳнкӗр ҫапса, кӗсле каласа ӑсатнӑ пулӑттӑм; 28. эсӗ мана хамӑн мӑнукӑмсемпе хӗрӗмсене чуптума та памарӑн; эсӗ ӑссӑр хӑтлантӑн.

26. И сказал Лаван Иакову: что ты сделал? для чего ты обманул меня, и увел дочерей моих, как плененных оружием? 27. зачем ты убежал тайно, и укрылся от меня, и не сказал мне? я отпустил бы тебя с веселием и с песнями, с тимпаном и с гуслями; 28. ты не позволил мне даже поцеловать внуков моих и дочерей моих; безрассудно ты сделал.

Пулт 31 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней