Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

тавӑрнӑ (тĕпĕ: тавӑр) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Тепӗр кунне ӑна курсан: — «мӗншӗн мана чӗнме ямарӑр?» — тесе ыйтсан, вӑл, пӗтӗмпех кӑвакарнӑскер, анчах та лайӑх тураса якалнӑскер тата хырӑннӑскер: «эсир хӑвӑрах медицинӑна ӗненместӗп тесеттӗр мар-и?» — тесе тавӑрнӑ.

И, увидевшись с ним на следующий день, на его вопрос: «Зачем он не послал за ним?» — отвечал, весь еще бледный, но уже тщательно расчесанный и выбритый: «Ведь вы, помнится, сами говорили, что не верите в медицину?»

XXIII // Феофан Савиров. Тургенев И.С. Ашшӗсемпе ывӑлӗсем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 206 с.

Управляющий Николай Петрович асӑрхаттарнисене хирӗҫ пӗрмаях: «каҫарӑрсам, паллӑ ӗҫ ӗнтӗ ку» тесе тавӑрнӑ, мужиксем ҫине ӗҫке ернӗ вӑрӑсем ҫине пӑхнӑ пек пӑхнӑ.

Управляющий на все замечания Николая Петровича отвечал: «Помилуйте-с, известное дело-с» — и старался представить мужиков пьяницами и ворами.

VIII // Феофан Савиров. Тургенев И.С. Ашшӗсемпе ывӑлӗсем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 206 с.

— Эпӗ ун чухне айван та хыпаланчӑк пулнӑ, — тавӑрнӑ Павел Петрович: — унтанпа эпӗ ӑслӑланман пулсан та, лӑпкӑланнӑ ӗнтӗ; пачах урӑхла, эсӗ ирӗк парсан, эпӗ яланлӑхах сан патӑнта вырӑнаҫма та хатӗр.

— Я был еще глуп и суетлив тогда, — отвечал Павел Петрович, — с тех пор я угомонился, если не поумнел; теперь, напротив, если ты позволишь, я готов навсегда у тебя поселиться.

VII // Феофан Савиров. Тургенев И.С. Ашшӗсемпе ывӑлӗсем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 206 с.

Кофта ҫаннисене чавси таранах тавӑрнӑ Катя сӗтел хушшинче ларать.

Катя сидела за своим столом в кофточке с засученными по локоть рукавами.

Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.

Акӑ Федя хӗрсен умӗнче тӑрать, вӑл сарлака хулпуҫҫиллӗ, ҫухине ярханах янӑ, ҫаннине те чавси таран тавӑрнӑ.

Федя стоял перед ними — сильный, широкоплечий, в рубахе с расстегнутым воротом и с засученными по локоть рукавами.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.

Павартан тутӑрне хӗрле ҫавӑрса ҫыхнӑ, ҫаннине чавса таран тавӑрнӑ асанне тухрӗ.

Из летней кухни появилась бабушка, платок у неё повязан через лоб, рукава завёрнуты до локтей.

Лайӑх аппа // Марина Карягина. Карягина М.Ф. Ылтӑн панулми: калавсем/ М. Карягина. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 2011. — 14–18 с.

Шӑлаварне тавӑрнӑ Платон Иванович икӗ аллипе икӗ пушмакне тытса сулӑ ҫине чи малтан кӗчӗ.

Засучив брюки и держа в каждой руке по ботинку, Платон Иванович первым направился к плоту.

XI сыпӑк // Илпек Микулайӗ. Юрий Сотник. Курман-илтмен кайӑк; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 155–238 с.

Ҫавӑншӑн Ырӑсем вӗсене тавӑрнӑ.

Помоги переводом

Ҫӗр ҫатни, вӗре ҫӗлен тата ытти те // Евгений Андреев. «Сувар», 2010.01.08, 1–2№№(835–836), 20 стр.

— Мӗскер-мӗскер те, телейӗ вара ман ӑраскалӑма ытлашшипех тивӗҫрӗ, пилӗк ҫынна та ҫитет пулӗ! — ӑмсанӑвӗн сӑлтавне ӑнланаймасӑр, куларах тавӑрнӑ Сергей.

— Уж чего-чего, а счастья на мою долю выпало с излишком, на пятерых хватило бы! — не понимая причин зависти, иронически отвечал Сергей.

4 // Антал Назул. Титов, Владислав Андреевич. Вилӗме ҫӗнтерсе…: повесть; вырӑсларан Анатолий Ерусланов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1972. — 7–163 с.

Кӑшт ҫеҫ юлчӗ! — вулама чарӑнаймасӑрах васкаса тавӑрнӑ Сергей.

Чуточку осталось! — торопливо отвечал Сергей, не отрываясь от чтения.

2 // Антал Назул. Титов, Владислав Андреевич. Вилӗме ҫӗнтерсе…: повесть; вырӑсларан Анатолий Ерусланов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1972. — 7–163 с.

— Ҫынни хуть чуна уҫса памалли ҫын пулинччӗ, — терӗ Ксени, хӑйсене ытлашши ирӗккӗн тыткаланӑшӑн тата ҫынна ытлашши шаннӑшӑн пиччӗшӗпе шӑллӗне тавӑрнӑ пек.

— А главное — было бы перед кем душу раскрывать, — как бы мстя братьям за их непростительную развязность и доверчивость, сказала Ксения.

19 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Вӑл, Иннокентие ури-аллипех тӑлласа лартас, Кешӑна Ксение пулӑшма май парас мар тесе, Ксение хӑйӗн сӑмахне итлеменшӗн тавӑрнӑ пек, ҫав комиссин председательне юриех Иннокентие тунӑ ҫав.

Он словно нарочно, как бы мстя ей за непослушание, назначил председателем этой комиссии Иннокентия, чтобы сразу связать его по рукам и ногам и не дать Кегле возможности помочь ей.

17 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Ун ӳкӗнӳллӗ сӑмахӗсене илтсен, халӑх тӗлӗнсе кайнӑ, кӗтессенчен мӑшкӑлласа кулса кӑшкӑрнисем илтӗннӗ, анчах Прохор хӑйӗнне каласа пӗтернӗ те, такама тавӑрнӑ пек, пӗтӗм халӑх умӗнче пухуран тухса кайнӑ.

Народ так и ахнул, услышав его покаянную речь, из углов раздались насмешливые выкрики, но Прохор договорил свое и демонстративно, точно мстя кому-то; покинул собрание.

10 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Тепӗр чух хам пурӑнса ирттернӗ пӗтӗм пурнӑҫа аса илнӗ май, пӑхатӑп та, — вӑл та тӳнтерле тавӑрнӑ кӗсье пекех пушӑ…

Иной раз, вспоминаючи всю свою жизнь, глянешь, — а она как порожний карман, вывернутый наизнанку…

L // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

«Ку вӗсене Петрошӑн пуҫласа тавӑрнӑ парӑм», — шухӑшларӗ вӑл, утне юртӑпа ярса; унтан лашана ним сӑлтавсӑрах чӑпӑрккипе купарчинчен туртса касрӗ те, чӑпӑркка вӗҫӗ пырса тивнӗ тӗлте шурӑрах йӗр хӑмпӑланса тухрӗ.

«Это им за Петра первый платеж», — подумал он, трогая рысью, и без видимой причины плетью выбил на крупе коня белесый вспухший рубец.

XXXV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Ҫанӑсене тавӑрнӑ.

Засучили рукава.

Атӑсем // Василий Чураков. Алексеев, Сергей Петрович. Суворов ҫинчен: повесть; вырӑсларан Василий Чураков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1967. — 5-143 с.

Салтаксем ҫанӑсене тавӑрнӑ.

Засучили солдаты рукава.

Кӗперсем // Василий Чураков. Алексеев, Сергей Петрович. Суворов ҫинчен: повесть; вырӑсларан Василий Чураков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1967. — 5-143 с.

Вӑл, кӗре ӳтлӗ яка аллине кӑтартса, юбка айне тирпейлӗн майласа чикнӗ хӗрлӗ кӗпе ҫаннине чавси таранах тавӑрнӑ.

Рукава розовой вобранной в юбку рубахи на ней были засучены, оголяя смуглые точеные руки.

XXI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Ҫак трибунал алла лекнӗ шурӑ гвардеецсене ним хӗрхенӳсӗр тавӑрнӑ.

Этот трибунал творил крутой суд и расправу над захваченными белогвардейцами.

XIX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Иртнишӗн, ылханлӑ ҫын айӑпне пула пурнӑҫӗ тӗссӗрленсе юлнӑшӑн, малтанхи тулли савӑнӑҫ вырӑнне чуна выҫӑ тунсӑх кӑшласа тӑнӑшӑн, пушанса юлнӑ кун-ҫулшӑн хӗпӗртесе кайсах тавӑрнӑ пулӗччӗ халь Григорий.

За давнее сладко отомстил бы Григорий — за то, что по вине проклятого человека выцвела жизнь и осталось на месте прежней полнокровной большой радости сосущая голодная тоска, линялая выцветень.

XII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней