Поиск
Шырав ĕçĕ:
Тавлашса кайрӑмӑр хайхи.
Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Кашниех мухтанать, хӑйӗнне сӗнет, Пугачевпа ирӗклӗнех тавлашса калаҫма пултарать.Каждый хвастал, предлагал свои мнения и свободно оспоривал Пугачева.
Саккӑрмӗш сыпӑк. Чӗнмен хӑна // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940
Астӑватӑп-ха, пире мӗнпе хӗҫпӑшалланасси питӗ хумхантарчӗ, — ун пирки чылӑй тавлашса илтӗмӗр.Помнится, нас очень волновал и вызывал множество споров вопрос о вооружении.
Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
— Эпир Петр Андреичпа хытах тавлашса илсеттӗмӗр те…
Тӑваттӑмӗш сыпӑк. Пӗрне-пӗри // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940
Улпутӑн хӑйӗн ирӗк, санӑн, холопӑн, ӗҫӳ пӗрре, тавлашса тӑмасӑр ӑна итлес пулать.Его на то барская воля, а твое холопье дело не спорить и слушаться.
Иккӗмӗш сыпӑк. Вожатый // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940
Ашшӗ мӗн ҫинчен те пулин шухӑш тытсан, Тарас Скотинин калашле, ун шухӑшне пӑтапа та хирсе кӑларма ҫуккине Алексей лайӑх пӗлнӗ, анчах Алексей хӑй те ашшӗ пекех пулнӑ, ӑна та ҫавӑн пекех тавлашса парӑнтарма йывӑр пулнӑ.
Хресчен хӗрӗ — пике // Ҫт. Ухантей. Александр Пушкин. Иван Петрович Белкин ҫырса хӑварнӑ повеҫсем. Ст. Угандей куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1936
Григорий Иванович хулпуҫҫисене кӑшт ҫӗклесе илнӗ те унпа урӑх тавлашса тӑман, мӗншӗн тесен вӑл унпа калаҫса ним ӗҫ те тухас ҫуккине пӗлнӗ, ҫавӑнпа та ытарайми уҫӑлса ҫӳренӗ хыҫҫӑн канма кайнӑ.
Хресчен хӗрӗ — пике // Ҫт. Ухантей. Александр Пушкин. Иван Петрович Белкин ҫырса хӑварнӑ повеҫсем. Ст. Угандей куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1936
— Е чи чейи, — терӗм эпӗ, юри хирӗҫле пулса, мӗншӗн тесен камерӑри пурнӑҫ яланах пур вак япаласемшӗн тавлашса иртет.
«Пирӗннисем» // Леонид Агаков. Юлиус Фучик. Асаплӑ вилӗм уменхи сӑмах. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953
Вӗсем хӑшин сехечӗ тӗрӗсси ҫинчен кӑшт кӑна тавлашса илчӗҫ.
22 сыпӑк // Леонид Агаков. Валентин Катаев. Полк ывӑлӗ. Повесть. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948
Кури, ҫав услаппа тавлашса вӑхӑтна сая ан яр-ха.
Виҫҫӗмӗш курӑну // Владислав Николаев. Килти архив
Анчах эпир тавлашса пӗтереймерӗмӗр.
Математика мыскари // Александр Галкин. https://vulacv.wordpress.com/2017/10/19/ ... %B8%D0%BD/
Ҫак ырӑ вӑрмана ярса илесшӗн эпӗ санпа хӗҫпеле тавлашса пӑхмашкӑн чӑн-чӑнах та хавас.Что ж, я буду рад сразиться с тобой, — решим, кому быть хозяином дорог в этом веселом лесу.
8-мӗш сыпӑк. Пулас харсӑр пират // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.
Хушӑран фронтовиксем, хӑйсен хушшинче темшӗн тавлашса та каятчӗҫ.
Орден-медальне ҫакса ҫӳреместчӗ // Роза Скворцова. «Хыпар», 2016.07.05, 103-104№
9. Ӑссӑрланса тавлашса калаҫасран, йӑх-кӑк тишкересрен, саккун ҫинчен тавлашса вӑрҫасран пӑрӑн — вӑл усӑллӑ мар, пушӑ сӑмах анчах.
Тит 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
29. Павел ҫакна каласассӑн, иудейсем пӗр-пӗринпе хӗрӳллӗн тавлашса тухса кайнӑ.29. Когда он сказал это, Иудеи ушли, много споря между собою.
Ап ӗҫс 28 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
34. Вӗсем чӗнмен, мӗншӗн тесессӗн ҫул ҫинче вӗсем хӑйсенчен хӑшӗ аслӑраххи пирки тавлашса пынӑ.34. Они молчали; потому что дорогою рассуждали между собою, кто больше.
Мк 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
14. Ытти вӗренекенӗсем патне пырсассӑн вӗсем тавра темӗн чухлӗ халӑх пуҫтарӑннине тата кӗнекеҫӗсем вӗсемпе тавлашса тӑнине курнӑ.14. Придя к ученикам, увидел много народа около них и книжников, спорящих с ними.
Мк 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. «Хуйхӑ ҫитрӗ мана, аннеҫӗм, эсӗ мана пӗтӗм ҫӗршывпа тавлашса та харкашса пурӑнакан ҫын пулма ҫуратса янӑ! эпӗ никама та усламла укҫа паман, мана та никам та усламла укҫа паман, анчах пурте мана ылханаҫҫӗ».
Иер 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
19. Кам тавлашса ҫӗнтерейӗ мана?
Иов 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Патша умӗнче вӗсем ҫапла тавлашса тӑнӑ.
3 Пат 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.