Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

сӗтне (тĕпĕ: сӗт) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Маститпа, бруцеллезпа, туберкулезпа, лейкозпа, ытти хӑшпӗр чире пула йӑмшакланакан ӗне сӗтне завода леҫме юрамасть.

Помоги переводом

Сӗт параканпа пуҫтараканӑн яваплӑхӗ ҫитмест // Юрий МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2015, 35-36 (26687-26688)№, 6 с.

Продукци пухакансен сӗтне кашни 10 кунра пӗрре тӗпчеме тӗллев лартрӑмӑр.

Помоги переводом

Сӗт параканпа пуҫтараканӑн яваплӑхӗ ҫитмест // Юрий МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2015, 35-36 (26687-26688)№, 6 с.

Ҫапла сӗмленсе ҫӳренӗ хушӑра Михапар хӑй сисмесӗрех кулленхи ӗҫе кӳлӗнчӗ: ӗне суса кӗчӗ (ӑна Михапар амӑшӗ вилсен вӗреннӗ пулнӑ); виҫӗ пуҫ сурӑхӗпе ӗнине кӗтӗве хӑваларӗ; сӗтне сӗрсе пӗр чашӑк ярса хӑварчӗ те ыттине нӳхрепе антарчӗ; икӗ ачапа икӗ мӑн ҫын валли яшка пӗҫерчӗ.

Так ни на что и не решившись, Михабар впрягся в повседневные дела: подоил корову (этому Михабар научился после смерти матери), проводил ее в стадо вместе с тремя овцами; процедил молоко, отлил одну чашу, остальное снес в погреб; затем сготовил обед — на двух взрослых и двух детей…

Ҫухалнӑ ҫынна тупни // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Ӗнисене суса пӗтерсе картана хупнӑ, сӗтне сӗрсе нӳхрепе антарса лартнӑ Енчӗпек пуп хапхи умӗнче улӑшкине кӗтсе тӑрать.

Ендебек подоила коров, процедила молоко, снесла в погреб и теперь сидит на лавке у поповских ворот — ждет мужа.

Ҫӑва ҫинче // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

— Ан ятла та мана, качака сӗтне хӑнӑхман эпӗ.

— Не сердись, инге, только не привык я к козьему молоку.

Кутӑн шалҫа // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

— Ӗҫсе пӑх-ха чухӑн ҫын ӗни сӗтне.

— На-ка вот испробуй молоко от «бедняцкой коровы».

Кутӑн шалҫа // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Сӗтне йӳҫӗтме лартрӑм-ҫке.

— Заквасила все до капельки.

Ҫӗрлехи ҫул // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Сӗтне ӗҫнӗ пекех, вӑл калаҫасса та хӑй сисмесӗрех калаҫма тытӑнче.

Так же, как не заметил, как выпил молоко, не заметил он, и как разговорился.

Серепе // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Ӗне пур ҫын сӗтне те кунтах лартӗччӗ.

И молоко, будь у него корова, тут же бы держал.

Серепе // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Амӑшӗ сӗтне ӗмекен пӗчӗк ачана шыва пӑрахатчӗҫ.

Помоги переводом

Пӑлхар ҫар ҫынни // Андрей Чэн. Анрей Чэн. Пӑлхар ҫар ҫынни. Шупашкар: «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2020 — 100 с.

— Хӑҫан ҫитернӗ вӑл хӑйӗн сӗтне сирӗн ачӑра? — ыйтрӗ Победимский.

Помоги переводом

2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Сӗтне кӗнекере кӑтартнӑ чухлӗ парӑр.

Помоги переводом

3 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

— Эпир кунта ют ачашӑн хӑйӗн сӗтне хӗрхенмен хӗрарӑма курмастпӑр?

Помоги переводом

5 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Кӑкӑр сӗтне нимӗн те ҫитес ҫук.

Помоги переводом

1 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Ик хӗрачи кӑкӑр сӗтне ӗмме пӑрахичченех вилнӗ.

Помоги переводом

Ылханнӑ ывӑл // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Ку ҫутӑ хӗрлӗ ӗне уйрӑмах ӑнчӗ, сӗтне витрипе парать.

Помоги переводом

Ӗне сутнӑ кун // Николай Ларионов. https://chuvash.org/lib/haylav/7558.html

Сӗтне те талӑкра пилӗк литртан ытла памастчӗ.

Помоги переводом

Ӗне сутнӑ кун // Николай Ларионов. https://chuvash.org/lib/haylav/7558.html

Сӗтне ачасем валли ытларах хӑварас тесе витрене вӗренӗ шыв ярса хутӑштаратчӗ, пӗр-ик татӑк ҫӑкӑр е пашалу пӑрахатчӗ.

Помоги переводом

Ӗне сутнӑ кун // Николай Ларионов. https://chuvash.org/lib/haylav/7558.html

Пӳрт урайне урисемпе шаплаттарса тӑрса сӑмсипе сӗт витрине талт-талт чышать, шампӑртаттарса сӗтне тӑкать.

Помоги переводом

Ӗне сутнӑ кун // Николай Ларионов. https://chuvash.org/lib/haylav/7558.html

«Лавккари сӗте, порошокран тунӑ кӑвак шыва, ӗҫеҫҫӗ, ӗне сӗтне — ҫук. Мӗнле ачасем кайрӗҫ халь?» — тӗлӗнсе калаҫать Елис хӑйсем пек ватӑлнӑ кӳршисемпе.

Помоги переводом

Ӗне сутнӑ кун // Николай Ларионов. https://chuvash.org/lib/haylav/7558.html

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней