Поиск
Шырав ĕçĕ:
— Куҫӗ унӑн бархат евӗрлӗ, — шӑпах бархат пек ҫав: ун куҫӗ ҫинчен калаҫнӑ чух ҫак сӑмаха яланах асӑнта тытма сӗнетӗп эпӗ, куҫ хӑрпӑкӗсем ҫав тери вӑрӑм унӑн, унӑн куҫне хӗвел ҫути те ӳкмест.
Майӑн 11-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Тӗрлӗ ҫӗрте, тӗрлӗ ҫынсем патӗнче пытарнӑ, номерсем лартса тухнӑ страницӑсене эпӗ йӗркене кӗртрӗм те, халӗ вулакансене сӗнетӗп.
Густа Фучик сӑмахӗ // Леонид Агаков. Юлиус Фучик. Асаплӑ вилӗм уменхи сӑмах. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953
— Халӗ акӑ эпӗ сире пӗр минутлӑха шӑтӑка анма сӗнетӗп, — тенӗ.– А вот теперь я вам советую на одну минуту спуститься в щель.
17 сыпӑк // Леонид Агаков. Валентин Катаев. Полк ывӑлӗ. Повесть. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948
Эпӗ Людмила улталанӑ арҫынсен партине туса хума сӗнетӗп.
Саккӑрмӗш курӑну // Владислав Николаев. Килти архив
— Эпӗ ҫапла сӗнетӗп: хӑйӑр ҫине хамӑрӑн Хӗвел системине ӳкерсе хумалла, эпӗ Ҫӗр ҫинчен иккенне ӑнлантӑр лешӗ.– Я предлагаю: начертить на песке схему нашей солнечной системы и показать ему, что я с Земли, мол.
Касса татрӗ // Хветӗр Агивер. Василий Шукшин. Пахчапа мунча хуҫи. Вырӑсларан Хв. Акивер куҫарнӑ. КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1989. — 11–18 стр.
Вӗсен кӑмӑлне шута илсе юратнӑ «Хыпара» «Чӗререн чӗрене — чӳрече» рубрикӑпа интервью ярӑмӗ сӗнетӗп.
«Хамӑра сӳрӗкленме памалла мар» // Геннадий Дегтярев. «Хыпар», 2009.03.28, 58-59№№, 14 стр.
Ҫакна астуса юлма тата суя ӗмӗтсенчен хӑтӑлма сӗнетӗп.
Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев Патшалӑх Канашне янӑ Ҫыру (2013) // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/chuv/hierarhy.aspx?gui ... 65c49c7222
Пултаруллӑ та пуҫаруллӑ предпринимательсене уйрӑм ҫынпа патшалӑх ӗҫтешлӗхне йӗркелесе лайӑх пахалӑхлӑ протезсене хамӑр ҫӗр-шывра туса кӑларас пирки шухӑшласа пӑхма сӗнетӗп.
Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев Патшалӑх Канашне янӑ Ҫыру (2013) // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/chuv/hierarhy.aspx?gui ... 65c49c7222
Тӗрӗслесе тухнӑ цифрӑсемпе тата объективлӑ сведенисемпе усӑ курма сӗнетӗп.Прошу руководствоваться выверенными цифрами и объективными сведениями.
Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев Патшалӑх Канашне янӑ Ҫыру (2019) // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/chuv/hierarhy.aspx?gui ... 17b202c0e3
Азотпа апатлантармашкӑн ҫак меслете сӗнетӗп.
Улма пахчи тимлӗх кӗтет // Эльвира Иванова. «Хыпар», 2015.04.30, 76-77№
«Ҫынсене пурне те хӑйсен аллипе мӗн те пулин ӑсталама сӗнетӗп. Ӗненӗр: ҫакӑ питӗ пысӑк киленӳпе савӑнӑҫ парнелет», — пӗтӗмлетрӗ алӑ ӑсти.
«Турӑш тӗрлесси - тӗлӗнтермӗш ӗҫ» // Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА. «Хыпар», 2016.06.28, 100№
Офицер пулма ӗмӗтленекенсене курсант акӑ мӗн каларӗ: «Сызраньти летчиксен авиаци аслӑ училищине вӗренме кӗрес шухӑшлисене летчик пулма сӗнетӗп. Ума лартнӑ тӗллевсене пурнӑҫлама талпӑнӑр. Спорта юратӑр, кӗлеткене пиҫӗхтерме вӑхӑт тупӑр. Шкулта ӑс пухнӑ чухне физика предметне уйрӑмах лайӑх вӗренӗр».
Тӳпере вӗҫме ӗмӗтленет // Любовь ПЕТРОВА. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.05.19, 19 (6112) №
Тӳрӗ кӑмӑллӑ предпринимательсене бизнеса легализацилеме тата ял хуҫалӑх пӗлтерӗшлӗ ҫӗрсене урӑх категориллӗ ҫӗрсен шутне куҫарнӑ хыҫҫӑн куҫман пурлӑха харпӑрлӑха ҫавӑрмалли правӑна ҫырса йӗркелеме пулӑшас тӗллевпе 2016 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗн 1-мӗшӗччен вӗсен тӗлӗшпе «амнисти» палӑртма сӗнетӗп.
Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ 2016 ҫулта Патшалӑх Канашӗ патне янӑ Ҫыру // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/SiteMap.aspx?gov_id=49 ... id=2169792
Асӑннӑ олимпиадӑсен ҫӗнтерӳҫисене хатӗрленӗ педагогсем валли премие – 250 пин тенкӗ, призерсене хатӗрленӗ вӗрентекенсем валли вара 150 пин тенкӗ виҫепе палӑртма сӗнетӗп.
Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ 2016 ҫулта Патшалӑх Канашӗ патне янӑ Ҫыру // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/SiteMap.aspx?gov_id=49 ... id=2169792
8. Халӑха та кала: Ҫӳлхуҫа ҫапла калать, те: Эпӗ сире пурӑнӑҫ ҫулӗпе вилӗм ҫулӗ сӗнетӗп: 9. ҫак хулара юлакансем хӗҫпе, выҫӑпа, мур чирӗпе вилсе пӗтӗҫ; хуларан тухса халдейсене, хӑвӑра хупӑрласа тӑракансене, парӑннисем вара сывӑ юлӗҫ, пурӑнӑҫӗ тупӑш вырӑнне пулӗ те вӗсене: 10. Эпӗ ҫак хула енне ырӑ тума мар, усал тума ҫаврӑнса тӑтӑм, тет Ҫӳлхуҫа, хула Вавилон патшийӗн аллине лекӗ, лешӗ вара ӑна вут-ҫулӑмпа ҫунтарса ярӗ.
Иер 21 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Ҫавӑн чухне Ҫӳлхуҫа Давид ҫыннине, витӗркуран Гада, ҫапла каланӑ: 10. пыр, Давида кайса пӗлтер: Ҫӳлхуҫа ҫапла калать, те: Эпӗ сана виҫӗ тӗрлӗ хаса сӗнетӗп, вӗсенчен пӗрне хӑвна валли суйласа ил, — Эпӗ сан ҫине ҫавна ярӑп, тет, тенӗ.
1 Ҫулс 21 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Тепӗр кун ирхине, Давид вӑрансассӑн, Гад пророка — Давид витӗркуранне — Ҫӳлхуҫаран сӑмах пулнӑ: 12. пыр, Давида кайса пӗлтер: Турӑ ҫапла калать те: Эпӗ сана виҫӗ тӗрлӗ хаса сӗнетӗп; хӑв валли вӗсенчен пӗрне суйласа ил — сана ҫавӑ ҫитӗ.
2 Пат 24 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
21. Леш хӗрарӑмӗ Саул патне пынӑ та, Саул питӗ хӑраса ӳкнине курса, ҫапла каланӑ: акӑ санӑн хӑрхӑму эсӗ каланине итлерӗ, пурӑнӑҫне хӑрушлӑха кӗртсе ӳкерчӗ пулин те эсӗ хушнине турӗ; 22. халӗ эпӗ сана хӑрхӑму каланине итлеме ыйтатӑп: эпӗ сана пӗр татӑк ҫӑкӑр сӗнетӗп, ҫисемччӗ — йӑл илӗн, ҫула тухма вӑй кӗрӗ, тенӗ.
1 Пат 28 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
26. Акӑ паян эпӗ сире пиллӗхпе ылхан сӗнетӗп: 27. Ҫӳлхуҫанӑн, хӑвӑр Туррӑн, ӳкӗчӗсене — паян сире вӗрентсе калас ӳкӗтсене — итлесе пурӑнсассӑн, сире пиллӗх пулӗ, 28. Ҫӳлхуҫанӑн, хӑвӑр Туррӑн, ӳкӗчӗсене итлемесессӗн, эпӗ сире паян пӗлтерекен ҫултан пӑрӑнса хӑвӑр пӗлмен урӑх турӑсем хыҫҫӑн кайсассӑн, сире ылхан ҫитӗ.
Аст 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Ҫавӑнпа та хулан ҫӗнӗ ертӳлӗхне ку тӗлӗшпе хастартарах ӗҫлеме, республика Правительствине вара Ҫӗнӗ Шупашкара картишсен территорийӗсене юсама хушма укҫа-тенкӗ уйӑрса памалли майсене пӑхса тухма сӗнетӗп.
Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ 2015 ҫулта Патшалӑх Канашӗ патне янӑ Ҫыру // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/SiteMap.aspx?gov_id=49 ... id=1937945