Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

сӑмсуна (тĕпĕ: сӑмса) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫавӑнпа та ан каҫӑрт эсӗ сӑмсуна, хӑвна мӑнна ан хур, манпа чипер йӗркеллӗ пупленӗ пул.

И ты носом не крути, не задавайся, а гутарь со мной толком.

XXXVIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

— Лайӑх тӳлетпӗр, мӗн сӑмсуна пӑркаласа тӑратӑн? — тӗпчесе пӗлме тӑчӗ Подтелков пӗр украинецран.

— Хорошие деньги платим, чего ж ты нос воротишь? — допытывался Подтелков у одного из украинцев.

XXVII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Чӗнмесӗр сӑмсуна та килсе кӑтартма хӑратӑн?

А без вызова и нос боишься показать?

XVI сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

— Ан чик сӑмсуна кирлӗ мар ҫӗре!

— Не лезь, куда не надо!

12 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Ҫырӑвӗнче пуринчен ытла лайӑх вӗренме, амӑшӗпе асламӑшӗ мӗн хушнине итлеме, пӗчӗк Володьӑна кӳрентермелле мар, шкула кайнӑ чух е шкултан таврӑннӑ чух питҫӑмартисене тата сӑмсуна тӑм ан илтер, тесе ҫырчӗ.

В письме содержались главным образом советы и наказы отлично учиться, слушаться маму и бабушку, не обижать маленького Володю и не отмораживать нос и щеки по дороге в школу или из школы домой.

II // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Плана тултарман ху, сӑмсуна каҫӑртатӑн.

План не выполнила, а нос дерешь.

XXV // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

Сӑмсуна пар-ха!

Дай-ка нос!

XVII // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

— Анчах сӑмсуна тула ан кӑлар, ҫакӑнтах вырт.

— Только носа наверх не кажи — лежи тут, не высовывайся.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.

Ак ансан, ун чухне вара ӗҫ, шабаш: лар вырӑнта, сӑмсуна та ан кӑлар.

Вот спустимся, тогда уж кончено дело, шабаш: сиди и не высовывайся.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.

Тепӗр чух Володя йӗрӗнсе хм! тесе, аппӑшне: кирлӗ мар ҫӗре сӑмсуна ан чик, тейӗччӗ, анчах паян сумкинчен тетрадьне кӑларса йӑнӑшсене кӑтартрӗ те хӑех сӑмах вӗҫӗсен согласовани ҫинчен каласа пама ыйтрӗ.

В другое время Володя бы пренебрежительно хмыкнул, посоветовал бы сестре не совать нос куда не надо, но сегодня он доверчиво вынул из сумки тетрадку, показал ошибки в письменной и сам попросил рассказать про согласование окончаний.

Саккӑрмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.

Анчах мӗн-ха, ҫураҫасса час ҫураҫать-ши? — «Верочка, эсӗ пӗрре те пархатарлӑ ҫын мар, тем каласан та, пархатарлӑ ҫын мар, — тет Марья Алексевна хӗрне пӑшӑлтатса, — мӗн сӑмсуна пӑратӑн вӗсенчен?

Но только что же, сватать-то скоро ли будет? — Верочка, ты неблагодарная, как есть неблагодарная, — шепчет Марья Алексевна дочери, — что рыло-то воротишь от них?

I // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Ну, мӗн сӑмсуна пӑркалатӑн?

Ну чего ты носом крутишь?

XII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Санран эпӗ укҫа пӗр пус та илместӗп; карчӑк ман сана мӗнле юрамаллине, ӑҫта лартмаллине пӗлмест, ҫӗрлене ҫемҫерех вырӑн сарасшӑн тӑрӑшать, эсӗ вара сӑмсуна пӳрт ҫивиттинчен те ҫӳлерех каҫӑртатӑн: «Эпӗ — ответлӑ работник!»

Денег я с тебя копейки не возьму; старуха моя не знает, как тебе угодить, куда тебя усадить да как бы тебе помягче на ночь постелить, а ты нос выше крыши дерешь: «Я — ответственный!»

X сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Ҫук, тӑванӑм, ҫитменнине тата сӑмсуна каллех кирлӗ мар ҫӗре чикетӗн».

Шалишь, брат, и опять же в чужие дела нос суешь».

IX сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Анчах колхоз ӗҫӗсене сӑмсуна пырса ан чик, чиксенех эпир ӑна час касса татса ярӑпӑр!

А в колхозные дела ты не суй носа, а не то мы его тебе живо оттяпаем!

33-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Кӳр-ха кунта сӑмсуна! — Давыдов тӑрӑшсах пӳрнисене йӗмми ҫумне шӑлса тасатрӗ, ассӑн сывласа илчӗ.

Давай сюда нос! — Давыдов тщательно вытер пальцы о штаны, вздохнул.

31-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Апла пулсан, сӑмсуна шӑнкарас пулать, факт.

Так надо сопли выбивать, факт.

31-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Эпӗ вӗсене ҫавӑн пирки каласа пӑхрӑм та, Ушаков, хӑнчӑр куҫлӑ шуйттан: «Санӑн ӗҫӳ сунтал ҫине шаккасси те вӗркӗчне вӗртересси, кунта сӑмсуна чиксе ан ҫӳре, унсӑрӑн эпир ӑна пӗр самантрах плугпа касса татса илӗпӗр!» — тесе хучӗ.

Я им указал на это, а Ушаков — раскосый черт — говорит: «Твое дело по ковадлу стукать да мех дуть, сюда не суй носяку, а то мы его зараз плугом оттяпаем!»

31-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Ара эсӗ сӑмсуна аяккалла ан пӑркаласа тӑр!

Да ты нос не вороти!

24-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Колхоз ӗҫне сӑмсуна ан чик, сансӑрах майлаштарӑпӑр!

В колхозные дела не лезь, без тебя управимся!

15-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней