Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

сӑлтавпа (тĕпĕ: сӑлтав) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
1812-мӗш ҫулхи кампанинче пулнӑ пӗр ҫӗр улпучӗ нихҫан та пулман ҫапӑҫу ҫинчен суйса пачӗ, унтан тем сӑлтавпа графин пӑккине пирожнӑй ҫине чиксе лартрӗ.

Один помещик, служивший еще в кампанию 1812 года, рассказал такую баталию, какой никогда не было, и потом, совершенно неизвестно по каким причинам, взял пробку из графина и воткнул ее в пирожное.

Кӳме // Михаил Рубцов. Николай Гоголь. Повеҫсем; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 3–38 с.

Пӗр инкекле истори текен сӑлтавпа отставкӑна тухман пулсан, вӑл, тен, ытти кӗпӗрнесенче те ырӑ ят сарса ҫӳренӗ пулӗччӗ, анчах ун чухне вӑл такама ҫулса янӑ е хӑйне такам ҫупнӑ, ӑна эпӗ чӑннипе астӑваймастӑп, кӗскенрех каласан, ӗҫ ҫавӑн евӗрлӗрех пулса иртнӗ; ӑна вара отставкӑна тухма хушнӑ.

Весьма может быть, что он распустил бы и в прочих губерниях выгодную для себя славу, если бы не вышел в отставку по одному случаю, который обыкновенно называется неприятною историею: он ли дал кому-то в старые годы оплеуху, или ему дали ее, об этом наверное не помню, дело только в том, что его попросили выдти в отставку.

Кӳме // Михаил Рубцов. Николай Гоголь. Повеҫсем; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 3–38 с.

Мӗн сӑлтавпа юрларӑр-ха?

А по какому же случаю вы распелись?

XIX // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Прохорӑн чее ӑслӑ арӑмӗ Наталья хӑй патне мӗн сӑлтавпа килнине чухласа илчӗ те ыйтусем ҫине ытлашши сӑмахсӑр, типпӗн кӑна хуравласа калаҫрӗ.

Лукавая Прохорова жененка догадалась, зачем пришла к ней Наталья, и отвечала сдержанно, сухо.

XVI // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Мӗн сӑлтавпа?

Помоги переводом

13 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Ҫакӑ паллӑ пулнӑ: пӗр вунӑ ҫул каялла Анохинӑн юратнӑ арӑмӗ вилнӗ, ҫак сӑлтавпа, арӑмӗ вилни ҫинчен ӑна нимӗн те аса ан илтертӗр тесе, вӑл тепӗр района куҫнӑ, хӑйӗн чӗлхесӗр йӑмӑкӗпе пурӑннӑ, уншӑн сахал мар тӑрӑшнӑ, ҫапла вара, вӑл ҫӗнӗ ҫемье тӑвас шухӑша пӑрахнӑ пек пулнӑ.

Было известно, что десять лет тому назад Анохин похоронил любимую жену, по этой причине переехал в другой район, чтобы ничто не напоминало ему об утрате, жил вместе с глухонемой сестрой, взяв на себя нелегкую заботу о ней и тем самым как бы заранее отказываясь от мысли заводить новую семью.

24 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Мӗнле сӑлтавпа?..

И на каком основании…

16 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Вӑл хытӑ ыйтнине чӑтаймаҫҫӗ-и е урӑх сӑлтавпа?

Не выносят его требовательности или по иной причине?

15 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Ҫак сӑлтавпа вӑл урӑх ӗҫме килӗшмерӗ, кил хуҫи хӗрарӑмсен яланхи чеелӗхӗ ҫапла-ҫке — савнӑ хӑна валли ытларах хӑварма тӑрӑшаҫҫӗ.

По этой причине она дальше пить отказалась, прибегнув к обычной хитрости хозяек, когда хотят сберечь угощение для дорогого гостя.

4 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Тепӗр чухне пулсан, Пантелей Прокофьевич, Григорий Аксиньйӑпа ҫынсен куҫӗнчен аякра калаҫса тӑнине курсан, алла мӗн лекнӗ ҫавӑнпа ҫурӑм тӑрӑх туртас пирки шухӑшласа тӑрас ҫукчӗ-ха, халӗ ак — ним тума аптрарӗ, ним сӑмах шарламасӑр ирттерсе ячӗ ҫеҫ те мар, Григорий мӗн сӑлтавпа сасартӑк Каргинскине каяссине тепӗр куна хӑварнине тӗп-тӗрӗс тавҫӑрнӑ ҫинчех ҫакна нимӗн чухлӗ те палӑртмарӗ.

В другое время Пантелей Прокофьевич, доглядев, что Григорий разговаривает с Аксиньей вдвоем, наиздальке от людей, не задумался бы потянуть его вдоль спины чем попадя, а в этот момент — растерялся, ничего не сказал и даже виду не подал, что догадался об истинных причинах, понудивших Григория внезапно отложить отъезд.

L // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Петро, сарӑ тӑмлӑ пылчӑкпа вараланнӑ атти ҫине пӑхса, полк командирӗ хӑйне мӗн сӑлтавпа чӗнме пултарни ҫинчен шутласа утрӗ.

Петро шагал, глядя на свои сапоги, забрызганные охровой глинистой грязью, и раздумывая: зачем бы это он понадобился командиру полка?

IX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Килкартине те вӑл пӗлес сӑлтавпа чупса тухман, ҫук, шурӑ чӗрҫиттиллӗ те ачаш кӑвак куҫлӑ хӗр килнӗ ҫынсене Колхозниксен ҫуртӗнче «ҫак самантра пур номерсемпе вырӑнсене те йышӑннӑ» тӗсе пӗлтерме васканӑ.

И выбежала она во двор не ради девического любопытства… нет, девушка в белом переднике, с нежно-голубыми глазами торопилась предупредить приезжих, что, в Доме колхозника «на данный отрезок времени вся наличность коек и номеров занята».

XIII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Сергей ҫул ҫинче ывӑннӑ сӑлтавпа сывпуллашрӗ те кайрӗ.

Сергей сказал, что он устал с дороги, простился и ушел.

III сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

— Пӗлме юрать-и — мӗн сӑлтавпа эсӗ вольноопределяющие ҫырӑнтӑн?

— Можно узнать причину, понудившую вас идти вольноопределяющимся?

15 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Эпӗ тем сӑлтавпа канав тӗмески ҫине пӑхрӑм та пысӑк мар сип-симӗс нӑрӑ чаваланнине куртӑм.

Я зачем-то перевел взгляд на насыпь канавы и увидал небольшого изумрудного жука.

11 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Малтанхи уйӑхсенче унӑн ӑшӗ йӗкленетчӗ, анчах Григорий ӑна асӑрхамастчӗ, асӑрханӑ самантсенче те, мӗн сӑлтавпа иккенне тавҫӑрса илеймен пирки, ӑна ним вырӑнне те хумастчӗ.

И в первые месяцы ее тошнило от мясного, но Григорий не замечал, а если и замечал, то, не догадываясь о причине, не придавал особого значения.

20 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

— Мӗн пирки, мӗнле сӑлтавпа пирӗн хутора пурӑнма куҫатӑр-ха?

— По какой же надобности едете в наш хутор на жительство?

4 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Марийка, вӗренӳпе интересленнине пула, Крылатов тӗрлӗ сӑлтавпа ун умне курӑнасшӑн пулнине асӑрхамарӗ.

Увлекшись учебой, Марийка не замечала, что Крылатов пользуется случаем и старается примелькаться с ее глазах.

II // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Анчах партизансем пӗшкӗнкелесе, кукленкелесе юр ҫинче теме пӑхнине асӑрхаса илчӗ, — апла пулсан, вӗсем пачах урӑх сӑлтавпа чарӑнса тӑнӑ.

Но сообразил, что партизаны наклонились, согнувшись, смотрели на что-то на снегу, — если так, они совсем с другой целью остановились.

XVI // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Тен, ҫак сӑлтавпа пире те ытлашши черкке тивӗ, анчах, куратӑп — халь мар.

Оно, может, и нам лишняя стопка перепадет по этому случаю, но только вижу — не сейчас.

V // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней