Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

сӑлтава (тĕпĕ: сӑлтав) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Саккуна кӗртекен тепӗр ҫӗнӗлӗх шӑпах муниципалитет пухӑвӗн депутачӗн полномочийӗсене вӑхӑт ҫитмесӗрех вӗҫлемелли ҫӗнӗ сӑлтава палӑртать.

Помоги переводом

Ял старости — 18 ҫултан // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60763

Ҫак сӑлтава пула, ҫуралсан пӗр талӑк сас кӑларманни вырӑнне халь калаҫмалла тесе, менелникне вӑл ҫапла икӗ каҫлӑ ирттерме хӑнӑхнӑ та.

Помоги переводом

Ҫулсем-йӗрсем // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 91–104 с.

Ҫак сӑлтава пула ҫырулӑхсӑр чӗлхесем хуллен-хуллен манӑҫа тухса пыраҫҫӗ.

Помоги переводом

Чӑваш чӗлхи аталанӑвӗн хӑш-пӗр ыйтӑвӗсем // И. А. АНДРЕЕВ. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 88–92 с.

Эсир халь лери арӑмӑрпа тем сӑлтава пула хирӗҫсе кайнӑ та яла тапса килнӗ.

Помоги переводом

14 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Тӗрлӗ сӑлтава пула унӑн ячӗ, ытти хӑш-пӗр ҫыравҫӑпа танлаштарасан, тен, ытлашши анлӑ сарӑлман пулӗ, анчах литературӑна юратакансем, ӑнланакансем Мартынов пултарулӑхне хӑть те хӑҫан та пысӑка хурса хакланӑ, ун кӗнекисене юратса вуланӑ.

Помоги переводом

Саланнӑ саманара нитне ҫухатмасӑр хӑтлӑх шыранӑ писатель // Борис Чиндыков. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 3-8 с.

Саккуна кӗртекен тепӗр ҫӗнӗлӗх шӑпах муниципалитет пухӑвӗн депутачӗн полномочийӗсене вӑхӑт ҫитмесӗрех вӗҫлемелли ҫӗнӗ сӑлтава палӑртать.

Помоги переводом

«Ворлдскиллс» лайӑх, «Профессионалсем» те япӑх мар // Николай КОНОВАЛОВ. http://hypar.ru/cv/news/vorldskills-laya ... -yapah-mar

Ҫак сӑлтава пула, хаяр вӑрҫӑ ҫулӗсенчи пекех, чылай ӗҫе хӗрарӑмсемпе ачасен пурнӑҫлама тивнӗ.

Помоги переводом

Ҫул сарнӑ ӑстасене чыс та мухтав! // Галина ТАЛЛЯ. http://kanashen.ru/2023/03/24/c%d1%83%d0 ... %b0%d0%b2/

«Кирек мӗнле сӑлтава пула тунӑ ултавӑн та ячӗ пӗрре: ултав!

Помоги переводом

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Пӗррехинче уроксем хушшинчи пысӑк тӑхтавра темле сӑлтава пула Ула Тимӗр класра парттӑ хушшинчех ларса юлчӗ (халӗ ӗнтӗ вӑл кирза атӑ тӑхӑннӑскерччӗ).

Помоги переводом

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Тепӗр чух ӗҫлӗ ҫынсем те тӗрлӗ сӑлтава пула вӑрмантан кая юлса тухни пулкалать».

Помоги переводом

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Ҫывӑхран паян кӑна ҫӑвӑн пекех сӑнанӑран-ши е тата урӑх сӑлтава пула, Униҫ инкене хӗр ҫав тери чипер пек курӑнчӗ.

Помоги переводом

VII // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Те палласа, те урӑх сӑлтава пула.

Помоги переводом

Япшар тус якатать // Геннадий Мальцев. Мальцев Г.С. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: кулӑшла каласем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 80 с. — 13–15 с.

Ку пысӑк сӑлтава пула ҫапла килсе тухрӗ.

Помоги переводом

XVI // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

Ку паллашу акӑ мӗнле сӑлтава пула килсе тухрӗ.

Помоги переводом

II // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

«Мӗн сӑлтава пула чӗнет-ши вара?

Помоги переводом

V // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Лукарье сӑра тултарнӑ куркине Микула енне кӑнтарчӗ те, сӑлтава пула упӑшки сӑнасран хӑрамасӑр, Микулана куҫран пӑхрӗ.

Помоги переводом

IV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Усламҫӑ чӗрре кӗме ҫак сӑлтава ҫеҫ кӗтнӗ-мӗн.

Помоги переводом

X // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Те юри, те пӗр-пӗр сӑлтава пула аслӑ воевода хӑй чӗнтернӗ ҫӗрпӳсене, тиексемпе подьячисене, ытти служилӑй ҫынсене кӑнтӑрла иртмесӗр те йышӑнмарӗ.

Помоги переводом

16. «Ывӑлусем хитре сан, ҫӗрпӳ» // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Тӑсар мар пуль текех кивӗ сӑлтава.

Помоги переводом

Пӑрпа пӗрлешнӗ ҫыран // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 134–135 с.

Ҫав сӑлтава пула та выльӑх шучӗ сахалланать.

Помоги переводом

Сӗт параканпа пуҫтараканӑн яваплӑхӗ ҫитмест // Юрий МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2015, 35-36 (26687-26688)№, 6 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней