Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

сӑвӑр сăмах пирĕн базăра пур.
сӑвӑр (тĕпĕ: сӑвӑр) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ачисене те пулин систересшӗн пулмасӑр вӗсене вӑл утӑ капанӗ ҫинче ҫывӑрттарчӗ, мунчи алӑкне шалтан сӑлӑп ярса питӗре-питӗре илчӗ, кӗске вӑхӑта ҫеҫ кӑтӑш пулнӑ хушӑра та сехрине хӑпартса вӑрана-вӑрана кайрӗ, унта-кунта сас-чӳ илтӗнмест-ши тесе, сӗм ҫӗр варринче алӑкӗ патне пыра-пыра сӑвӑр пек пӑшӑрханса итлерӗ.

Даже детей отправил ночевать в стог сена, сам же изнутри закрылся в бане на задвижку и забылся кратким сном, то и дело вздрагивая и приникая, как сурок, к двери: не слышно ли каких подозрительных звуков?

I. Текерлӗк канӑҫне ҫухатнӑ // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Сӑвӑр, — Васютин тӑнлавне кӑранташпа хыҫса илчӗ, унтан, манӑн вӑхӑт пур-и-ха тенӗ пек шухӑшласа, хӑрах куҫне хӗсрӗ те кӗтмен ҫӗртен килӗшрӗ.

Байбак, — Васютин почесал карандашом висок, прищурил глаз, соображая, есть ли у него время, и неожиданно согласился.

Улттӑмӗш сыпӑк // Николай Евстафьев. Павленко П.А. Телей: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 312 с.

Гуров — сӑвӑр вӑл: «Эпӗ, — тет, — экскурси туса илетӗп, халиччен ниҫта та тухса курман».

А Гуров — байбак: «Я, говорит, вроде экскурсии сделаю, сроду никуда не ездил».

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Николай Евстафьев. Павленко П.А. Телей: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 312 с.

Унтан вӑл тӳпе тайлӑмӗнче хуҫасӑр сӑвӑр йӑвисен тӑлӑх тӗмескисем сийӗпе ярӑнса вӗҫекен ӑмӑрткайӑка асӑрхарӗ те ун хыҫӗнчен чылайччен те ним шухӑшсӑррӑн куҫӗпе йӗрлесе пӑхрӗ…

А потом переводил взгляд и долго бездумно следил за орлом, парившим над небосклоном, над мертвым городищем брошенных сурчин…

XV // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Туйрапи умрах, ишӗлчӗк сӑвӑр шӑтӑкӗ хӗрринче ӳсет.

Тюльпан рос совсем близко, на краю обвалившейся сурчины.

XV // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

— Ну, пурӑнма пуҫларӑмӑр та хай сӑвӑр пурнӑҫӗпе! — йӗплесе тӑрӑхларӗ нихҫан кулянма пӗлмен Аникушка.

— Ну вот мы и перешли на сурчиное положение, — острил сроду не унывающий Аникушка.

LXIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

«Чӗвйӳ! Чӗвйӳ! Чйӳ! Чйӳ!» — сӑвӑр пек шӑхӑрма пуҫларӗҫ пульӑсем.

«Тюуть! Тюуть! Тюуть! Тью! Тью!» — по-сурчиному засвистали пули.

LXI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Тапранса кайсанах лаши юр вӗҫтерсе тултарнӑ сӑвӑр шӑтӑкӗнчен такӑнчӗ.

В первую минуту под ним споткнулся конь, попав ногой в заваленную снегом сурчину.

XXXVII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Патронӗсем паҫӑрах пӗтрӗҫ унӑн (тутӑх витнӗ симӗс обоймӑра вӗсем пилӗк штук пулнӑччӗ), вӑл вара, юр айӗнчен пуҫне кӑларса, хушӑран пӗрре, хӑраса ӳкнӗ сӑвӑр пек шӑхӑра-шӑхӑра илчӗ.

Кончились у него патроны (их было пять штук в зеленой проржавленной обойме), и он изредка, высовывая из снега голову, воспроизводил губами звук, очень похожий на высвист, издаваемый сурком в момент испуга.

XXXII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Григорь Пантелевич, мӗн кӑмака ҫинче сӑвӑр пек выртатӑн?

Григорь Пантелеевич, что же ты на пече, как сурок, лежишь?

XIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Вӗсен тӗлӗнче кӑвак тусан тӗтреленсе тӑчӗ, ретсем умӗнче сӑвӑр шӑтӑкӗ патӗнчи пек тӑпра тӗмескисем ӳсе-ӳсе ларчӗҫ.

Над ними запорхала сизая пыль, перед цепью выросли крохотные, как возле сурчиных нор, бугорки.

VIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Степан пирки ҫак хыпара илтнӗ хыҫҫӑн Петро чӗри, сурса ыратакан чӗрӗ сурана сӑвӑр ҫӑвӗпе сӗрсе сипленӗ пекех, ҫӑмӑлланса килчӗ, ҫапах та ӑшӗнче хӑй ҫапла шутласа хучӗ: «Каятӑп та отпуска — Дашкӑна чӗп-чӗр юн пуличчен хӗнесе тӑн кӗртетӗп!

После того как услышал Петро про Степана, полегчало, словно ссадную болячку сурчиным жиром смазали, но все же решил: «Пойду в отпуск — кровь из Дашки выну!

V // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Ҫиелтен пӑхсан, пурте яланхи пекех: вӗри сывлӑшра иртен пуҫласа каҫченех кайӑк-кӗшӗк ҫуйхашать; инҫете курӑнакан тавракурӑм хӗрринче ҫинҫе пурҫӑн карри пек ӑрша вылянса тӑрать; аякри тӗмесемпе сӑвӑр тӗмисем силлене-силлене таҫта шунӑ пек туйӑнаҫҫӗ; тавракурӑм хӗрринче бригада ҫурт-йӗрӗсем е трактористсен пӗчӗк вагонӗ аран-аран курӑнмалла тухса тӑрать; ҫулсем ҫинче тусан юпи ҫӗкленет те, вара унӑн пӗлӗчӗ темиҫе километрах хӳме пек карса илет; таҫта хӑяматра мотор кӗрлет — унӑн сасси хӑлхана ҫӗр ҫине хурса итлесен лайӑх илтӗнет; янк уҫӑ уй-хирте лаша ури тапӑртаттарни янӑраса каять — юланутҫӑн вӑрӑм ҫӳҫлӗ пуҫӗ симӗс ҫулҫӑллӑ кукуруза хушшинче ҫӑмха пек чупса иртсе ҫухалать, — пӗр сӑмахпа каласан, пурте яланхи пекех, пурте шӑп та шай хальчченхи ҫулласенче пулнӑ пекех, анчах ҫакӑн пек кунсенче ҫӗрӗҫлекенӗн ҫивӗч хӑлхи темскер урӑххине — ҫуллахи ӗҫ пуҫланнине туйса илет.

и горячий воздух с самого утра полон птичьего песнопения; и дали широки и по-летнему укрыты пряжей тончайшего марева; и колышутся, плывут бог знает куда дальние холмы и курганы; и вырастают над горизонтом еле-еле приметные бригадные постройки или вагончик трактористов; и встает по дорогам пыль — серый заслон тянется на километры; и гудит неведомо где мотор — тягучий его звук хорошо слышен, когда приложишь ухо к земле; и разносится по простору частая дробь копыт — чубатая голова всадника, как шар, прокатится над зеленой листвой кукурузы и скроется, — словом, все, все обыденно, все точно так, как во всякое лето, а только в такие дни настороженный слух хлебороба улавливает и нечто другое — наступление летней страды.

XIII // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

Ҫӗрлеччен ҫывӑрать, сӑвӑр хӗлле ҫывӑрнинчен те япӑх ҫывӑрмасть.

Спит до ночи, спит не хуже, чем сурок зимой.

XIX сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Кӗтмен япала илтнипе, Давыдов Нестеренко енне питӗ хӑвӑрт ҫаврӑнчӗ те ҫилсем ҫинипе чӑнкӑланса юлнӑ сӑвӑр тӗмӗ ҫинчен чутах йӑванса кайса ӳкмерӗ.

Давыдов от неожиданности так резко повернулся к Нестеренко, что чуть не опрокинулся набок с круто срезанного ветрами сурчиного холмика.

VIII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Хуралҫӑ — Вершинин ятлӑ питӗ ватӑ колхозник — тахҫан сӑвӑр пурӑннӑ кивӗ йӑва тӗмески хыҫӗнче сӑхман витӗнсе выртнӑ.

Сторож — престарелый колхозник Вершинин — лежал, укрывшись зипуном, под курганчиком старой сурчиной норы.

III сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Вӑл, чӗлпӗрне йӗнер сӑмси ҫине хунӑ та, чӗлӗмне паклаттаркаласа пырать, Гремячий Лог хуторӗ тавра сарӑлса выртакан ҫеҫенхире пӑха-пӑха ҫаврӑнать, унта кашни ҫырне, кашни васанне, сӑвӑр шӑтӑкне те мӗн ачаранах пӗлет вӑл, мӗн ачаран вӗсем унӑн чӗришӗн тӑван; вӑл ҫумӑрпа исленсе тӑраннӑ кӑпӑшка тӑпраллӑ уйсене, чӗреслетсе иртнӗ ҫумӑр тасатса, тайӑлтарса хӑварнӑ тырӑсене пӑхса савӑнать, ҫав хушӑрах хытӑ кӳренсе те пӑшӑрханса ҫапла шухӑшлать: «Ҫумӑр пулассине малтанах каласа хучӗ, катӑк шӑллӑ шуйттан!

Он покуривал, уронив на луку поводья, оглядывал раскинувшуюся округ Гремячего Лога степь, где каждый ярок, каждая балочка и сурчина с детства были знакомы и родны его сердцу, любовался рыхлыми, набухшими влагой пашнями, омытыми, наклоненными ливнем хлебами, с великой досадой и огорчением думал: «Напророчил дождя, черт щербатый!

40-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Куженков, сӳре шӑлӗпе кастарнӑ урине сӑвӑр ҫӑвӗпе сӗрсе лараканскер, эхлеткелеме тапратрӗ, Давыдов сухаланӑ лаптӑка виҫсе пӑхма тӑрса утрӗ…

Куженков, смазывавший сурчиным жиром порезанную о зубья бороны ногу, закряхтел, пошел к клетке Давыдова мерять…

36-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней