Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

сывлӑш сăмах пирĕн базăра пур.
сывлӑш (тĕпĕ: сывлӑш) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Рейтинг хаклавӗсене палӑртнӑ чухне ҫут ҫанталӑка хӳтӗлемелли ӗҫсен индексӗсене /атмосферӑри сывлӑш, шыв, биопуянлӑх/, промышленноҫ-экологин /йӑлари хытӑ каяш, промышленноҫ ӑпӑр-тапӑрӗ, бизнес яваплӑхӗ, промышленноҫ предприятийӗсен таврашӗ/, социаллӑ экологин /этем пурӑнакан тавралӑх, информаци-психологи лару-тӑрӑвӗ, саккун тата влаҫ/ индексӗсене тата пӗрлехи индекссене тӗпе хураҫҫӗ.

Помоги переводом

Эпир - малтисен йышĕнче, е Аван хаклав татах туртăнма хистет // Юрий СЕРГЕЕВ. «Хыпар», 2016, пуш, 10; 31№

Асфальт ҫинче шӑтӑк-путӑк нумайланса кайнине специалистсем сывлӑш температури кӑнтӑрла тата каҫхине хӑвӑрт ылмашса тӑнипе сӑлтавлаҫҫӗ.

Помоги переводом

Ҫул-йӗр юсакансем канмасӑр юсаҫҫӗ // Таисия Ташней. http://chuvash.org/news/11762.html

Ҫакӑн пек хӗрӳ ӑмӑртусем хыҫҫӑн вӑй-хал кӗнине туяҫҫӗ спортсменсем, финиша ҫитсен вара «иккӗмӗш сывлӑш» ҫавӑрса яраҫҫӗ те халь тесен халь вӑрман тавралла тепӗр ҫавра тума хатӗр.

Помоги переводом

Улттăн пулнă вĕсем… // ТАТЬЯНА МАЙОРОВА. «Тӑван Ен», 13-14№, 2016.02.26

Картишӗ тӑрӑх тӑн-тан пускаласа, вӑл, халтан кайнӑскер, аран сывлӑш ҫавӑрса, ҫурчӗн иккӗмӗш хутне хӑпармалли пусмин аялти картлашкине тертленсе ларчӗ.

Кое-как проковыляв по двору, он, обессилев, опустился на нижнюю ступеньку лестницы, ведущей на второй этаж.

III. Икӗ тӗнче // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Уҫӑлтаракан симлӗ сывлӑш та ҫурхи хӗвел Юрдана чӗрӗ вӑй кӗртнӗ пек пулчӗ.

Прохладный чистый воздух и весеннее солнце оживили Юрдана.

III. Икӗ тӗнче // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Сывлӑш ҫавӑрайми ӳсӗрчӗ.

Кашель его прямо замучил…

II. Соколов тухтӑрӑн чирлӗ ҫыннисем // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Вырӑнӗ, чӑн та, улах ӗнтӗ, илемлӗ, сывлӑш таса, халӑх ҫакӑнта тӗрлӗрен ӗҫкӗ-ҫикӗ те пикник уявӗсем ирттерме юратать.

Уединенность этой лужайки, ее прелесть и прохлада давно сделали ее излюбленным местом для пикников, пирушек и кутежей.

XIV. Силистра-Йолу // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Сывлӑш ҫавӑрмассерен хӑйӗн кӑкӑрӗ ҫӗклене-ҫӗклене илет.

Она тяжело дышала от волнения.

XI. Рада пӑшӑрханӑвӗ // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Ачасен амӑшӗсем тинех сывлӑш ҫавӑрса ячӗҫ, Огнянова тав туса пӑхрӗҫ.

Матери облегченно вздохнули и с благодарностью посмотрели на Огнянова.

XI. Рада пӑшӑрханӑвӗ // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Халӑх ҫӑмӑллӑн сывлӑш ҫавӑрса ячӗ.

У всех точно гора с плеч свалилась.

XI. Рада пӑшӑрханӑвӗ // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

— «Александр Матвеич, интереслӗ субъект! — теҫҫӗ вӗсем, аран сывлӑш ҫавӑрса ярса, — халь ҫеҫ илсе пычӗҫ, пит сайра пулакан осложнени».

«Александр Матвеич, интересный субъект! — говорят они запыхавшись. — Сейчас привезли, чрезвычайно редкое осложнение».

V // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Анчах ку вӑл пӗр самант ҫеҫ вӗт; ҫапах унччен вара — чи ҫемҫе тӳшек пек сывлӑш, — ҫӑмӑллӑн та ачашшӑн сирӗлсе пырать вӑл…

Да ведь это один, самый коротенький миг; а зато перед этим — воздух будто самая мягкая перина, расступается так легко, нежно…

XVI // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Чуптума парччӗ мана хӑв аллусене, хамран юлашки сывлӑш вӗҫсе тухса каймасӑр та ан илччӗ вара вӗсене ман ҫӑвар патӗнчен.

Дай мне поцеловать твои руки, не отнимай их от моего рта до тех пор, пока последнее дыхание не отлетит от меня.

XII сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 85–143 с.

Витӗр курӑнакан пластик савӑтсене тултармалла /сывлӑш вылямашкӑн вӗсен аякне, тӗпне шӑтармалла/.

Помоги переводом

Пӳлӗмри чечексене тымарлантаратпaр // Кил-ҫурт, хушма хуҫалӑх. «Кил-ҫурт, хушма хуҫалӑх», 2017.02.02, 4(904)№

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней