Поиск
Шырав ĕçĕ:
Зюсмильх стаканти эрехне пӗр сывламасӑр ӗҫсе ячӗ.
Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.
Арӑмӗ ытла ҫӳҫенкелесе ӗҫрӗ, хӑй вара — пӗр сывламасӑр тенӗ пек: Ах аван та! — тесе хучӗ.
Вунҫиччӗмӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.
Ҫисе лартнипе анкӑ-минкӗленнӗскер, вӑл кӑштах тӑвар тути калакан сивӗ шыва ним сывламасӑр икӗ мӑн курка лӑнкӑртаттарса ӗҫрӗ, унтан пирус чӗртсе киленсех туртма пуҫларӗ.
XI // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Аксинья чӑтӑмлӑн кӗтрӗ, юлашкинчен пурпӗр тӳсӗмӗ ҫитмерӗ; юнашар пырса ларчӗ те сулахай аллипе Григорий пуҫне хӑй ҫумне ыталаса тытрӗ, сылтӑммипе тӗрленӗ таса алшӑлли илчӗ, еркӗнӗн ҫулланнӑ тутипе янахне шӑлчӗ, куҫӗсене тӗттӗмре сарӑрах хӗрлӗ хӗм сирпӗнсе тухиччен хӗстерсе, ним сывламасӑр, тутипе ун тути ҫумне ҫӑттӑн тӗршӗнсе ҫыпҫӑнчӗ.
VIII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Григорий сӗтел патне иртрӗ, кӑкшӑмран пӗр стакан кӑмӑшка тултарса, сывламасӑр ӗҫсе ячӗ.Григорий присел к столу, налил себе из кувшина полный стакан, выпил залпом.
VI // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Вӑл пӗр стакан тултарса ним сывламасӑр ӗҫсе ячӗ те Рябчиковран та ытларах шурса кайрӗ.
XXVIII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Вӑл Ксени ҫине сывламасӑр пӑхрӗ, пӗр сӑмах та пулин каласа, ӑнсӑртран хӑйӗнчен ӗмӗрлӗхех пистересрен шикленчӗ.
26 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Пысӑк куҫлӑ каччӑ, йӑл кулса хӗрсене пӑхса илчӗ те, эрехне пӗр сывламасӑр ӗҫсе ячӗ, анчах нимӗн те ҫыртмарӗ.Глазастый парень усмехнулся, посмотрел на девушек и разом выпил вино, но закусывать не стал.
XIX сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
Пантелей Прокофьевич кӑвакрах куҫ шуррисене мӗкӗлтеттерсе икӗ еннелле пӑхса илчӗ те, куҫ тӗкӗсене чӗтрентерсе, шыҫмак хырӑмлӑ черккери эрехе ним сывламасӑр ӳпӗнтерсе хучӗ.
VI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Листницкий вӗсене сывламасӑр тенӗ пек хӑвӑрт вуласа тухрӗ:
II // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Сывламасӑр итлеҫҫӗ.
XXIII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
Пурте Сергее сывламасӑр итлесе ларчӗҫ, анчах Сергей халӗ пӗчӗк ӗҫсем ҫинчен ҫеҫ каланине, чи кирли малалла пулассине кӗтеҫҫӗ.
XX сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
Куншӑн юрататӑп! — терӗ кӑшт хӗрнӗ Черевик, пулас кӗрӳшӗ пӗр пулштав кӗрекен кружкӑна чӑп тулли тултарса пӗр сывламасӑр тенӗ пек, ним мар, куҫ хӗсмесӗр тӗппипе ҫавӑрса хурса, кружкине ҫӗрелле пенине курсан.
III // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.
Питӗ нумай сывламасӑр тӑнипе эпӗ кӑшт ҫеҫ чыхӑнса каймарӑм, унтан, ун ҫине пӑхма чарӑнмасӑр, пирус курупкине ярса илтӗм те туртма пуҫларӑм.
XXII // Ваҫлей Игнатьев. Лев Толстой. Повеҫсемпе калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 3–86 стр.
Пӳрт умӗпе Андрейпа Илюша иртсе пыраҫҫӗ, вара Татьяна, пӗр сывламасӑр, вӗсем калаҫнине итлерӗ:Мимо двора проходили Андрей и Илья, и Татьяна, затаив дыхание, слышала их разговор:
X // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Тӗмӗсем хушшинче вӗсем чылайччен, сывламасӑр тенӗ пек, выртнӑ.Они долго лежали в кустарнике, не шевелясь, придерживая дыхание.
XXVI // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.
Таврана каҫхи сӑн ҫапрӗ, Вэй-фу чӳречерен пӑхрӗ, унтан тепӗр черкке пӗр сывламасӑр ӗҫсе ячӗ те, темиҫе хутчен пирус тӗтӗмне ҫине-ҫине ҫӑтса, хӑйӗн калавне малалла каларӗ:
Хупахра // Аркадий Малов. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 76–92 стр.
— Пур-ҫук ӑпӑр-тапӑр ӗҫсене пула, — черккери эрехе вӑл пӗр сывламасӑр ҫавӑрса хучӗ те пируса ҫине-ҫинех ӗмме тытӑнчӗ.
Хупахра // Аркадий Малов. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 76–92 стр.
Ачасем сывламасӑр итлеҫҫӗ.
Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
Партизансем, хӑйсем кунтине пӗлтерес мар тесе, сывламасӑр, пӗр вырӑнта хускалмасӑр тӑраҫҫӗ.
Вуниккӗмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.