Поиск
Шырав ĕçĕ:
Ланкин пӳрчӗн чултан купаласа тунӑ хулӑн та тӗреклӗ стенисенчен пӗринче, пӗр вӑрттӑн чул ҫине пӗлсе пуссан, стена сыппи вырӑнӗнчен хускалса, нӳхрепе кӗмелли шӑтӑк уҫӑлнине, нӳхрепрен каменоломньӑна каймалли ансӑр сукмак пуррине темӗнле сӑнаса пӑхсан та никам та асӑрхама пултарайман.
Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
Лешӗ автоматне хатӗрлесе: — Эй-эй! Цурюк! — тесе кӑшкӑрчӗ те, Володьӑна сукмак ҫинчен пӑрӑнма хушса, аллипе сулкалама пуҫларӗ.
Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
Ним шарламасӑр темиҫе утӑм кайнӑ хыҫҫӑн, казаксем канавран пӑрӑнчӗҫ те хӑмӑшсем хушшинче кӑшт ҫеҫ палӑракан сукмак йӗрӗпе Терек патне пырса тухрӗҫ.
VIII // Иван Васильев, Григорий Краснов-Кӗҫӗнни. Толстой, Лев Николаевич. Казаксем: повесть; вырӑсларан И.С. Васильевпа Г.И. Краснов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 3–136 с.
Хулхушшине чӗрӗ фазан хӗстерсе тытнӑ Назарка, йӗплӗ хулӑсене сиркелесе, сукмак ҫине тухрӗ.Назарка с живым фазаном под мышкой, продираясь через терны, вылез на тропинку.
VII // Иван Васильев, Григорий Краснов-Кӗҫӗнни. Толстой, Лев Николаевич. Казаксем: повесть; вырӑсларан И.С. Васильевпа Г.И. Краснов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 3–136 с.
Вӑл ҫаврӑнчӗ те сукмак варрипе малалла утса кайрӗ.
XVI // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.
Ҫуран ҫӳрекенсем таптаса хытарнӑ кукӑр-макӑр сукмак самаях анлӑ чӗкӗнтӗр уйӗ урлӑ каҫать.Извилистая стежка, протоптанная пешеходами, пересекала большое свекловичное поле.
XVI // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.
Ҫав сукмак ту ҫинелле хӑпарса пытанмалли пӗртен пӗр ҫулччӗ.Это была единственная тропинка, по которой он, в случае нужды, мог бы вернуться в горные дебри.
XI. Башибузук // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Вӑл шӑпах ту ҫинелле хӑпаракан сукмак тӗлӗнче чарӑннине тӗшмӗртсе илчӗ те Огнянов йӑлт шурса кайрӗ.
XI. Башибузук // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Акӑ тинех Марийка тухрӗ, вӑл ҫарран, чуллӑ сукмак тӑрӑх сиккелесе чупса Бяла Черкваналла васкарӗ.
VI. Хыпарҫӑ // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Таркӑнсем тӑвӑллӑ ҫумӑр ҫуса тунӑ сукмак патне ҫитсен пӗр-пӗрин хыҫҫӑн утрӗҫ.
XXXV. Ҫапӑҫу // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Пӗр ҫӗрте вӗсен чарӑнса та тӑмалла пулчӗ, — умри сукмак ним палӑрми пытанчӗ.В одном месте пришлось остановиться — тропинка исчезла бесследно.
XXXIV. Ҫил-тӑман // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Вара Фракипе Дунай таврашӗнчи Болгари хушшинче ҫыхӑну йӑлтах пӗтсе ларать, Троян ҫулӗн лавҫисем тем пек асапланса кунта юр ҫийӗн аран тӑвӑр сукмак хывкалаҫҫӗ.
XXX. Шапӑлти пӗлӗш // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Айккинчи сукмак ҫине тухсанах хӑйне шпик асӑрхӗ те застава пуҫлӑхне сӗрсе кӑтартӗ тесе Лао-цзы шутламан та.
Застава хыҫне // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 75–89 стр.
Застава витӗр илсе тухакан аслӑ ҫулпа каймарӗ вӑл: чӗлпӗрне карт туртса айккинчи сукмак ҫине тухрӗ те застава стенисем хыҫӗпе тавран уттарчӗ.Лао-цзы дернул вола за узду и свернул с большой дороги, ведущей на заставу, на боковую, вдоль стены.
Застава хыҫне // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 75–89 стр.
Вӑл ӑйӑрсене ҫатан ҫумне кӑкарчӗ те тайлӑк-тайлӑк калинккене уҫрӗ, чӗп курӑкӗ пуснӑ сукмак тӑрӑх васкамасӑр, чӑн-чӑн хуҫа пек мӑнаҫлӑн, крыльца патнелле утрӗ.
XVIII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Макар таптаса хытарнӑ сукмак ҫине вӑл ӗнсипе хыттӑн лаплатса ӳкнине илтрӗ.Макар услышал, как он глухо и тяжело стукнулся затылком о твердую, утоптанную землю тропинки.
XI сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Хывӑх-арпине мучи кӗлет патӗнчен пуҫласа лупас айнелле ҫитиччен ансӑр сукмак пек сапса каять, унӑн урисем айӗнче тӑп-тулли чӑх кӗшӗлтетет, ҫиме хистекен: «Ка-ка-ка-ка-ка-ка-ка!» — тенӗ сасӑсем пӗр чарӑнми янӑраса тӑраҫҫӗ.
19-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Эпӗ ирхи апатӑма вӗҫлерӗм, котелокри пыла ҫулҫӑсемпе витрӗм, кутамккана ҫыхрӑм та хайхи ҫынсем хыҫҫӑн васкамасӑр утрӑм, кизил йывӑҫӗнчен тунӑ туяпа сукмак ҫинчи хытӑ ҫӗре шаккакаласа пыратӑп.
Этем ҫурални // Александр Артемьев. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 156–165 стр.
Эпӗ пур, расна сукмак ҫинче тӑратӑп…
Коновалов // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 70–118 стр.
Урӑх сукмак ҫине сиксе ӳкме шутларӑн.
32-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951