Поиск
Шырав ĕçĕ:
Ишӗлсе аннӑ карта сыпӑкӗн хушӑкӗнчен масар ҫине кӗрсе ҫӳренӗ пӑрусем вилтӑприсем хушшипе сукмак туса такӑрлатнӑ.Через разломанную ограду, между могил телята пробили тропинки.
XXI // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Вӗсем хускатнӑ чулсем сукмак тӑрӑх чаштӑртатса кусса аннӑ, шыва шӑмпӑртатса ӳкнӗ.С глухим шорохом сыпались за ними потревоженные на тропинке камни, булькали в воду.
19 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Ансӑр сукмак ҫинче чиперрӗн пӑрӑнса иртме ҫук, — хӑшӗн те пулин хӑшне те пулин тӗртсе йӑвантармах тивет.На узкой стежке не разойтись — кто-нибудь кого-нибудь, а должен свалить.
XXVIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Пантелей Прокофьевич унӑн-кунӑн пӑхкаласа илчӗ те, шанчӑксӑррӑн пуҫне пӑркаласа, сукмак ҫинчен юр ҫине кӗрсе тӑрса, ӑна ҫул пачӗ.
XIX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Кӑмӑшка ӑна ҫатан карта ҫинелле тӗртсе ячӗ, сукмак ҫинчен юр кӗрчӗ ҫине йӑвантарчӗ.А самогонка кидала его на плетень, валила со стежки в сугробину.
XVII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Вӗсем Мелеховсен тӗлне ҫитрӗҫ те, чарӑнса тӑрса, пӗр вӑхӑт Дон урлӑ каҫакан вырӑна, Донпа чӑнкӑ сӑрт хушшине хӗсӗннӗ хура сукмак пек йӗр ҫине, сӑнаса пӑхкаларӗҫ, каялла ҫаврӑнса кайрӗҫ.
XVI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Салтаксен ури айӗнчи ансӑр сукмак пӗтнӗ.
«Асап тӳсме ирӗк парсамӑр...» // Василий Чураков. Алексеев, Сергей Петрович. Суворов ҫинчен: повесть; вырӑсларан Василий Чураков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1967. — 5-143 с.
Сукмак темле сӑрт тавра ҫаврӑнса тухнӑ.
«Куратӑп!» // Василий Чураков. Алексеев, Сергей Петрович. Суворов ҫинчен: повесть; вырӑсларан Василий Чураков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1967. — 5-143 с.
Ансӑр кукӑр-макӑр сукмак ту урлӑ каҫмалли ҫул патне илсе пынӑ.
Хура пӗлӗт // Василий Чураков. Алексеев, Сергей Петрович. Суворов ҫинчен: повесть; вырӑсларан Василий Чураков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1967. — 5-143 с.
Сурӑх ашне лартса панӑ пулсан — кашни татӑкӗ пӗрер килограмм; шарикленӗ ҫӗрулми пулсан — вӑл тем пысӑкӑш тиркӗсемпе ларать, ӑна ҫупа витернӗ; сӗтел тулли хӗрелсе кайичченех шарикленӗ хур е кӑвакал; пыл пулсан — ӑна пысӑк тӑм чашкӑсемпе лартнӑ, кашӑкпа ӑсса илмелӗхех; ҫӑкӑрӗ купи-купипе; редиска пулсан — вӑл кӗтесрен кӗтессе хӗрлӗ сукмак пекех тӑсӑлса выртать; ҫамрӑк хӑяр пулсан — витре тулли…
XXXV сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
Лаша е вӑкӑр кӳлнӗ урапасем калла-малла чупаҫҫӗ, юнашар, сиккелесе, пушшисемпе хӑмсарса, хӑвалакан ачасем чупса пыраҫҫӗ: хӑма сарнӑ сукмак тӑрӑх, вӑчӑра пек тӑрса тухса, ҫӗр тиенӗ наҫилккасем ҫӗкленӗ хӗрарӑмсем утаҫҫӗ; вӑйпитти йӗкӗтсем пӗр кӗпе вӗҫҫӗн кӑна, пичӗсем хӗрелсе хуралсах кайнӑ, вӗсем лумсемпе ҫӗр катаҫҫӗ, ҫӗрӗ вара кӑмака пысӑкӑш катӑла-катӑла ӳкет; икӗ ача ҫинче кантра тӑсса пыраҫҫӗ, вӗсем хыҫҫӑн кӗрӗк ҫинчен брезент плащ тӑхӑннӑ ҫын хул айне кӗнеке хӗстерсе утать; ачасем шӑннӑ ҫӗре юпа ҫапса хӑвараҫҫӗ те кантрана малалла туртаҫҫӗ; пӗр ушкӑн вӑкӑр — ултӑ мӑшӑр — пӗр касӑллӑ плуга туртаҫҫӗ; плуг аврине икӗ маттур арҫын пӗтӗм вӑйпа пусса утаҫҫӗ, плуг, вӗтӗ чуллӑ ҫӗре шӑтӑр-шӑтӑр касса кӗрсе, чӗркуҫҫи таран йӗр хӑварса пырать…
XIX сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
— Халӗ кашни сукмак Усть-Невинскине килет, ҫынсем вӗҫсӗр-хӗрсӗр кунталла килеҫҫӗ.— Теперь все дороги ведут в Усть-Невинскую, и люди едут сюда без конца и краю.
XV сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
Ку сукмак пӗр ҫӗрте тӑман, шунӑ та шунӑ, йӗри-тавра темиҫе километра лавҫӑсен ури айӗнче юр кӑчӑртатни, е тӗрлӗ сасӑсем «цоб!» тесе кӑшкӑрашни, е ҫул пӑрӑннӑ ҫӗрте ҫуна тупанӗсем йынӑшса илни, е пушӑ шӑхӑрни, е ним сӑлтавсӑрах пысӑк сассипе Прохор юрласа яни, е Иринӑн савӑнӑҫлӑ кулли янраса каять, — ку кулӑ сӑлтавӗ Ирина ҫуни ҫинче ларса пыракан Виктор пулнӑ иккен…
XIV сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
Станци ҫутисем те, ыйха путма хатӗрленнӗ Рощенски те, Кубань кӗперӗ те тахҫанах хыҫа юлчӗҫ, умра тӑвайккиллӗ-мӗнлӗ темӗн талкӑш ҫеҫенхир уйӑх ҫутинче сарӑлса выртать, обоз унта юр ҫинчи ҫинҫе сукмак пек анчах курӑнать.
XIV сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
Вӗсем извеҫпе шуратса лартнӑ хӑйсен тӑпӑл-тӑпӑл пӳртне курсах тӑнӑ: шурӑ чӳрече каррисем, чӳрече умӗнче чечексем, пӳрт хыҫӗнче пахча, пахчара шурӑ вӗллесем, алӑк пуканӗнчен тӑватӑ утӑмра ҫӳллӗ пураллӑ пусӑ айккинче нӳхреп, вите, калинккерен алӑк патне — хӑйӑр сапнӑ сукмак…
IX сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
Унтан шухӑш ҫӑмхи, тахҫан ҫӳресе курнӑ лайӑх пӗлекен сукмак ҫине кустарса янӑшӑн савӑннӑ евӗр, хӑвӑрт та чӑртмаххӑн ҫавӑрӑнса сӳтӗлме, тӳссе ирттернӗ самантсене сыпӑкӑн-сыпӑкӑн аса илтерме тытӑнчӗ: ҫапӑҫура вилнӗ вырӑс тата нимӗҫ салтакӗсен пичӗ-куҫӗсем, нӗрсӗррӗн сапаланса выртакан кӗлеткесем; тӗрлӗ сасӑллӑ шӑв-шав, калаҫу; тахҫан курнӑ пейзажӑн вӑхӑт шӑлса кайнӑ тӗссӗр татӑкӗсем; никама каласа паман, анчах темле майпа упранса юлнӑ шухӑшсем; канонадӑн аса илсе ҫитермелле мар хӑрушӑ ахрӑмӗсем, пулемет шатӑртатнӑ тата лента кӑштӑртатса шунӑ сасӑсем, хаваслӑ музыка, тахҫан юратса пурӑннӑ хӗрарӑмӑн чуна ыраттармалла хитре те кӑшт шупкарах тути, унтан каллех тата — вӑрҫӑ таткаланчӑкӗсем, — вилнӗ ҫынсем, тӑвансен масарӗсен пусӑрӑнса кӗнӗ тӗмескисем… — ҫаксем пурте пуҫра ҫывӑрмасӑр курнӑ тӗлӗк пек умлӑн-хыҫлӑн шӑвӑна-шӑвӑна иртрӗҫ.
XVII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Ют сукмак ҫине пӑрса яма шутламастпӑр-и?
XI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Вӑл сулахай аллипе шинель ҫухине ҫӗклесе тытрӗ те, сылтӑммипе аркисене хупласа, шӗвӗ пылчӑкпа ҫӑрӑлакан тарӑн сукмак тӑрӑх утса кайрӗ.
I // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Вӗсем шыв шавланине итле-итле пынӑ ҫӗртех сукмак ҫинчен пӑрӑнса, хӑйсем ӑҫта утнине те пӗлмесӗр, тин ҫеҫ ҫулса кайнӑ улӑха тухрӗҫ.
XXII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
Сылтӑмми чӑнкӑрах, тӗл-тӗл бузина йывӑҫӗсемпе ешерет, тӗл-тӗл сарӑ хӑйӑр выртать; сулахай ҫыранӗ лутра, унта вара лапкипех тӗрлӗ йӑрансем: е тӑп-тӑваткал сарса хунӑ тутӑр пек, е такан пек авӑнчӑк, е салтак пашникӗн хӑлхисем пек темиҫе вӗҫлӗ тӑсӑлса каяҫҫӗ, е ахаль ансӑр сукмак пек курӑнаҫҫӗ…
VIII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.