Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

стариксем (тĕпĕ: старик) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Усӑсӑр пӗтернӗ патронӑн (кун пирки повстанецсен вӑйӗсен командующийӗн приказӗнче хытӑ хытарса каланӑ) стариксем айӑпа кӗнӗ йӗкӗте ӑс кӗртме шутларӗҫ.

За истраченный по-пустому патрон (что строго воспрещалось приказом командующего повстанческими силами) решили старики виновного наказать.

XLVI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Сӑмах чӗнмесӗр утаҫҫӗ хутор тӑрӑх стариксем.

По пескам шли старики молча.

XLVI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Ҫамрӑксем — хаваслӑн, нимӗн шухӑшсӑр, кулса-тӑрӑхласа «гайдамаксем» тесе ят панӑ стариксем ассӑн хашлатса, чӗмсӗррӗн пӑчӑртанса тухакан куҫҫулӗсене ыттисенчен пытарса утаҫҫӗ; ӗнтӗ суха тума, сӳрелеме, акма вӑхӑт ҫитнӗ; ҫӗр хӑй патне йыхӑрать, кунӗн-ҫӗрӗн канӑҫ курмасӑр чӗнет, кунта ав ҫапӑҫма тивет, ирӗксӗр ҫӗртенех ӗҫсӗр аптӑраса, хӑраса-сехӗрленсе, нуша тӳссе тата хуйхӑрса, ют хуторсем тӑрӑх вилесле асапланса ҫӳрес пулать.

Молодые весело, бездумно, старики, в насмешку прозванные «гайдамаками», — со вздохами, с потаенно укрытой слезой; заходило время пахать, боронить, сеять; земля кликала к себе, звала неустанно день и ночь, а тут надо было воевать, гибнуть на чужих хуторах от вынужденного безделья, страха, нужды и скуки.

XLVI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

— Сан ҫав лӑпкӑ стариксем, тен, восстани тума хатӗрленнӗ пулӗ, тен, ҫав судьясем картишсенче пулеметсем ҫӗр айне чавса чикнӗ; эсӗ пур, сухалшӑн е тата шӳтлесе персе пӑрахнӑ тесе калаҫатӑн…

— Эти твои старики смирные, небось, восстание подготовляли, может, у этих судей зарытые пулеметы на базах имелись, а ты говоришь, что за бороду да вроде шутки ради расстреливали…

XXXIX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Хамӑр стариксем мӗн каласа янине каларӑм сире, сирӗн явапа та вӗсем патне ҫитеретӗп, анчах шавлама кирлӗ мар!

Просьбицу наших стариков я вам передал и ответец ваш отвезу им, а шуметь нечего!

XXXVIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Вӗсем ним тунмасӑр каланӑ тӑрӑх, хуторсенче хӗрлисене ӳпкелешекенсем йышлах мар, Хопер округӗнчи улах вырӑнсенче фронтран татӑлса юлнӑ офицерсем пытанса пурӑнаҫҫӗ, восстани тӑвасшӑннисенчен пысӑк вӑй пуҫтарасси пулмасть, мӗншӗн тесен фронтовиксем е килӗсенче лараҫҫӗ, е хӗрлисемпе пӗрле кайнӑ, стариксем тесен, вӗсене пӑрусене витене хуса кӗртнӗ пекех, хӗссе-хуптерлесе ҫитернӗ те, вӗсен халь вӑй та, ӗлӗкхи чапӗ-ячӗ те ҫук.

Направдок рассказывали, что недовольных красными по хуторам не так-то много, что офицеры, оставшиеся по глухим углам Хоперского округа, скрываются, значительных сил, сочувствующих восстанию, сколотить не могут, так как фронтовики либо дома, либо с красными, а стариков загнали, как телят в закут, и ни силы, ни прежнего веса они уже не имеют.

XXXVIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Татарски хуторӗнчех ав хӑйсен чаҫӗнчен отпуска таврӑннӑ Семен Чугун асӑрхаман ҫӗртен: «Пуянсем салатчӑр веялкисене. Вӗсемшӗн хӗрлисем хуҫалӑх юхӑннинчен те хӑрушӑрах пулӗ-ха», тесе персе янӑ та, пӗр ҫакӑншӑнах пуян пурӑнакан стариксем ӑна чӗп-чӗр юн пуличчен хӗнесе пӗтернӗ.

В Татарском зажиточные старики в кровь избили пришедшего из части в отпуск Семена Чугуна за единую неосторожную фразу: «Богатые нехай веялки разоряют. Им небось красные-то страшнее разорения».

XXXVIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Ватсупнӑ стариксем шӑнса кутӗркесех кайнӑ.

Ветхие старики вовсе замерзли.

XXXII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Стариксем ҫук.

Стариков не было.

XVIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Пирӗн стариксем ав шанса пурӑнаҫҫӗ сире…

А у нас старики надеются…

IX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Григорий ҫакна стариксем иртнӗ вӑрҫӑсем ҫинчен каласа кӑтартнинчен те, хӑй курнинчен те пӗлет.

Григорий знал это и по рассказам стариков о прошлых войнах, и по собственному опыту.

IX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Фронтовиксемпе стариксем пур енчен те сырса илнӗ Подтелков янӑравлӑ та хӗрӳллӗ сасӑпа кӑшкӑрса калаҫать:

Облепленный фронтовиками и стариками, он высоким страстным голосом выкрикивал:

XXX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Вилӗме унчченех хӑйсен куҫӗпе курса тӑраннӑ фронтовиксем тата ҫиллисене шӑнарайман стариксем ҫеҫ вырӑнтан тапранмасӑр тӑчӗҫ.

Остались лишь фронтовики, вдоволь видевшие смерть, да старики из наиболее остервенелых.

XXX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Вӑл хирӗҫлемест; стариксем ӳрӗк-сӳрӗккӗн, йӗркесӗррӗн кӑшкӑрашса илеҫҫӗ:

Он не возражает; старики несогласно, вразброд выкрикивают:

XXX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Стариксем!

— Старики!

XXX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Стариксем чарӑнчӗҫ.

Старики притихли.

XXVIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Хӑйсен тӑшманӗсене хӗҫ-пӑшалсӑр курнипе пушшех ахӑрса кайнӑ стариксем вӗсем ҫине учӗсене кӗртсе ячӗҫ, — йӗнерсем ҫинчен уртӑнса, чӑпӑрккисемпе ӑшалантарчӗҫ, хӗҫ тӳрчӗсемпе ҫапрӗҫ.

Старики, озверевшие при виде безоружных врагов, гнали на них лошадей, — свешивались с седел, били плетями, тупяками шашек.

XXVIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

«Пӑлхавҫӑ Подтелкова» тытма йӗркеленӗ отрядри стариксем, тимӗр сенӗксемпе тата пуртӑсемпе хӗҫ-пӑшалланнӑскерсем, тӗлӗнсе кайса пӗр-пӗрин ҫине пӑхкаласа илчӗҫ.

Старики с вилами и топорами из отрядов по поимке «бунтовщика Подтелкова» изумленно переглядывались:

XXVIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Вӑл, Подтелковпа пӗрле утса пыракан стариксем ҫине пӑхмасӑр, ҫӳллӗ, янӑравсӑр, аран илтӗнмелле халсӑр сасӑпа хыҫалтан кӑшкӑрчӗ:

Высоким беззвучным глухим голосом он закричал, не обращая внимания на стариков, сопровождавших Подтелкова:

XXVIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Ҫавӑнпа та Подтелкова хирӗҫ халӗ малтанхи пек хӗрӗх ҫын мар, ҫӗр сакӑр казак кайрӗҫ, вӗсем хушшинче хӗрлисемпе тытӑҫса курма вӗткеленекен ватӑ стариксем те пулчӗҫ.

Поэтому шло на Подтелкова уже не сорок человек, как в первый раз, а сто восемь, в числе которых были и старики, объятые желанием брухнуться с красными.

XXIV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней