Поиск
Шырав ĕçĕ:
1. Аслӑ священник Симон вара Турӑ Ҫурчӗ еннелле чӗркуҫленсе, аллисене ҫӳлелле ҫӗклесе, пӗтӗм чун-чӗререн йӑлӑнса ҫапла кӗлтунӑ: 2. «Эй Ҫӳлхуҫамӑр, Ҫӳлхуҫамӑр, ҫӳлти Патшамӑр, мӗн пултарнийӗн Хуҫи, сӑваплисенчен Сӑвапли, пӗччен пуҫ пулса Пурне те Тытса Тӑракан!
3 Мак 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
34. Менелай ӗнтӗ, Андроник пӗччен чухне май тупса, ӑна Онияна вӗлерме ыйтнӑ; лешӗ, Ония патне пырса, тупа туса алӑ парса, ӑна ултавлӑн ӗнентернӗ, хӑйне шанман пулин те, вӑл Онияна тарса пытаннӑ ҫӗртен тухма ӳкӗте кӗртнӗ, вара намӑс-симӗсе пӗлмесӗр ҫавӑнтах вӗлернӗ.
2 Мак 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Пӗччен ҫӳрекен хир ашакӗ пек, вӗсем Ассур патне кайрӗҫ; Ефрем парне пара-пара ырӑ ят шырарӗ.
Ос 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. Хӑйсем вара, ӑна курасчӗ тесе, кулленех вӑрттӑн сыхласа ҫӳренӗ, ӗнтӗ пӗр-пӗрне ҫапла каланӑ: 13. киле каяр, халь — апатланмалли вӑхӑт, тенӗ; вара, пахчаран тухса, тӗрлӗ еннелле уйӑрӑлса кайнӑ, 14. унтан, каялла таврӑнса, ҫав вырӑнах пырса тухнӑ; вара, пӗр-пӗринчен пӑвӑртса, хӑйсем мӗн шухӑшпа ҫӳренине ыйтса пӗлнӗ, хӑйсен аскӑн шухӑшне пӗлтернӗ, ӗнтӗ Сусаннӑна пӗччен чухне тупма май килекен вӑхӑта палӑртнӑ.
Дан 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Израиль ҫӗрӗнче пушанса юлнӑ вырӑнсенче пурӑнакансем калаҫҫӗ: «Авраам пӗччен пулсах ҫӗре еткерлӗхе илнӗ, эпир вара нумаййӑн; эппин, ку ҫӗре пире еткерлӗхе панӑ» теҫҫӗ.
Иез 33 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Иккӗн выртнӑ чухне те вӗсене ӑшӑрах; пӗччен ҫыннӑн вара мӗнле ӑшӑнас-ха?11. Также, если лежат двое, то тепло им; а одному как согреться?
Еккл 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Пӗччен ҫын ӳксессӗн вара, ҫӗклесе тӑратаканӗ ҫук пулсассӑн, хӗн килет ӑна.Но горе одному, когда упадет, а другого нет, который поднял бы его.
Еккл 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Пӗччен пуличчен иккӗн лайӑхрах, мӗншӗн тесессӗн вӗсенӗн ӗҫӗнче ырӑ пайта пур: 10. пӗри ӳксессӗн, теприйӗ хӑйӗн юлташне ҫӗклесе тӑратать.
Еккл 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Тимлесе пӑхрӑм та — ҫӗр ҫинче тепӗр харамлӑх куртӑм: 8. пӗччен ҫын, урӑх никам та ҫук; ывӑлӗ те, тӑванӗ те ҫук унӑн, ӗҫӗ-терчӗ вара вӗҫӗмсӗр, куҫӗ те пуянлӑхпа тӑрана пӗлмест.
Еккл 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Вӑл пӗччен пӗтӗм тӳпене карса тӑрать, тинӗс хумӗсем ҫийӗн ҫӳрет; 9. Вӑл Ас, Кесиль, Хим ҫӑлтӑрсене# тата кӑнтӑр ҫӑлтӑрӗсене пултарнӑ; 10. Вӑл тӑвакан ӗҫсем аслӑ, вӗсене тишкерсе пӗлейместӗн, Унӑн кӗтречӗсен имӗ-сумӗ те ҫук.
Иов 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Эсӗ пурне те пӗлсе-курса тӑратӑн, эпӗ йӗркесӗр ҫынсен чапне курайманнине, ӳт кастарманнисен вырӑнӗнчен, кирек мӗнле ют халӑх ывӑлӗсен вырӑнӗнчен йӗрӗннине пӗлетӗн; Эсӗ манӑн пурӑнӑҫ мӗншӗн ҫакӑн пек пулнине пӗлетӗн, эпӗ халӑх умне курӑннӑ чухне пуҫӑма чап палли тӑхӑнатӑп, хам вара йӗрӗнетӗп ҫав чап паллинчен — юнпа вараланнӑ тумтиртен йӗрӗннӗ пек йӗрӗнетӗп, пӗччен чухне, ахаль чухне тӑхӑнмастӑп ӑна.
Эсф 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Вӑл хӑйӗн мӗн пуррине тытса тӑракан Вагой хайрана каланӑ: кай та ху патӑнти еврей хӗрарӑмне пирӗнпе пӗрле ӗҫсе ҫиме илсе кил; 12. пире ҫавӑн пек арӑма пӗччен, унпа калаҫмасӑр, хӑварма намӑс; хӑйне чӗнмесен вӑл кулӗ пирӗнтен, тенӗ.
Иудифь 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Эсӗ Хӑвах ҫапла каланӑ: «этеме пӗччен пурӑнма аван мар, ӑна пулӑшса тӑма хӑй евӗрлӗскернех пултарар» тенӗ.Ты сказал: нехорошо быть человеку одному, сотворим помощника, подобного ему.
Тов 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Патша: пӗччен пулсан, апла хыпар илсе килет, тенӗ.
2 Пат 18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Анчах ҫынсем ӑна хуравланӑ: ан ҫӳре; ӗнтӗ эпир тарса кайсан та, пире асӑрхакан пулмӗ; пирӗн ҫарӑн ҫурри вилсе выртсан та, ӑна та асӑрхамӗҫ; эсӗ вара пӗччен вунӑ пине тӑратӑн; ҫапла вара, пирӗншӗн эсӗ пире хуларан пулӑшса тӑни лайӑхрах, тенӗ.
2 Пат 18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Фамарь вара Авессалом пиччӗшӗн килӗнче пӗччен пуҫӑн пурӑннӑ.И жила Фамарь в одиночестве в доме Авессалома, брата своего.
2 Пат 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Ҫӗрле Ҫӳлхуҫа Гедеона каланӑ: тӑр, тапӑра ан, Эпӗ ӑна сан аллуна паратӑп; 10. пӗччен кайма хӑратӑн пулсассӑн, Фура тарҫупа пӗрле кай; 11. эсӗ унта вӗсем мӗн калаҫнине илтӗн, вара аллусем тӗреклӗленӗҫ те, тапӑра кайӑн, тенӗ.
Тӳре 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Паян эсир Ҫӳлхуҫана хирӗҫ тӑратӑр, ыран вара [Ҫӳлхуҫа] Израилӗн пӗтӗм халӑхне ҫилленӗ; 19. ытах та сире хӑвӑр тытса тӑракан ҫӗр таса мар пек туйӑнать пулсассӑн, эсир Ҫӳлхуҫа ҫӗрне, Ҫӳлхуҫанӑн кӗлӗ чатӑрӗ ларакан ҫӗре, куҫӑр та пирӗн хушшӑмӑрта еткер ҫӗр илӗр, анчах Ҫӳлхуҫанӑн, хамӑр Туррӑмӑрӑн, парне вырӑнӗсӗр пуҫне тепӗр парне вырӑнӗ туса, эсир Ҫӳлхуҫана хирӗҫ ан тӑрӑр, пире хирӗҫ те ан тӑрӑр; 20. Зара ывӑлӗ Ахан тупаланӑ япалана илсе, пӗр-пӗчченех усал ӗҫ тумарӗ-и? ҫилӗ вара пӗтӗм Израиль халӑхӗ ҫине ӳкмерӗ-и? йӗркесӗр ӗҫӗшӗн вӑл хӑй пӗччен кӑна пӗтмерӗ, тенӗ.
Нав 22 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
28. Израиль тӑнӑҫлӑ, пӗччен пурӑнать; хӑй умӗнче Иаков куҫӗ илпеклӗ ҫӗр курса тӑрать: тырри-пулли, эрехӗ туп-тулли, пӗлӗчӗсем унта сывлӑм тумлатаҫҫӗ.
Аст 33 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Вӑл ӑна тупнӑччӗ хӑрушӑ пушхирте, салху та тискер ҫеҫенхирте, хӳтӗлерӗ ӑна, сыхласа усрарӗ, Хӑйӗн куҫ шӑрҫине упранӑ пек упрарӗ; 11. ӑмӑрт епле йӑвине хӳтӗлет, чӗпписем ҫийӗн епле вӗҫсе ҫӳрет, ҫунаттине сарса, чӗпписене епле куҫарать вӑл урӑх ҫӗре, 12. ҫавӑн пек ӑна Ҫӳлхуҫа пӗччен ертсе ҫӳрерӗ, Унпа пӗрле ют турӑ пулман.
Аст 32 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.