Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

пӗтерчӗҫ (тĕпĕ: пӗтер) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Тӑваттӑмӗш кунне кӑнтӑрла тӗлӗнче сухаласа пӗтерчӗҫ вӗсем уя.

Помоги переводом

Ӑш вӑркатмӑш // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 68–99 c.

— Юлташӗсем пӗтерчӗҫ, — калаҫӑва хутшӑнчӗ Марук аппа та.

— Друзья погубили, — вмешалась в разговор тетя Марья.

Аня… Анечка… Анна // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 3–67 c.

Усал ҫынсем пӗтерчӗҫ ӑна.

Плохие люди погубили ее.

Аня… Анечка… Анна // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 3–67 c.

Маринене те ҫавсемех пӗтерчӗҫ.

Они и погубили Марину.

Аня… Анечка… Анна // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 3–67 c.

Константиновка салинче — пӗтӗм отрячӗпех кулаксем пӗтерчӗҫ, каҫхине сарайра пуртӑпа касса вӗлерчӗҫ.

Теперь все обошлось, — рана на моей голове заживает, и ребра срослись.

9 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.

Нимӗҫсем нӳхрепсемпе сарайсене ухтарма пуҫларӗҫ, чӑхсене хӑратса пӗтерчӗҫ.

Немцы лазили в погреба и сараи, распугали всех кур.

3 // Леонид Агаков. Жарков Л.М. Хастар тусӑм ҫинчен ҫырнӑ повесть. Вырӑсларан Л. Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 300 с.

— Ярӑнса пӗтерчӗҫ, Вася.

— Откатались, Вася.

5 // Леонид Агаков. Жарков Л.М. Хастар тусӑм ҫинчен ҫырнӑ повесть. Вырӑсларан Л. Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 300 с.

— Ҫитет ӗнтӗ, ярӑнса пӗтерчӗҫ вӗсем, — терӗ вӑл хуллен, шухӑша кайса.

— Довольно, откатались, — сказал он негромко и задумчиво.

5 // Леонид Агаков. Жарков Л.М. Хастар тусӑм ҫинчен ҫырнӑ повесть. Вырӑсларан Л. Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 300 с.

— Мӗн тери ырӑ ҫынна пӗтерчӗҫ! — терӗ вӑл хурлӑхлӑн.

— Какого человека загубили! — с горечью проговорил он.

4 // Леонид Агаков. Жарков Л.М. Хастар тусӑм ҫинчен ҫырнӑ повесть. Вырӑсларан Л. Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 300 с.

Ӗҫе кӑвайт ҫутинче пӗтерчӗҫ.

Работу закончили при свете костра.

11 // Аркадий Малов. Казакевич Э.Г. Кӑвак тетрадь: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 158 с.

Эмиль амӑшӗпе пӗчӗк Ида макӑрса пӗтӗм минтерсене йӗпӗтсе пӗтерчӗҫ, ашшӗ епле вӑрӑммӑн сывланине илтсен чӗре ҫурӑлса каймалла.

Мама Эмиля и маленькая Ида так горько плакали, что подушки у них стали совсем мокрые, папа Эмиля так тяжело вздыхал, что просто сердце разрывалось.

Тунтикун, июлӗн ҫирӗм саккӑрмӗшӗнче Эмиль пальт валли хатӗрленӗ чустана ашшӗн пуҫӗ ҫине тӑкса яни, унтан сарайӗнче ҫӗрӗмӗш кӗлетке касса кӑларни // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.

Пӗрисем ман кукӑле тапӑнса ӑна татӑкӑн-татӑкӑн вакласа пӗтерчӗҫ, теприсем ман пур ҫинче сӗрлесе ҫаврӑнса тата хӑйсен сӑннисемпе мана калама ҫук хӑратса пӑрахрӗҫ.

Одни завладели моим пирогом и раскрошили его на кусочки, другие кружились у меня над головой, оглушая меня жужжаньем и наводя неописуемый ужас своими жалами.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Вӗсем эпӗ паттӑрри тата ырӑ кӑмӑлли ҫинчен мухтаса темӗн те пӗр каласа пӗтерчӗҫ, кайран хӑйсен ҫӗршывне пырса курма мана императорӗ ячӗпе чӗнчӗҫ.

Они наговорили мне много любезностей по поводу моей храбрости и великодушия и передали приглашение императора посетить их страну.

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Хӑҫан хӑваласа ярӑр-ши ҫав ылханлӑ йӑхсене… пӗтӗмпех ҫаратса пӗтерчӗҫ пире!

Когда уж прогоните проклятых… разорили нас совсем!

Тӗлпулу // Уйӑп Мишши. Медведев Д.Н. Ровно патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 246 с.

— Кӑлӑхах пӗтерчӗҫ ҫынна…

— Зря извели человека…

Манӑн университетсем // Леонид Агаков. Горький М. Манӑн университетсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 138 с.

Листоксене ӗнтӗ алран алла иле-иле парса пӗтерчӗҫ.

Листки уже шли по рукам.

XXIX сыпӑк // Петр Золотов. Мстиставлский С.Д. Курак — ҫурхи кайӑк: повесть. Вырӑсларан П. Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 366 с.

Шӑпах вӑрӑ-хурахла хӑтланаҫҫӗ: Ильича пӗтӗмпех аптратса пӗтерчӗҫ.

Прямо разбой: совсем заклевали Ильича.

X сыпӑк // Петр Золотов. Мстиставлский С.Д. Курак — ҫурхи кайӑк: повесть. Вырӑсларан П. Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 366 с.

— … патша! — каласа пӗтерчӗҫ пурте пӗр харӑс.

— …царь! — договорили кругом хором.

ХХХIII сыпӑк // Петр Золотов. Мстиставлский С.Д. Курак — ҫурхи кайӑк: повесть. Вырӑсларан П. Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 366 с.

Виҫҫӗмӗш кунне Ленькӑпа ашшӗ те ҫемленкке чавса пӗтерчӗҫ.

На третий день Ленька и отец закончили рыть землянку.

XI сыпӑк // Михаил Юрьев. Корольков Ю.М. Леня Голиков партизан: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 340 с.

— Епле пӳрт пӑсмалла, мӗнле пулать вӑл? — тарӑхса кайрӗ Екатерина Алексеевна, — сарайӗсене пӑсса пӗтерчӗҫ те пӳртсене ватма пуҫларӗҫ пулать?

— Это как так разбирать избу? — взбунтовалась Екатерина Алексеевна, — сараи раскатали, теперь за избы взялись?

X сыпӑк // Михаил Юрьев. Корольков Ю.М. Леня Голиков партизан: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 340 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней