Поиск
Шырав ĕçĕ:
Анд тӑвӗсем, паллӑ ӗнтӗ, питӗ ҫӳллӗ, ҫавӑнпа вӗсен тӑррисене инҫетри тӗтре ҫийӗн ярӑмланнӑ пӗлӗтсен хушшинче шырамалла.
Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.
Уйӑх пӗлӗтсен айӗнче ҫухалчӗ.
Таса Станислав орденӗ // Юхма Мишши,Асклида Соколова. Воскресенская, Зоя Ивановна. Амӑш чӗри: Мария Александровна Ульянова пурнӑҫӗ ҫинчен ҫырнӑ калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 286 с.
Акӑ, пӗлӗтсен хушши анлӑланчӗ те, вӑл уҫҫӑнах курӑнчӗ.Просвет между тучами увеличился, и теперь ее уже можно было различить совершенно отчетливо.
Вуниккӗмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.
Вӑл хӑйӗн пурнӑҫӗпе, ҫак уяр та ҫутӑ кун пек, ҫӗр ҫинче ҫутӑлса иртсе кайӗччӗ, вара, мӗн тума пӳрнине тусан, пӗлӗтсен уяр та сенкер уҫҫинче ҫухалӗччӗ, шӑранса пӗтӗччӗ…
Ашшӗ // Уйӑп Мишши. Гарин-Михайловский Н.Г. Тёмӑн ача чухнехи пурнӑҫӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 164 с. — 3–157 с.
Ун чухне хӗвел куҫ витми ҫӑра пӗлӗтсен хушшине кӗрсе ҫухалать вара, куҫсем таврари пур ҫӗрте те пӗр евӗрлӗ, ҫап-ҫара ҫаралса юлнӑ салхуллӑ картинӑсене курма хӑнӑхса ҫитеҫҫӗ; ҫав вӑхӑтра, каҫалапа, кантӑк витӗр сасартӑк хӗп-хӗрлӗ хӗвел шевлин пайӑркисем пӳлӗме кӗрсе ӳкеҫҫӗ, вара майӗпен шӑвӑнса, урайӗнче, стенасем ҫинче выляма пуҫлаҫҫӗ, иртсе кайнӑ ӑшӑ ҫу кунӗсене тунсӑхлӑн аса илтереҫҫӗ.
Ашшӗ // Уйӑп Мишши. Гарин-Михайловский Н.Г. Тёмӑн ача чухнехи пурнӑҫӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 164 с. — 3–157 с.
Тёма пуҫӗнче тӗтреллӗ шухӑшсен темле татӑк-кӗсӗкӗсем кӗпӗрленеҫҫӗ; вӑл шухӑшсем ҫак тӗттӗмленсе килекен кунӑн ҫути пекех кунта сивӗ те сулхӑн, унта вара, пӗлӗтсен хушшинче ҫунса пӗтме пуҫланӑ тарӑн уяр тӳпе татӑкӗ те, ача чунне ҫулӑм хыптарса, иртнӗ кунсене аса илтерет.
Ӗҫри кунсем // Уйӑп Мишши. Гарин-Михайловский Н.Г. Тёмӑн ача чухнехи пурнӑҫӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 164 с. — 3–157 с.
Шурӑ тӗс — сивӗ юр тӗсӗ, ҫӳлте-ҫӳлте шӑвакан пӗлӗтсен тӗсӗ, мӑнаҫ та нимӗнле пурнӑҫсӑр ҫӳллӗ ту тӑррисен тӗсӗ…
VII // Степан Апаш. Короленко В.Г. Суккӑр музыкант: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 194 с.
Манӑн куҫӑмсем умӗнче вӗҫӗ-хӗррисӗр тинӗс сарӑлса выртать, пысӑк хура пӗлӗтсен мӗлкисем унӑн ҫинех ӳкеҫҫӗ.
XXXII сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Жюль Верн. Ҫӗр варрине анса курни: роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1947. — 228 с.
Ҫӳле хӑпарса кайнӑ пӗлӗтсем ҫинче электричество хумӗсен ҫутӑ пайӑркисем тӗлӗнмелле выляса тӑраҫҫӗ; пӗлӗтсен аяларахри сийӗсем тӗксӗм хурарах курӑнаҫҫӗ, час-часах уйӑрӑлса кайнӑ икӗ сийлӗ пӗлӗт хушшинчен ҫап-ҫутӑ пайӑрка та шӑтарса тухать.
XXX сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Жюль Верн. Ҫӗр варрине анса курни: роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1947. — 228 с.
Ту айккисенче уйрӑмах палӑракан пӗлӗтсен мӗлкисем сарлака та тарӑн ҫырма пек тӑсӑлаҫҫӗ.А резкие тени облаков на склонах гор — широкие, темные овраги.
Пӗрремӗш сыпӑк // Николай Евстафьев. Павленко П.А. Телей: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 312 с.
Пӗлӗтсен хупӑрланӑвӗнчен мӑкӑртарах ҫамкаллӑ, ҫинҫе те кӗскерех сӑмсаллӑ сарлака пит-куҫ пӑхать.Из облачного окружения смотрело широкое лицо с выпуклым лбом и тонким коротковатым носом.
6. Иртен те ир пулаканни // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.
Ҫамрӑк каччӑ Гагарин пӗлӗтсен леш енчи инҫете хӑпарчӗ, ҫӗр чӑмӑрӗ тавра сакӑр вунӑ минут хушшинче вӗҫсе ҫаврӑнчӗ.Юноша Гагарин поднялся в заоблачные выси, облетел земную твердь за каких-то восемьдесят минут.
Леонид аттемӗр ҫылӑх каҫарттарать // Асклида Соколова. Алексеев, Михаил Николаевич. Ҫӑкӑртан асли ҫук: [повеҫ] / М. Н. Алексеев. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1967. — 192 с.
Ҫанталӑк калама ҫук лайӑх тӑрать; йӑлтӑртатакан хӗвел ӑшӑтать, анчах пӗҫертмест; симӗс ҫулсӑсем хушшинче уҫӑ ҫил хыттӑн шавлать; ҫӗр тӑрӑх ҫӳллӗ, ҫаврака пӗлӗтсен мӗлкисем тӳлеккӗн те хӑвӑрттӑн шӑваҫҫӗ.
XXVI // Николай Сандров. Тургенев И.С. Ҫурхи шывсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1952. — 142 с.
«Дункан» нимӗн чухлӗ те иккӗленсе тӑмасӑр, кукӑр-макӑр выртакан тирпейлӗ ҫырансен хушшипе унчченхи пекех хӑвӑрт малалла пырать; яхта трубинчен мӑкӑрланса пыракан тӗтӗм чуллӑ сӑртсен тӑрнашкисемпе уйӑрӑлнӑ пӗлӗтсен таткисемпе пӗрлешсе каять.
Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.
Сенкер тӳпере пӗлӗтсен хӗррисем хӗвелпе кӗмӗл пек ҫуталаҫҫӗ.
1 // Михаил Рубцов. Гайдар, Аркадий Петрович. Ман юлташсем: калавсем; вырӑсларан М. Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1953. — 158 с. — 3–53 с.
Талккӑшӗпе карса илнӗ шурӑрах пӗлӗтсен ҫӳхе чаршавӗ витӗр хӗвел пӗҫертет.
XXI // Феофан Савиров. Тургенев И.С. Ашшӗсемпе ывӑлӗсем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 206 с.
Унӑн тутинче, куҫӗнче тӗрлӗ туйӑмсем, хӗвеллӗ, ҫиллӗ кунхи пӗлӗтсен мӗлкисем евӗр, хӑвӑрт та ҫӑмӑллӑн курӑнса иртетчӗҫ.
IX // Александр Артемьев. Тургенев И.С. Пиравйхи юрату: повеҫсем, калавсем, прозӑллӑ сӑвӑсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 176 с. — 3–63 с.
Таҫта ҫӳлте хускалми пӗлӗтсен ярӑмӗпе каркаланнӑ тӳпе хӗрри минутсерен сенкерленсе те сенкерленсе пырать.И с каждой минутой все синее становился небосвод, с застывшими в зените перистыми облачками.
XV // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Калча ешернӗрен кӑн-кӑваккӑн курӑнакан ҫеҫен хир ҫурхи ҫил айӗн пурҫӑн пек ҫиҫнӗ, ун тӑрӑх пӗлӗтсен таткаланчӑк мӗлкисем шунӑ, чӗрӗ япала пек, ҫеҫен хир хӑй те куҫнӑ, вӗсемпе пӗрле малалла ишнӗ…
5 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Пӗлӗтсен сайра шӑналӑкӗ витӗр малтанхи ҫӑлтӑрсем курӑнчӗҫ.
XLVII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.