Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

пӗви (тĕпĕ: пӗве) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Рабочисем хӑйсен пӗви (вӗсем патнелле пымалли пӗртен-пӗр ҫул) ҫине баррикада тунӑ, ун ҫине тупӑ лартнӑ, юрать вӗсене заводрах тӑваҫҫӗ…»

Рабочие забаррикадировали плотину своего пруда (единственный путь, ведущий к ним) и поставили на нем пушку, — благо они изготовляются на заводе…»

Вӑтӑр иккӗмӗш сыпӑк // Николай Пиктемир. Голубева, Антонина Георгиевна. Уржум ачи: повесть; вырӑсларан Н. Пиктемир куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1953. — 194 с.

Унсӑрӑн пӗтӗм ӗмӗт пӗви туххӑмрах татӑлса кайнӑ пулӗччӗ.

Иначе бы просто лопнул от своих переживаний.

Ылтӑн пан улми // Марина Карягина. Карягина М.Ф. Ылтӑн панулми: калавсем/ М. Карягина. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 2011. — 84–97 с.

Вӑл вара, пирвайхи кунсенхинчен шутласан, хӑй кӗтӗвӗпе Дударев пӗви патӗнче ҫӳрекен Солдатовпа тӗл пулма тӑтӑшрахах ӗнтӗ майлӑ самант шыракан пулчӗ, унпа ҫывӑхланма тӑрӑшрӗ.

И он уже чаще, нежели в первые дни, искал встреч с Солдатовым, гулявшим со своими косяками в районе Дударова пруда, пытался сблизиться с ним.

III // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Тепӗр ҫур сехетрен Ӑвӑс пӗви ҫывӑхӗнче курӑк ҫисе ҫӳрекен ут кӗтӗвӗ патне ҫитрӗҫ.

Через полчаса наехали на косяк, пасшийся возле Осинового пруда.

II // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Сылтӑмарахра, тӗтреллӗн тӑсӑлакан ҫырма лупашки хыҫӗнче, Жиров пӗви хаваслӑ кулӑпа ейӗлет, ҫутӑ шурӑ ахах-мерчен пек йӑлтӑртатса выртать.

Справа, за туманной очерченной впадиной лога, жемчужно-улыбчиво белела полоска Жирова пруда.

II // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Вӑл Патша пӗви патне пырса ҫитнӗ вӑхӑтра тара ӳкнӗ лашасене пӗр тӗле кӗпӗрлентерсе тӑратнӑ, хашкама ернӗ йӗкӗтсем сотнике хупӑрласа илнӗ.

Когда подъехал он к пруду, потные лошади уже стояли кучей, спешившиеся ребята окружали сотника.

8 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Патша пӗви тӗлӗнче — ҫурхи шывпа капланса тулнӑ хӑйӑр тӗмески паланчӑкӗ.

Возле Царева пруда — наносный от вешней воды песчаный увал.

8 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Тирекрен Патша пӗви патне ҫитме виҫӗ ҫухрӑм.

От тополя до Царева пруда — версты три.

8 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

— Ӑҫта вара вӑл Патша пӗви? — сотник витӗрех мар куҫӗсене хӗссе пӑхрӗ.

— Где это Царев пруд? — сотник близоруко сощурился.

8 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

— Тирек йывӑҫҫи патӗнчен пуҫласа, Патша пӗви патне ҫитиччен.

— От тополя до Царева пруда.

8 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Анчах унӑн ӗҫӗ сӑн-пичӗпе шапах килӗшӳллӗ пулнӑ: вӑл кимӗ ҫине ларсан, кӗсменсемпе авӑсса, пулӑҫӑсенчен лайӑхрах ишнӗ; вӗҫен кайӑксене пере-пере ӳкернӗ; пӗр пӑрӑнмасӑр утӑ ҫулакансем патӗнче кам мӗнле ҫулнине пӑхса тӑнӑ; пахчара миҫе дыня, миҫе арбуз ӳснине пӗлнӗ; пӗви урлӑ хунӑ кӗпер ҫинчен каҫса каякансенчен лав пуҫне пилӗкшер пус илсе тӑнӑ; йывӑҫсем ҫине хӑпарса грушӑсем силленӗ; хӑйӗн хаяр аллипе кахал тарҫисене хӗненӗ, ҫав хаяр аллипех тивӗҫлисене пӗрер черкке эрех те пырса панӑ.

Зато занятия ее совершенно соответствовали ее виду: она каталась сама на лодке, гребя веслом искуснее всякого рыболова; стреляла дичь; стояла неотлучно над косарями; знала наперечет число дынь и арбузов на баштане; брала пошлину по пяти копеек с воза, проезжавшего через ее греблю; взлезала на дерево и трусила груши, била ленивых вассалов своею страшною рукою и подносила достойным рюмку водки из той же грозной руки.

III. Аппӑшӗ // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.

Ак ӗнтӗ пурте вӑранчӗҫ: вӑрманӗ те, пӗви те, уй-хирӗ те.

И вдруг все ожило: и леса, и пруды, и степи.

II. Голова // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.

— Паян сирӗн пӗви татӑлсах кайнӑ.

 — Эко вас прорвало сегодня.

I // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.

Икӗ четвӗрт эрехне — пӗринче шурри, тепринче хӗрлӗ эрех — сивӗтме тесе арман пӗви шывне чикне.

Две больших бутыли, одна с белым, другая с красным вином, охлаждались в мельничной запруде, примыкавшей к лужайке.

XIV. Силистра-Йолу // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Вӑл шыв арманӗ пӗви патне ҫитсе тӑчӗ.

Он подошел к мельничной плотине.

II. Тӑвӑл // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Яков Лукич хайхи, йывӑҫран тунӑ чалӑш патаккине йӑтса, ҫеҫенхире тухса кайрӗ, уйрӑм хуҫалӑхпа пурӑнакан хресченсене икӗ кун хушшинче Рак пӗви хыҫӗнчи ҫӗре валеҫсе пачӗ.

А Яков Лукич отправился с деревянным сажнем в степь и за Рачьим прудом в два дня отвел единоличные наделы.

30-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

— Яков Лукич, ыран ирхине ҫавсене Рак пӗви хыҫӗнчи ҫӗре касса пар.

— Яков Лукич, отводи им завтра с утра землю за Рачьим прудом.

30-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Карчӑк нимӗнле мар пулса кайрӗ, премӗкне ӳкерчӗ те ерипен арман пӗви патнелле утрӗ…

Старуха сконфузилась, уронила пряник и тихо поплелась к плотине…

Арманта // Василий Алагер. Антон Чехов. Калавсем. Чӑвашгосиздат, 1940. — 34–45 стр.

Арман пӗви ҫинче темскерле карчӑк курӑнчӗ, пӗчӗк ҫеҫ карчӑк, чӑмӑртарахскер, сӑн-питрен вӑл йӑваш кӑмӑллӑскер, ҫийӗнче ун темскерле йӑрӑм-йӑрӑмлӑ тумтир, кӑпшанкӑ ҫурӑмӗ евӗрлӗскер.

На плотине показалась какая-то старуха, маленькая, кругленькая, с добродушным лицом, в каком-то странном полосатом салопике, похожем на спинку жука.

Арманта // Василий Алагер. Антон Чехов. Калавсем. Чӑвашгосиздат, 1940. — 34–45 стр.

Ял кулли: крахмал завочӗн лапра пӗви тата ҫул хӗрринчи чалтӑркка йывӑҫсен тӑрӑхӗ пур.

Помоги переводом

«Хамӑра сӳрӗкленме памалла мар» // Геннадий Дегтярев. «Хыпар», 2009.03.28, 58-59№№, 14 стр.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней