Поиск
Шырав ĕçĕ:
Персе ямалли спускӑча пӳрне хӑех пусать; персе ярать, каялла тапса илет, кӑвак тӗтӗм тухать.Кажется, что палец на спуске сам действует; выстрел, отдача приклада и голубой завиток дыма.
32 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.
Пирӗн селӗпсем калаҫма тытӑнсан вара… кичемлӗх пусать, — терӗ анлӑ хӑнтӑр тытнӑ ҫӗнӗ пиншак тӑхӑннӑ ватӑ хресчен, Павӑл каласа пӗтерсе сӗтел ҫинчен сиксе ансан; Павӑла алӑ ҫупмарӗҫ.
30 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.
Вӑл вӑрӑммӑн яра-яра пусать, чӗнмест.
15 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.
Люба ҫын пуҫӗсене хут ҫине ӳкерме юратать; Катя вара чечексемпе лӗпӗшсем кӑна ӳкерет, Люба Фильдӑн концерчӗсене, Бетховенӑн хӑшпӗр соначӗсене питӗ аван калать; Катя варьяцисемпе вальссем калать, васкамасӑр таклаттарать, пӗрмаях педаль ҫине пусать, мӗн те пулин калама тытӑниччен туйӑмлӑн аrpeggio-н виҫӗ аккордне илет…
XXI сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Аманнисене йӑтма час-часах улӑштараҫҫӗ, колонна малалла майӗпенрех те майӗпенрех куҫать, ҫынсен вӑйӗ иксӗлсех пырать — вӗсене сӑрт пек йывӑр ыйхӑ пусать.
8 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.
Пурте ҫывӑрса пӗтсен, Хӳре кӗҫҫе айӗнчен йӑпшӑнса тухать те кибиткӑра хуҫаланма тытӑнать: пӗр такине пусать те ӑна хӑнасем хушшине хурат; икӗ хуҫа хӗрӗнне ҫивӗчӗсене пӗрле ҫыхса ярать, хуҫин пуҫне хуран тӑхӑнтарать, алӑк ҫине вучахри хуран лартакан виҫурана илсе ҫакса ярать, алӑк умне пӑтасем ҫапса тултарать.
Xӳре // Михаил Андреев. Казах юмахӗсем: юмахсем. — Шупашкар: Чӑвашсен государство издательстви, 1938. — 60 с. — 27–32 с.
Лешӗ ӑна хирӗҫ нимӗн те чӗнмест, пӗр утӑм каялла ярса пусать те трусикне ҫилӗпе туртса хӑпартать.
35 // Леонид Агаков. Вигдорова Ф.А. Пурнӑҫ ҫулӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 484 с.
Сывӑ аллипе пружинӑна пусать, аманнипе замока тытса тӑрать.Нажимал здоровой рукой на пружину, а раненой придерживал замок.
ХIII // Василий Юдин. Гариф Губай. Бакенщик хӗрӗ. Повесть. Тутарларан В.Н. Юдин куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1962. — 204 с.
Ӗлӗкхи пек пулсан, вӑл, мӗн те пулин шыраса, унталла та кунталла чупкаланӑ пулӗччӗ, пӗрре ҫыр ҫине чупса улӑхӗччӗ, тепре ҫыран хӗррине сиксе анӗччӗ, халӗ ак, хӑйӗн кашни утӑмне шутласа пусать.
X // Василий Юдин. Гариф Губай. Бакенщик хӗрӗ. Повесть. Тутарларан В.Н. Юдин куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1962. — 204 с.
Типӗ хӑмӑл Ильсеяр урисене ыраттарать, ҫавӑнпа вӑл асӑрханса, урисене шутарса пусать.Ногам Ильсеяр больно от сухой стерни, и она ступает осторожно, придавливая ее скользящим шагом.
VII // Василий Юдин. Гариф Губай. Бакенщик хӗрӗ. Повесть. Тутарларан В.Н. Юдин куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1962. — 204 с.
Вӑл ыйха кайнӑ пекех туять, ӑна ывӑнни пусать, вӑл анӑравлӑн ҫӗрелле пӑхса ларать тата тахшин лӳчӗркенчӗк ҫӗлӗкне чулсем ҫумне пусса сӑтӑркаласа, урисемпе йӑшӑлтатать.
Окуров хули // Уйӑп Мишши. Горький М. Окуров хули: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 134 с.
Унӑн хӑлхисем кӑрт-карт сиккелесе илеҫҫӗ; малалла кашни утӑм тумассерен вӑл, шӑв-шав кӑларас мар тесе, урине асӑрханарах ярса пусать, ҫав вӑхӑтрах унӑн хытӑрах та хытӑрах утас килет; ун умӗнче пушар таврашӗсем тытакан килхушши анлӑн уҫӑлса тӑрсан, ҫав хытӑрах утас кӑмӑлне ҫӗнтерме пултараймарӗ вӑл.
Окуров хули // Уйӑп Мишши. Горький М. Окуров хули: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 134 с.
Ҫапах ҫунса кайнӑ хирсем валли ют ҫӗршывран тырӑ илме вуникӗ миллион тенкӗ ылтӑн укҫа пама йышӑннӑ приказ ҫине Ленин алӑ пусать.
Хӑрушӑ пин те тӑхӑрҫӗр ҫирӗм пӗрремӗш ҫул // Александр Галкин. Прилежаева М. П. Ленин пурнӑҫӗ: повесть; Александр Галкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 255 с.
Хӑшне айккинелле хурать, хӑшне алӑ пусать.
Халӑх япали // Александр Галкин. Прилежаева М. П. Ленин пурнӑҫӗ: повесть; Александр Галкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 255 с.
Хӗлле Маша дачӑна хушӑран хушӑ ҫеҫ килкелесе каять, ҫуркунне вара Малаховкӑна ҫу каҫмаллах куҫса килет: йӑран пусать, купӑста-хӑяр лартать, садра тӑрмашать.
16 // Петр Львов, Георгий Ефимов. Шуртаков С.И. Ҫаврӑннӑ юрату. Повеҫпе калавсем. Вырӑсларан куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 190 с. — 3–180 с.
Килнӗ ҫын чӑматан тӗпне хӑвӑрттӑн та чеен лашт! пусать.
Ленин // Александр Галкин. Прилежаева М. П. Ленин пурнӑҫӗ: повесть; Александр Галкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 255 с.
Чан чартакӗпе алтарь тӑррисен шанклашкаланса юлнӑ тутӑх хӑйкӑчисем, унтан-кунтан хӑма ҫапкаланӑ ванчӑк чӳречесем, ҫӗтӗлсе саплӑкланнӑ тимӗр ҫивитти — пурте ку, кӑмӑла ӳкерсе, салхулӑхпа пусать.
2 // Петр Львов, Георгий Ефимов. Шуртаков С.И. Ҫаврӑннӑ юрату. Повеҫпе калавсем. Вырӑсларан куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 190 с. — 3–180 с.
Пушӑ вӑхӑтра чуна ытларах кичемлӗх пусать тата унӑн вӗҫӗ те, хӗрри те ҫук…В свободное время сильнее точит душу тоска, и нет ей ни конца, ни краю…
Улттӑмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.
Алли хӑйӗн кӑмӑлне хирӗҫлесе машинӑна урӑх хӑвӑртлӑх ҫине куҫарать, ури газ паракан педаль ҫине пусать, машина вара малалла мӗкӗрсе ыткӑнать те, пӗр вырӑнта ҫаврӑнса тӑракан сӑнчӑр чӑрканӑ кустӑрмисемпе юра сирпӗтсе, чарӑнса ларать.
Вӑрҫӑ ҫулӗ ҫинче // Михаил Рубцов. Полевой Б.Н. Эпир — совет ҫыннисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 338 с. — 172–187 с.
Итлекенсене те аван мар туйӑм пусать.
Пӗр тӑван Волковсем // Георгий Ефимов. Полевой Б.Н. Эпир — совет ҫыннисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 338 с. — 116–126 с.