Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

пулӗччӗҫ (тĕпĕ: пул) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Эпир халь унпа мӑшӑрланмасӑр юлатпӑр пулсан, ӑна пӗр кун та шкулта тытса тӑман пулӗччӗҫ.

Помоги переводом

Ҫурӑлса ҫитеймен чечек // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 76–90 с.

Вӗсем хыҫҫӑн пирӗн енчи йытӑсем хашка-хашка чупнӑ пулӗччӗҫ.

Помоги переводом

Ӑшӑ шыракан арҫынпа ятсӑр хӗрарӑм // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 61-74 с.

Ҫакӑ та кӑсӑклӑ: хӑш-пӗр ҫыравҫӑ хӗрсе кайсах парти пусми ҫине хӑпарса карьера тунӑ вӑхӑтра ҫамрӑк ҫыравҫӑсем КПСС ретне кӗме васкамаҫҫӗ (ахӑртнех, вӗсене унта илмен те пулӗччӗҫ), мӗншӗн тесен, ман шутпа, вӗсем тӳрӗ чунлӑ ҫыравҫӑсем пулнӑ, суяпа ултава таҫтанах сиснӗ (Игнатьев кӑна, пурнӑҫ хистенине кура, аллӑ урлӑ каҫсан партие кӗрет, анчах — ҫыравҫӑран тӑрӑхланӑ евӗр — тепӗр виҫӗ-тӑватӑ ҫултан партийӗ те, Совет ҫӗршывӗ та арканса каять).

Помоги переводом

Саланнӑ саманара нитне ҫухатмасӑр хӑтлӑх шыранӑ писатель // Борис Чиндыков. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 3-8 с.

Ҫав ҫарсем вара, Ейӗк ҫинчен Раҫҫейӗн тӗрлӗ кӗтессине туха-туха кайса ирӗклӗхшӗн кӗрешме тытӑннӑ пулӗччӗҫ

Помоги переводом

Юлашки ҫапӑҫу // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Пӗлнӗ-тӗк, тен, вӑйпут вӑрӑ пек вӑрттӑн тухса тарнине чухласа илнӗ пулӗччӗҫ

Помоги переводом

Шикли шикленнӗ — кӗрӗк пӗркеннӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Кӗтмен ҫӗртен тапӑннипе аптранӑскерсем вӗсем ертсе пыраканӗ пулмасан чылайччен хирӗҫ тӑрайман пулӗччӗҫ.

Помоги переводом

Килтеш ялӗ пӗтни // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Пулӑшнӑ пулӗччӗҫ.

Помоги переводом

Кӗлсулттан кинемей // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Калӑпӑр, ӑс-тӑн, туйӑм енчен пурне те пӗр шайлӑн, пӗр виҫеллӗн тусан, пурте пӗр ӗҫе ҫеҫ пӗлнӗ, пӗр ӗҫе ҫеҫ юратнӑ, пӗр ӗҫе ҫеҫ тунӑ пулӗччӗҫ, ҫавна пула ҫынсем хӑйсен пӗрлехи пурнӑҫне йӗркелесе, аталантарса яраймӗччӗҫ.

Помоги переводом

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Ҫӗр чӑмӑрӗ ҫине илсе ҫитернӗ Рюгу астероид ҫинчи тӑпра тӗслӗхӗсенче ӑсчахсем органикӑллӑ молекулӑсем нумай пулнине асӑрханӑ, пурнӑҫ тӗвви амаланса каймалӑх условисем йӗркеленес пулсан вӗсем ӑна тӑвакан элементсем пулма пултарнӑ пулӗччӗҫ.

В образцах астероида Рюгу, доставленных на Землю, учёные обнаружили большое количество органических молекул, которые могли бы послужить строительными элементами в случае возникновения условий для появления жизни.

Рюгу астероид ҫинчен илнӗ тӑпрара органикӑллӑ молекулӑсем нумай тупнӑ // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/news/34360.html

Вӗсене пӑхма пӗлмен пулсан, киревсӗр ӗҫ туса ҫӳрекенсем пӗр кил-йышранах тӑххӑрӑн тухнӑ пулӗччӗҫ.

Помоги переводом

Амӑшӗ // Макар Хури. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 93–94 с.

Кам та пулин ҫак ӗҫе тытӑнас пулсан, вӗренекенсем ҫав ҫынна, сутӑнчӑк вырӑнне шутласа, ҫавӑнтах хытӑ пӑскӑртнӑ пулӗччӗҫ.

Того, кто попытался бы это сделать, ученики сочли бы предателем и сурово-осудили тут же на месте.

Вуннӑмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

— Ах! — терӗ хӗрлӗ сӑмсалли, ҫамки ҫинчи тарне шӑлса илсе, — вилес пекех ывӑнтӑм паян, ӑҫта-ши хуть ҫӗр грамм эрех, урасем лӑштӑрах кайнӑ пулӗччӗҫ.

Помоги переводом

Ҫӑтӑ куҫ ӗнсе хыҫтарать // Геннадий Мальцев. Мальцев Г.С. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: кулӑшла каласем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 80 с. — 51–53 с.

— Ачасем питӗ савӑннӑ пулӗччӗҫ… шӳтлеместӗн пулсан…

Помоги переводом

XX // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

— Ачасем те, Натюш та питӗ савӑннӑ пулӗччӗҫ… анчах ху мӗнле-ха вара эсӗ, Лавр Кузьмич?

Помоги переводом

XX // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

Выльӑхсене ҫӗнӗлле мӗнле тӑрантарасси ҫинчен пӗр-пӗр кичем лектор каласа парас пулсан, тен, залри ҫынсем паҫӑрах ҫывӑрса кайнӑ пулӗччӗҫ, анчах ун ҫинчен ҫак хаваслӑ та хивре хӗр янравлӑ та уҫӑ сасӑпа каланӑран пысӑк хура куҫӗпе пӗрре ӑшшӑн кулса, тепре хаяррӑн пӑхса каланӑран, вӑл залри ҫынсене хӑйӗн сӑмахне ӗнентересшӗн кӑна мар, хӑй те пӗтӗм чунтан ӗненсе каланӑран, чӗререн пӑлханса, хавхаланса каланӑран — ӑна итлеме хаваслӑ та, кӑсӑк та.

Помоги переводом

IV // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

Костьӑпа анне пӗлес пулсан, савӑннӑ пулӗччӗҫ эпир туслашнӑшӑн…

Помоги переводом

Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.

— Ма мана пӗлтермерӗн — пӗрле ҫырнӑ пулӑттӑмӑр, тен, иксӗмӗре пӗрлӗх янӑ пулӗччӗҫ, — хыпӑнса каларӗ Таня.

Помоги переводом

Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.

Чӑвашсем ӗнтӗ ӑна Укҫине тенӗ пулӗччӗҫ.

Помоги переводом

III // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 47–67 с.

Урӑх чухне пулсан, Ҫтаппанпа Макҫӑм, чӑн та, ҫапла тунӑ пулӗччӗҫ.

Помоги переводом

X // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ун пек тусан, ҫав япаласем уншӑн ылтӑнран та хаклӑрах ларнӑ пулӗччӗҫ.

Помоги переводом

Ял Cоветӗнче // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней