Поиск
Шырав ĕçĕ:
1. Эсир ӗнтӗ Христос вӗрентнӗ пек пӗр-пӗрне лӑплантаратӑр пулсан, пӗр-пӗрне юратнипе савӑнса пурӑнатӑр пулсан, пӗр-пӗринпе чун-чӗререн хутшӑнатӑр пулсан, сирӗн ҫынна хӗрхенесси, ҫыншӑн хуйхӑрасси пулсан, 2. манӑн савӑнӑҫӑма тата туллирех тӑвӑсӑрччӗ: сирӗн шухӑшӑрсем пӗр пулччӑр, пӗр-пӗрне юратӑр, пӗр чунлӑ, пӗр шухӑшлӑ пулӑр; 3. нимӗне те тупӑшса е мухтанса ан тӑвӑр, йӑваш ӑслӑ пулса пӗр-пӗрне хӑвӑртан асла хурса хисеплӗр.
Флп 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Эй хуҫасем, эсир те чурӑрсемшӗн ырӑ пулӑр, вӗсене ытла хытӑ ан тытӑр, пӗлсех тӑрӑр: сирӗншӗн те, вӗсемшӗн те тӳпере пӗр Ҫӳлхуҫа.
Эф 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Эй чурасем, хӑвӑр ӳтӗр хуҫине, Христоса пӑхӑннӑ пек, хӑраса та чӗтресе, уҫӑ кӑмӑлпа пӑхӑнса тӑрӑр; 6. ҫынна юрасшӑн тӑрӑшакансем пек, вӗсемшӗн куҫ умӗнче анчах ан ӗҫлӗр, Христос чурисем пек, Турӑ ирӗкне чунтан-вартан пурӑнӑҫласа тӑрӑр: 7. ҫыншӑн ӗҫленӗ пек ан пулӑр, Ҫӳлхуҫашӑн ӗҫленӗ пек юратса ӗҫлӗр, 8. пӗлсех тӑрӑр: чура-и, ирӗкри-и — кирек кам та Ҫӳлхуҫаран хӑй ырӑ тунине кура илӗ.
Эф 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
17. Ҫавӑнпа ӗнтӗ шухӑшла пӗлмен ҫынсем ан пулӑр, Турӑ ирӗкне пӗлсе пырӑр.17. Итак, не будьте нерассудительны, но познавайте, что есть воля Божия.
Эф 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
15. Эппин, хӑвӑр мӗнле пурӑннине асӑрхасах тӑрӑр — ухмахсем пек ан пулӑр, ӑслисем пек пулӑр: 16. вӑхӑта ахаль ан ирттерӗр, мӗншӗн тесессӗн кунсем ултавлӑ.
Эф 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
31. Тӗрлӗрен кӳренесси, хаярланасси, ҫилленесси, кӑшкӑрашасси, хӑртасси, пур тӗрлӗ усаллӑх та сирӗнтен аякра тӑтӑр; 32. пӗр-пӗриншӗн ырӑ пулӑр, пӗр-пӗрне хӗрхенӗр, Турӑ хӑвӑра Иисус Христос урлӑ каҫарнӑ пек, пӗр-пӗрне каҫарӑр.
Эф 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Ҫавӑнпа ӗнтӗ эпӗ, Ҫӳлхуҫамӑршӑн тӗрмере ларакан ҫын, сире ӳкӗтлетӗп: эсир хӑвӑра чӗнсе илсе панӑ ята юрӑхлӑ пурӑнӑр: 2-3. кирек хӑҫан та йӑваш кӑмӑллӑ, лӑпкӑ, вӑрах тӳсӗмлӗ пулӑр, пӗр-пӗрне юратса, килӗштерсе, пӗрлӗхе упраса пурӑнма тӑрӑшӑр.
Эф 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Эй тӑванӑмсем! пӗр-пӗр ҫын мӗнле те пулин ҫылӑха кӗрсен, эсир, Сывлӑш хушнипе пурӑнакансем, ӑна йӑвашшӑн чӑнлӑх ҫулӗ ҫине таврӑнма пулӑшӑр; хӑвӑра хӑвӑр та сыхлӑр: улталанмалла ан пулӑр.
Гал 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
15. Пӗр-пӗрне кӑшласа, ҫисе пурӑнатӑр пулсассӑн, сыхланӑр: пӗр-пӗрин урлӑ пӗтмелле ан пулӑр.15. Если же друг друга угрызаете и съедаете, берегитесь, чтобы вы не были истреблены друг другом.
Гал 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. Эй тӑвансем, ыйтсах калатӑп сире: ман пек пулӑр, эпӗ те сирӗн пекех.12. Прошу вас, братия, будьте, как я, потому что и я, как вы.
Гал 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Эсир пур тӗлӗшпе те питӗ тулӑхлӑ: ҫирӗп ӗненетӗр, хӑватлӑ калаҫатӑр, нумай пӗлетӗр, ырришӗн тӑрӑшатӑр, пире те юратса тӑратӑр — ӗнтӗ ҫак ӗҫре те ырӑ пулӑр.
2 Кор 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
18. «Эпӗ сирӗн Аҫӑр пулӑп, эсир Манӑн ывӑлӑмсем, хӗрӗмсем пулӑр, тет Пурне те Тытса Тӑракан Ҫӳлхуҫа» тенӗ.18. И буду вам Отцем, и вы будете Моими сынами и дщерями, говорит Господь Вседержитель.
2 Кор 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Ачамсене каланӑ пек калатӑп: пирӗн пекех пулӑр, чӗрӗре уҫӑр.13. В равное возмездие, - говорю, как детям, - распространитесь и вы.
2 Кор 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Сыхланса пурӑнӑр, тӗне ҫирӗп тытса пурӑнӑр, хӑюллӑ, тӗреклӗ пулӑр.
1 Кор 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
58. Ҫапла ӗнтӗ, савнӑ тӑванӑмсем, тӗреклӗ пулӑр, ан иккӗленӗр, хӑвӑр ӗҫлени Ҫӳлхуҫа умӗнче харама каяс ҫуккине пӗлсе Унӑн ӗҫне яланах тӑрӑшса туса тӑрӑр.
1 Кор 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
20. Эй тӑванӑмсем! ача ӑслӑ ан пулӑр; усал тӑвас тӗлӗшрен эсир ача пек пулӑр, ӑс кирлӗ ҫӗрте ҫитӗннӗ ҫын пек пулӑр.20. Братия! не будьте дети умом: на злое будьте младенцы, а по уму будьте совершеннолетни.
1 Кор 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Юратуллӑ пулӑр; чунтан-вартан Сывлӑш хастарне илесшӗн тӑрӑшӑр, уйрӑмах Турӑ сӑмахне пӗлтерме тӑрӑшӑр.1. Достигайте любви; ревнуйте о дарах духовных, особенно же о том, чтобы пророчествовать.
1 Кор 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Вӗсенчен хӑшӗ-пӗрисем йӗрӗхсене пуҫҫапнӑ, эсир ҫавсем пек ан пулӑр; вӗсем ҫинчен ҫапла ҫырнӑ: «халӑх ӗҫме-ҫиме ларнӑ, кайран тӑнӑ та выляма пуҫланӑ» тенӗ.
1 Кор 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
23. Сире пысӑк хак парса илнӗ, эсир ҫын чури ан пулӑр.23. Вы куплены дорогою ценою; не делайтесь рабами человеков.
1 Кор 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Пӗр-пӗринчен пӑрӑнса ан ҫӳрӗр, пӑрӑнсан та, пӗр-пӗринпе килӗшсе е чунтан кӗлтӑвасшӑн, е типӗ тытасшӑн пӗр авкана анчах пӑрӑнӑр, унтан каллех пӗрле пулӑр; хӑвӑра чарайман пирки шуйттан сире ан улталайтӑр.
1 Кор 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.