Двуязычный корпус чувашского языка

Текст: Ӳлӗм 13

Раздел: Библи –> Турӑ ҫинчен вӗрентекен сӑваплӑ Иоанн Ӳлӗмхине уҫса пани (Апокалипсис)

Автор: Библи

Источник: Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Добавлен: 2016.04.19 10:03

Предложений: 19; Слово: 365

Тип текста: Религия

По-русски Тема: Религия

1. Унтан эпӗ тинӗс хӗрринчи хӑйӑр ҫине тӑтӑм; тинӗсрен ҫичӗ пуҫлӑ, вунӑ мӑйракаллӑ тискер кайӑк тухнине куртӑм: мӑйракисем ҫинче — вунӑ пуҫкӑшӑль, пуҫӗсем ҫинче — Турра хурлакан сӑмахсем. 2. Эпӗ курнӑ тискер кайӑк барс евӗрлӗччӗ; ури — упа ури пек, ҫӑварӗ — арӑслан ҫӑварӗ пек. Ӑна аҫтаха хӑйӗн хӑватне, хӑйӗн аслӑ пуканне, хӑйӗн аслӑ ирӗкне пачӗ. 3. Тата ҫакна куртӑм: унӑн пӗр пуҫне вилмеллех суранлатнӑччӗ, анчах ҫав вилмеллех суранлатни тӳрленчӗ. Пӗтӗм ҫӗр тискер кайӑкран тӗлӗнсе тӑчӗ; вара тискер кайӑка хӑват панӑ аҫтахана ӳксе пуҫҫапрӗҫ, 4. унтан тискер кайӑкне хӑйне те пуҫҫапрӗҫ: ҫак тискер кайӑк пекки кам пур? унпа кам ҫапӑҫма пултарайӗ? терӗҫ. 5. Ӑна мӑнаҫлӑн калаҫакан, Турра хурласа калаҫакан чӗлхе-ҫӑвар панӑччӗ, ӑна хӗрӗх икӗ уйӑх хушши хӑй ӗҫне тума ирӗк панӑччӗ. 6. Турра хурлама, Унӑн ятне, Вӑл пурӑнакан вырӑна, тӳпере пурӑнакансене те хӑртма ҫӑварне уҫрӗ вӑл. 7. Ӑна сӑваплисемпе вӑрҫӑ вӑрҫма, вӗсене ҫӗнтерме ирӗк панӑччӗ; тата ӑна пур тӗрлӗ йӑха, пур тӗрлӗ халӑха, тӗрлӗ чӗлхеллӗ ҫынсене, ӑрусене тытса тӑма ирӗк панӑччӗ. 8. Тӗнчене пултаричченех парне пулма палӑртнӑ Путекӗн чӗрӗлӗх кӗнекине ячӗсем ҫырӑнман ҫынсем, ҫӗр ҫинче пурӑнаканскерсем, пурте ӑна пуҫҫапӗҫ. 9. Илтме хӑлха пурри илттӗр. 10. Тыткӑна илсе каяканни хӑй тыткӑна кайӗ; хӗҫпе касса вӗлерекене хӑйне те хӗҫпе касса вӗлерӗҫ. Кунта сӑваплӑ халӑх пек чӑтни, вӗсем пек ӗненни кирлӗ.

11. Унтан эпӗ ҫӗр ӑшӗнчен тухакан тепӗр тискер кайӑка куртӑм; унӑн путек мӑйраки евӗрлӗ икӗ мӑйрака, хӑй аҫтаха пек калаҫать. 12. Вӑл аҫтаха умӗнче малтанхи тискер кайӑкӑн мӗнпур ирӗкӗпе ӗҫлет, пӗтӗм ҫӗре, ун ҫинче пурӑнакансене ӗнтӗ вилмеллех сурантан тӳрленнӗ малтанхи тискер кайӑка пуҫҫаптарать; 13. вӑл ҫынсем умӗнче хӑватлӑ паллӑсем туса кӑтартать, тӳперен ҫӗр ҫине вут-ҫулӑм та антарать. 14. Малтанхи тискер кайӑк ятӗнчен тума ирӗк панӑ тӗлӗнмелле ӗҫсемпе вӑл ҫӗр ҫинче пурӑнакансене илӗртсе улталать, ҫӗр ҫинче пурӑнакансене ҫав тискер кайӑкӑн — хӗҫпе вилмеллех суранланнӑ пулсан та чӗрӗ юлнӑскерӗн — сӑнне тума хушать. 15. Ҫав тискер кайӑк сӑнӗ калаҫтӑр, хӑйне пуҫҫапманнисене пурне те вӗлерсе пӗтертӗр тесе, иккӗмӗш тискер кайӑка ун ӑшне сывлӑш кӗртме ирӗк панӑ. 16. Ҫапла вӑл пурне те — кӗҫӗннине те, аслине те, пуяннине те, чухӑннине те, ирӗклине те, чурана та — палӑртса тухӗ: вӗсен сылтӑм алли ҫине е ҫамки ҫине паллӑ лартӗ, 17. вара камӑн ҫав паллӑ — пӗрремӗш тискер кайӑкӑн ячӗ е унӑн ячӗн шут паллийӗ — ҫук, вӑл сутма та, туянма та пултараймӗ. 18. Кунта ӑслӑлӑх кирлӗ. Камӑн ӑс пурри тискер кайӑкӑн шут паллине шутласа кӑлартӑр: ку вӑл — этем шучӗ-хисепӗ; вӑл — ултҫӗр утмӑл улттӑ.

Сайт:

 

Статистика

...подробней