Поиск
Шырав ĕçĕ:
Крыльца ҫине ҫӗлӗксӗр-мӗнсӗр, пиншакне хулпуҫҫи ҫине уртса янӑ хуҫа тухса тӑчӗ; вӑл, килнӗ ҫынна тинкерсе пӑхса, картлашкасем тӑрӑх аялалла анчӗ.Без шапки, пиджак — внапашку, хозяин вышел на крыльцо; всматриваясь в приезжего, сошел с порожков.
1-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Ҫав хутаҫа вара вӑл пуҫне тӑхӑнчӗ, тимӗр ала унӑн пичӗ тӗлне пулчӗ, ҫине амӑшӗн пиншакне уртса ячӗ, урине ҫӑматӑ, аллине алшиш тӑхӑнчӗ вӑл.
33-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Тупӑннӑ икӗ тӑлӑх — ватӑпа ҫамрӑк — хӗрхенсе шухӑшларӗ Катерина, унтан ваткӑллӑ пиншакне хывса пӑрахса, пуҫне Федя еннелле сулчӗ:
12-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Санька, ваткӑллӑ пиншакне уртса ярса, хӗл каҫа тӑхӑнса ҫӳренӗ пилоткине васкавлӑн пуҫӗ ҫине лартса (ҫавна пула унӑн тӑм илнӗ хӑлхисем халӗ те куштӑркаса тӑраҫҫӗ), шкул кӗтессинелле вӗҫтерчӗ.
1-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Акулина ҫеҫ кӗпе аркине пиҫиххи хушшине хӗстерсе ҫӳрет тата дворник ҫуллахи кану вӑхӑтӗнче те хӑйӗн кӗрӗк пиншакне хывмасть.
IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Календарь кӑтартнӑ пекех, март уйӑхӗнче ҫуркунне ҫитет, сӑртсем ҫинчен пӑтранчӑк шыв юхма тытӑнать, ҫӗр ӑшӑнса пӑспа мӑкӑрланма пуҫлать; хресчен кӗрӗк пиншакне хывса, кӗпе вӗҫҫӗн урама тухать, вара аллисене куҫӗ тӗлне тытать те чылайччен хӗвел ҫине савӑнса пӑхать, киленсе кайсах хулпуҫҫине сиктеркелет; унтан кулленхи ӗҫе хатӗрленсе, ӳпӗнтерсе хунӑ урапине пӗр туртинчен е тепӗр туртинчен тытса туртать, е сухапуҫне пӑхса тухса, урипе тапса илет.
IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Анчах ун пек хӑтланни ӑна, ҫара ураллӑ тата пиншакне ҫара ӳт ҫине тӳрех тӑхӑннӑскере, пачах килӗшмерӗ.Это ни в какой мере не соответствовало его босым ногам и отсутствию рубахи под пиджаком.
XXXIV. Подвалра // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Унтан кӗтессе пиншакне сарса канма выртрӗ.
XIX. Кӗрепенке ҫурӑ ҫакӑр // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Темиҫе хутчен ҫаврӑна-ҫаврӑна выртса, ҫӑвара кӗрекен тӑварлӑ шыва суркаласа, матрос виҫӗ хутчен турткаланчӗ те йӗпеннипе чугун пек йывӑрланса ҫитнӗ пиншакне хывса пӑрахрӗ.
XV. Кимӗ тинӗсре // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Унтан пиншакне алла тытать.
XI. Гаврик // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Ыйхӑ майӑн, Гаврик пиншакне пуҫӗ ҫинчен туртса урисене чӗркенӗ.
XI. Гаврик // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Вӑл хулӗсене чӗтретсе илчӗ, шуса аннӑ пиншакне тӳрлетрӗ.
11 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Вӑл, пӗр хулпуҫҫине маларах ярса, ун ҫине пиншакне уртса, сакка хӑяккӑн, питпе ман енне вырнаҫрӗ.Он сидел боком, повернувшись ко мне, заведя вперед одно плечо и накинув на него пиджак.
11 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Ӑнлантӑм: ҫакӑ жестпа, упӑшкин пиншакне ҫӑмӑллӑн перӗннипе, вӑл ку чи малтан манӑн хуйхам, тесе туйтарасшӑн…
17 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Анчах та ҫара ӳт ҫинченех тӑхӑнса янӑ пиншакне, кӗпе вырӑнне шарф уртса янине пурпӗрех асӑрхарӑм.но зато успел заметить, что пиджак был надет на голое тело, а рубашку заменял шарф.
Пӗрремӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Фабзавучра юлашки вӑхӑтсенче тӗл пулнӑ чух вӑл ҫаврака питлӗ, ҫирӗп ӳт-пӳлӗ хӗрача пулнӑ, ашшӗн ӗҫе ҫӳремелли ҫуланса пӗтнӗ пиншакне тӑхӑнса унӑн ҫаннисене тавӑрса, мӑнкӑмӑлланнӑ пек пулса ҫӳренӗ, анчах халӗ вӑл пачах та урӑхла пулнӑ ӗнтӗ.
10 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Вӗри пулнӑран, вӑл: ҫири ваткӑ пиншакне те хыврӗ, тутӑрне те салтса пӑрахрӗ.
16 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Сайра хутра Гек хӑйӗн пиншакне тӑхӑнса ярсан, пиншакӗ вара унӑн ура кӗлисем таран тенӗ пекех усӑнса ҫӳренӗ, хыҫалти тӳмисем пилӗкрен чылай аялта пулнӑ.
6-мӗш сыпӑк. Том Беккипе паллашать // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.
Кӑвак пуставран ҫӗленӗ вӗр-ҫӗнӗ пиншакне тӑп-тӑп тӳмелесе лартнӑ, брюкийӗ те пиншакӗпе пӗр тӗслех.Нарядная суконная куртка, застегнутая на все пуговицы, и такие же новые штаны.
1-мӗш сыпӑк. Том вылять, ҫапӑҫать, тарать // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.
Вӑл пиншакне уҫса кӑтартрӗ.
1-мӗш сыпӑк. Том вылять, ҫапӑҫать, тарать // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.