Поиск
Шырав ĕçĕ:
16. Иисус Христос Ҫӳлхуҫамӑр Хӑй те тата пире савакан, Хӑйӗн тивлечӗпе пире ӗмӗрлӗх лӑпланӑҫпа шанчӑк панӑ Атте Туррӑмӑр 17. сирӗн чӗрӗре лӑплантарччӑр, мӗн вӗрентнине пурне те ҫирӗп тытса тӑма паччӑр, ырӑ ӗҫ туса пурӑнмалла туччӑр.
2 Фес 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
16. Ҫак ҫырӑва хӑвӑр патӑрта вуласа тухсассӑн, ӑна Лаодикири ӗненекен ушкӑнра та вуласа паччӑр; Лаодикирен килес ҫырӑва эсир те вуласа тухӑр.
Кол 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
19. Ҫавӑнпа ӗнтӗ Турӑ ирӗкӗпе хӗн куракансем, ырӑ ӗҫ туса тӑрса, хӑйсен чунне Пурне те Пултаракан аллине паччӑр, Вӑл — шанчӑклӑ.19. Итак страждущие по воле Божией да предадут Ему, как верному Создателю, души свои, делая добро.
1 Пет 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
20. Акӑ Эпӗ ҫӗр ҫинчи пур патшана та — тухӑҫран та кӑнтӑртан, ҫурҫӗртен те анӑҫран — чӗнсе пуҫтаратӑп: вӗсем Манран хӑраса тӑччӑр, хӑйсем вӑрланине каялла тавӑрса паччӑр.
3 Езд 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Мана Ҫӳлхуҫаран сӑмах пулчӗ: 5. кай та Ман халӑхӑма вӗсен усал ӗҫӗсене, вӗсен ывӑлӗсене Мана хирӗҫле тунӑ йӗркесӗр ӗҫӗсене пӗлтер — вӗсем ҫакна ывӑлӗсенӗн ывӑлӗсене каласа паччӑр, 6. мӗншӗн тесессӗн ашшӗ-амӑшӗн ҫылӑхӗсем ачисенче нумайланса кайрӗҫ: Мана манса вӗсем ют турӑсене парне кӳрсе тӑчӗҫ.
3 Езд 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
24. Эхер те малтан Рим ҫыннисен е Римпа туслӑ халӑхсен ӑҫта та пулин вӑрҫӑ тухас пулсассӑн, 25. Иудея халӑхӗ вӗсене пурне те, вӑхӑтне кура, вӑрҫӑра мӗн вӑй ҫитнӗ таран пулӑшма тивӗҫлӗ; 26. Рим ҫыннисемпе вӑрҫӑ вӑрҫакансене вӗсем тырӑ-пулӑ та, кӑрал та, укҫа та, карап та ан паччӑр, илсе те ан пыччӑр — Рим халӑхӗн ирӗкӗ ҫапла; иудейсен хӑйсен тивӗҫне нимӗн илмесӗрех туса тӑмалла. 27. Шӑп ҫавӑн пекех, малтан Иудея халӑхӗн вӑрҫӑ пуҫлансассӑн, Рим ҫыннисем вӗсене вӑрҫӑра, вӑхӑтне кура, чунтан тӑрӑшса пулӑшӗҫ. 28. Иудея халӑхӗпе вӑрҫакансене тырӑ-пулӑ та, кӑрал та, укҫа та, карап та памалла мар — Рим халӑхӗн ирӗкӗ ҫапла; хӑйсен тивӗҫне вӗсен пӗр ултавсӑр пурӑнӑҫламалла» тенӗ.
1 Мак 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Ҫакӑн ҫинчен хӑвӑр ачӑрсене каласа пӗлтерӗр; сирӗн ачӑрсем хӑйсен ачисене, ачӑрсен ачисем ҫитес ӑрусене каласа паччӑр.3. Передайте об этом детям вашим; а дети ваши пусть скажут своим детям, а их дети следующему роду:
Иоиль 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Вара эпӗ, мана тӗлӗкӗн пӗлтерӗшне каласа паччӑр тесе, Вавилонри пӗтӗм ӑсчаха хам патӑма чӗнме хушрӑм.
Дан 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Хайрансен пуҫлӑхӗ Даниила, Ананияна, Мисаила тата Азарияна пӑхса тӑма Амелсара хушнӑ пулнӑ, ӑна вара Даниил ҫапла каланӑ: 12. эсӗ хӑвӑн чурусене вунӑ кун хушши сӑнаса пӑхсамччӗ: ӗҫме-ҫиме пире пахчаҫимӗҫ те шыв кӑна паччӑр; 13. кайран пирӗн сӑн-пите тата патша ӗҫми-ҫимипе тӑранса пурӑнакан яш ачасен сӑнне танлаштарса пӑхӑн та хӑвӑн чурусемпе мӗн тумаллине курӑн вара, тенӗ.
Дан 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Ку вӑл — унӑн ҫӗрӗ, унӑн Израильри пайӗ, ӗнтӗ малашне Израиль пуҫлӑхӗсем Манӑн халӑхӑма ан хӗсӗрлеччӗр, вӗсем Израиль килне йӑхӑн-йӑхӑн ҫӗр уйӑрса паччӑр.
Иез 45 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
16. Анчах та вӗсем хӑйсен мӗнпур ирсӗр ӗҫӗ ҫинчен хӑйсем куҫса каякан вырӑнта пурӑнакан халӑхсене каласа паччӑр тесе, Эпӗ вӗсен пӗчӗк пайне хӗҫрен, выҫлӑхран, хӗн-сурантан сыхласа хӑварӑп; Эпӗ Ҫӳлхуҫа иккенне пӗлӗҫ вара, тесе калать те.
Иез 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Вилнӗ ҫыннишӗн хуйхӑрнӑ чухне лӑпланмалӑх вӗсене ҫӑкӑр та хуҫса ан паччӑр; вӗсене ашшӗне е амӑшне асӑнса ӗҫмешкӗн йӑпанӑҫ курки те ан сӗнччӗр.
Иер 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Эй Ҫӳлхуҫа, Хӑв мӗн пултарни пурте Сана мухтатӑр, Сана Хӑвӑн сӑваплӑ ҫыннусем аслӑлаччӑр; 11-12. Этем ывӑлӗсене Санӑн хӑватлӑху ҫинчен, Санӑн патшалӑхун тӗлӗнмелле чаплӑлӑхӗ ҫинчен пӗлтермешкӗн Санӑн патшалӑхун чапӗ ҫинчен вӗрентчӗр, Санӑн хӑватлӑху ҫинчен каласа паччӑр.
Пс 144 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Эй Турӑҫӑм! патшана Хӑвӑн сутна туса тӑма пар, патша ывӑлне Хӑвӑн тӳрӗлӗхне туса тӑма пар: 2. сут тунӑ чухне вӑл Санӑн халӑхна, Санӑн мӗскӗн ҫыннусене тӳррипе сут тутӑр; 3. тусем ҫынсене тӑнӑҫлӑх паччӑр, сӑртсем тӳрӗлӗх кӳччӗр; 4. халӑх хушшинчи мӗскӗнсене хӳтӗлетӗр, кӗлмӗҫсен ывӑлӗсене хӑтартӑр, хӗсӗрлекене йӑвашлаттӑр.
Пс 71 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
20. Мардохей вара Артаксеркс патша ҫӗрӗнче пурӑнакан иудейсем патне — ҫывӑхрисем патне те, аякрисем патне те — ҫак ӗҫ ҫинчен ҫыру ҫырса янӑ, 21. вӑл иудейсене кашни ҫулах адар уйӑхӗн вунтӑваттӑмӗш тата вунпиллӗкмӗш кунӗсенче уяв ирттерме хушнӑ, 22. мӗншӗн тесессӗн ҫак кунсенче иудейсем хӑйсен тӑшманӗсенчен хӑтӑлнӑ, мӗншӗн тесессӗн ҫав уйӑхра вӗсем патне хурлану вырӑнне савӑнӑҫ, хуйхӑ-суйхӑ вырӑнне уяв кунӗ ҫитнӗ, ҫавӑнпа ҫак кунсене ӗҫкӗ-ҫикӗ те савӑнӑҫ кунӗсем туччӑр, пӗр-пӗрне парне паччӑр, кӗлмӗҫсене пушӑ алӑпа ан яччӑр.
Эсф 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Вара Аман патшана ҫапла каланӑ: патша хисеп-чыс тума шутланӑ ҫын валли 8. патша тӑхӑнакан тум илсе килччӗр, патша утланса ҫӳрекен урхамах ҫавӑтса килччӗр, ун пуҫне патша пуҫкӑшӑльне тӑхӑнтартчӑр, 9. ҫав тума, ҫав урхамаха патшанӑн чи ҫывӑх улпутӗнчен пӗрне паччӑр — вара патша чыслама шутланӑ этеме ҫав тума тӑхӑнтартчӑр та, урхамах ҫине лартса, хула варрине илсе тухчӑр, унтан ун умӗнчен кӑшкӑрса пыччӑр: патша чыслама шут тытнӑ ҫынна акӑ епле хисеплеҫҫӗ! тетчӗр.
Эсф 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Патшан ҫывӑх ҫыннисем, ӑна ӗҫлесе тӑракансем, каланӑ: патша валли ҫамрӑк та илемлӗ хӗрсем пӑхмалла, 3. хӑй патшалӑхӗнчи кашни ҫӗре патша сӑнавҫӑ суйласа ларттӑр, лешӗсем вара пур ҫамрӑк хӳхӗм хӗре тӗп хулана, Сузӑ хулине, унта патша хайранӗ Гегай пӑхса-тытса тӑракан арӑмсен ҫуртне пуҫтарччӑр та ҫав хӗрсене ырӑ шӑршӑллӑ сӗрӗшсем [тата мӗн кирлӗ, ҫавна] паччӑр; 4. патша куҫне килӗшнӗ хӗр патша майри Астинь вырӑнне пултӑр.
Эсф 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Вара ӑна Олоферн тарҫисем чатӑра илсе кӗнӗ, вӑл унта ҫур ҫӗрччен ҫывӑрнӑ; ирхи хурал черечӗ килес умӗн тӑнӑ та 6. Олоферн патне ҫапла хыпар янӑ: хуҫамӑм хуштӑрччӗ: мана, хӑйӗн чурине, кӗлле тухма ирӗк паччӑр.
Иудифь 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Анчах та Иудифь каланӑ ӑна: эпӗ куна ҫиместӗп, ку хама илӗртсе ҫылӑха кӗни пулӗ, мана хампа пӗрле илсе килнӗ апат-ҫимӗҫе паччӑр, тенӗ.
Иудифь 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. Эпӗ ун ҫинчен сӑмах пуҫарам, ӑна сана качча паччӑр; ҫав хӗрӗн еткерлӗхне сана пӳрнӗ, мӗншӗн тесессӗн ун ӑрӑвӗнче арҫын эсӗ анчах, хӗрӗ вара илемлӗ те, ӑслӑ та.
Тов 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.