Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

патшан (тĕпĕ: патша) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
19. Патшан кӑмӑлӗ пулсан, вӑл ҫирӗп хушу кӑлартӑр: Астинь ӗнтӗ Артаксеркс патша умне урӑх ан курӑнтӑр, ун хисеплӗ вырӑнне патша урӑххине, унран лайӑхраххине, патӑр, ҫак йӗрке Персипе Миди саккунӗсене кӗрсе ҫирӗплентӗр, ӑна каялла тумалла ан пултӑр.

19. Если благоугодно царю, пусть выйдет от него царское постановление и впишется в законы Персидские и Мидийские и не отменяется, о том, что Астинь не будет входить пред лице царя Артаксеркса, а царское достоинство ее царь передаст другой, которая лучше ее.

Эсф 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

18. Халь ӗнтӗ Персипе Миди ҫӗрӗнчи аслӑ улпутсен арӑмӗсем те, патша майри мӗн тунине илтсессӗн, патшан пур аслӑ ҫыннине те ҫавӑн пекех калӗҫ; хисеплеменни, намӑс курмалли чылай пулӗ.

18. Теперь княгини Персидские и Мидийские, которые услышат о поступке царицы, будут то же говорить всем князьям царя; и пренебрежения и огорчения будет довольно.

Эсф 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

16. Мемухан вара патшапа аслӑ улпутсем умӗнче каланӑ: Астинь пӗр патша умӗнче ҫеҫ мар, пур аслӑ улпут умӗнче те, Артаксеркс патшан пӗтӗм ҫӗрӗнчи пур халӑх умӗнче те айӑплӑ; 17. мӗншӗн тесессӗн патша майри мӗн туни ҫинчен ытти арӑмсем пӗлӗҫ те хӑйсен упӑшкисене хисеплеми пулӗҫ, «Артаксеркс патша Астине, патша майрине, хӑй умне чӗнтернӗ, анчах лешӗ пыман» тейӗҫ.

16. И сказал Мемухан пред лицем царя и князей: не пред царем одним виновна царица Астинь, а пред всеми князьями и пред всеми народами, которые по всем областям царя Артаксеркса; 17. потому что поступок царицы дойдет до всех жен, и они будут пренебрегать мужьями своими и говорить: царь Артаксеркс велел привести царицу Астинь пред лице свое, а она не пошла.

Эсф 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

21. Эппин, патшан кӑмӑлӗ пулсассӑн, Кир патшан кӗнекисем упранса тӑракан ҫӗрте шыраса пӑхчӑр, 22. Иерусалимра Ҫӳлхуҫа Ҫуртне Кир патша ирӗкӗпе туни палӑрсассӑн, патша хуҫамӑр кӑмӑл тусассӑн, пире ҫакӑн ҫинчен пӗлтермелле пултӑрччӗ» тенӗ ҫырура.

21. Итак, царь, если угодно, пусть поищут в царских книгохранилищах Кира, 22. и если окажется, что строение дома Господня в Иерусалиме производилось по воле царя Кира, и угодно будет это господину царю нашему, пусть дано будет нам знать о том.

2 Езд 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

54. Ҫӳлхуҫа Ҫуртӗнчи мӗнпур сӑваплӑ савӑта — пысӑккине те, пӗчӗккине те — патшан мулне-пурлӑхне пӗтӗмпех Вавилона илсе кайнӑ.

54. И все священные сосуды Господни, большие и малые, и сосуды ковчега Господня и царские сокровища взяли они и отнесли в Вавилон.

2 Езд 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

14. Тата ҫакна калам: хама Иудея ҫӗрӗн пуҫлӑхне уйӑрса лартнӑ кунранпа, — Артаксеркс патшан ҫирӗммӗш ҫулӗнчен пуҫласа вӑтӑр иккӗмӗш ҫулӗччен, вуникӗ ҫул хушши, — эпӗ хам та, манӑн тӑванӑмсем те ҫӗр пуҫлӑхӗн ҫӑкӑрне ҫимен.

14. Еще: с того дня, как определен я был областеначальником их в земле Иудейской, от двадцатого года до тридцать второго года царя Артаксеркса, в продолжение двенадцати лет я и братья мои не ели хлеба областеначальнического.

Неем 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

17. Эппин, патшан кӑмӑлӗ пулсассӑн, патшасен мулӗ упранакан ҫуртра, унта Вавилонра, Кир патша Иерусалимра Турӑ Ҫуртне тума ирӗк панипе паманнине шыраса тупчӑр, вара ӑна пире ярса паччӑр» тенӗ ҫырура.

17. Итак, если царю благоугодно, пусть поищут в доме царских сокровищ, там в Вавилоне, точно ли царем Киром дано разрешение строить сей дом Божий в Иерусалиме, и царскую волю о сем пусть пришлют к нам.

1 Езд 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

23. Артаксеркс патшан ҫырӑвне Рехумпа Шимшай ҫыруҫӑ умӗнче тата вӗсен юлташӗсем умӗнче вуласа панӑ хыҫҫӑнах вӗсем пӗр тӑхтаса тӑмасӑр Иерусалима иудейсем патне тухса кайнӑ та вӗсен ӗҫне пысӑк ҫар вӑйӗпех чарса лартнӑ.

23. Как скоро это письмо царя Артаксеркса было прочитано пред Рехумом и Шимшаем писцом и товарищами их, они немедленно пошли в Иерусалим к Иудеям, и сильною вооруженною рукою остановили работу их.

1 Езд 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

10. Соломон патшан ӗҫ ӗҫлекен халӑха пӑхса тӑракан тӗп пуҫлӑхсем икҫӗр аллӑн пулнӑ.

10. И было главных приставников у царя Соломона, управлявших народом, двести пятьдесят.

2 Ҫулс 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

32. Ионафан, Давид пиччӗшӗ, канашҫӑ пулнӑ, вӑл ӑслӑ ҫын, ҫыруҫӑ пулнӑ; Хахмоний ывӑлӗ Иехиил патша ачисем ҫумӗнче пулнӑ; 33. патша канашҫи Ахитофел пулнӑ; Архи ҫынни Хусий вара патшан тусӗ пулнӑ; 34. Ахитофел хыҫҫӑнхи канашҫӑсем — Ванея ывӑлӗ Иодай тата Авиафар; Иоав вара патшан ҫарпуҫӗ пулнӑ.

32. Ионафан, дядя Давидов, был советником, человек умный и писец; Иехиил, сын Хахмониев, был при сыновьях царя; 33. Ахитофел был советником царя; Хусий Архитянин - другом царя; 34. после же Ахитофела Иодай, сын Ванеи, и Авиафар, а Иоав был военачальником у царя.

1 Ҫулс 27 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Кусем пурте Давид патшан пурлӑхӗпе хуҫалӑхне тӗрӗслесе тӑракан пуҫлӑхсем пулнӑ.

Все эти были начальниками над имением, которое было у царя Давида.

1 Ҫулс 27 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Патшан пӗтӗм ҫарӗ тарса пӗтнӗ.

и все войско его разбежалось от него.

4 Пат 25 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

15. Анчах Иорам патшан хӑйӗн каялла Изрееле таврӑнма тивнӗ, мӗншӗн тесессӗн унӑн Азаилпа, Сири патшипе, ҫапӑҫнӑ чухне суранланнине сиплемелле пулнӑ.

15. Впрочем сам царь Иорам возвратился, чтобы лечиться в Изрееле от ран, которые причинили ему Сирияне, когда он воевал с Азаилом, царем Сирийским.

4 Пат 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

14. Ила патшан ытти ӗҫӗсене, вӑл мӗн-мӗн тунине Израиль патшисенӗн ҫулсеренхи кӗнекинче ҫырса кӑтартнӑ.

14. Прочие дела Илы, все, что он сделал, описано в летописи царей Израильских.

3 Пат 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

43. Израильсем Иуда арӗсене ҫапла хуравланӑ: эпир патшан вунӑ пайӗ, ҫавӑн пекех эпир Давидшӑн та сиртен йышлӑрах; [эсир мар, эпир малтанхисем;] мӗншӗн эсир пире кӗҫӗнлетрӗр?

43. И отвечали Израильтяне мужам Иудиным и сказали: мы десять частей у царя, также и у Давида мы более, нежели вы; [мы первенец, а не вы;] зачем же вы унизили нас?

2 Пат 19 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

5. Давид патша Бахурим хулине ҫитсессӗн, акӑ унтан Саул йӑхӗнчи Гера ывӑлӗ Семей тухнӑ; вӑл усал сӑмахсемпе вӑрҫса пынӑ, 6. Давида тата Давид патшан чурисене пурне те чулпа пенӗ; пӗтӗм ҫын, пӗтӗм хӑюҫах вара [патшан] сылтӑм енче тата сулахай енче утса пынӑ.

5. Когда дошел царь Давид до Бахурима, вот вышел оттуда человек из рода дома Саулова, по имени Семей, сын Геры; он шел и злословил, 6. и бросал камнями на Давида и на всех рабов царя Давида; все же люди и все храбрые были по правую и по левую сторону [царя].

2 Пат 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Пӑхса ил-ха, патшан хӑйӗн пуҫелӗкӗ патӗнче пулнӑ сӑнни тата шыв савӑчӗ ӑҫта? тенӗ.

Посмотри, где копье царя и сосуд с водою, что были у изголовья его?

1 Пат 26 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней