Поиск
Шырав ĕçĕ:
17. Унтан Вӑл курка илсе Турра тав тунӑ та каланӑ: ҫакна илӗр те пӗр-пӗрне парӑр, пурте ӗҫӗр; 18. калатӑп сире: Эпӗ ӗнтӗ Турӑ Патшалӑхӗ килмесӗр иҫӗм ҫырли эрехне урӑх ӗҫмӗп, тенӗ.
Лк 22 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Вӑл вӗсене каланӑ: апла пулсан кесарӗнне — кесаре, Туррӑнне Турра парӑр, тенӗ.25. Он сказал им: итак, отдавайте кесарево кесарю, а Божие Богу.
Лк 20 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
24. Унтан хӑй умӗнче тӑракансене каланӑ: «унран минӑна илӗр те вунӑ минӑллине парӑр» тенӗ.24. И сказал предстоящим: возьмите у него мину и дайте имеющему десять мин.
Лк 19 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
22. Ашшӗ вара хӑйӗн чурисене ҫапла хушнӑ: «чи лайӑх тумтир илсе килсе тумлантарӑр ӑна, пӳрнине куҫлӑ ҫӗрӗ тӑхӑнтартӑр, урине тӑхӑнмалли парӑр; 23. тата ҫитерсе самӑрлатнӑ пӑрӑва илсе килсе пусӑр — ӗҫсе ҫиер, савӑнар: 24. ку ывӑлӑм маншӑн вилнӗччӗ — ӗнтӗ чӗрӗлчӗ, ҫухалнӑччӗ — ӗнтӗ тупӑнчӗ» тенӗ.
Лк 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
33. Хӑвӑрӑн пурлӑхӑра сутӑр та мӗскӗнсене парӑр.
Лк 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
41. Апла тӑвиччен эсир хӑвӑрӑн мӗн пурринчен мӗскӗнсене парӑр, вара сирӗн пурте таса пулӗ.41. Подавайте лучше милостыню из того, что у вас есть, тогда все будет у вас чисто.
Лк 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Вӑл вӗсене каланӑ: вӗсене эсир ҫимелли парӑр, тенӗ.
Лк 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
37. Ан айӑплӑр, хӑвӑра та айӑпламӗҫ; ан хурлӑр, хӑвӑра та хурламӗҫ; каҫарӑр, хӑвӑра та каҫарӗҫ; 38. парӑр, хӑвӑра та парӗҫ: тулли виҫепе виҫсе, силлесе, пусса, тӳпеми тултарсах чӗркӗр ҫине хывӗҫ; ҫапла ӗнтӗ мӗнле виҫепе виҫетӗр, хӑвӑра та ҫав виҫепех виҫсе парӗҫ, тенӗ.
Лк 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
35. Эсир вара хӑвӑрӑн тӑшманӑрсене юратӑр, вӗсене ырӑ тӑвӑр, каялла илессе шанмасӑрах кивҫен парӑр; вара сире пысӑк сӑвап пулӗ, эсир Ҫӳлти Туррӑн ывӑлӗсем пулӑр, мӗншӗн тесессӗн Вӑл пархатарсӑррисемшӗн те, усаллисемшӗн те ырӑ.
Лк 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
17. Иисус вӗсене ҫапла хуравласа каланӑ: кесарӗнне кесаре, Туррӑнне Турра парӑр, тенӗ.17. Иисус сказал им в ответ: отдавайте кесарево кесарю, а Божие Богу.
Мк 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
29. Иисус вара вӗсене ҫапла хуравласа каланӑ: Манӑн та сирӗнтен пӗр сӑмах ыйтмалли пур, каласа парӑр Мана, вара Эпӗ те сире ҫакна мӗнле тивӗҫпе тунине калӑп.
Мк 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
37. Вӑл вӗсене ҫапла хуравласа каланӑ: ҫимелли вӗсене эсир хӑвӑр парӑр, тенӗ.
Мк 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
14. Ҫавӑн чухне вуниккӗшӗнчен пӗри, Иуда Искариот ятли, аслӑ священниксем патне кайнӑ та 15. каланӑ: Ӑна сире тытса парсассӑн эсир мана мӗн парӑр? тенӗ.
Мф 26 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
26. Хуҫи ӑна ҫапла хуравласа каланӑ: «эй усал та кахал чура! эпӗ акман ҫӗрте вырнине, сӑвӑрман ҫӗрте пуҫтарнине пӗле тӑркач 27. санӑн ман кӗмӗле суту-илӳ тӑвакансене памаллаччӗ, киле таврӑнсассӑн эпӗ тупӑш илнӗ пулӑттӑм; 28. ӗнтӗ таланта унран илӗр те вунӑ талантлине парӑр: 29. камӑн пур, ӑна тата парӗҫ, унӑн хушӑнсах пырӗ, камӑн ҫук, унран мӗн пуррине те туртса илӗҫ; 30. юрӑхсӑр чурана тула сӗмлӗхе кӑларса пӑрахӑр: унта ӗнтӗ кӑшкӑрса йӗни те шӑл шатӑртаттарни илтӗнсе тӑрӗ» тенӗ.
Мф 25 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Вара Вӑл вӗсене ҫапла калать: эппин, кесарӗнне кесаре, Туррӑнне Турра парӑр, тет.Тогда говорит им: итак отдавайте кесарево кесарю, а Божие Богу.
Мф 22 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
16. Иисус вӗсене каланӑ: вӗсен кайма кирлӗ мар, ҫимелли вӗсене эсир хӑвӑр парӑр, тенӗ.
Мф 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Ҫакӑ вуникӗ вӗренекенне Иисус ҫапла каласа вӗрентсе янӑ: суя тӗнлӗ халӑхсем патне ан кайӑр, Самари хулине ан кӗрӗр; 6. чи малтан Израиль килӗн ҫухалнӑ сурӑхӗсем патне кайӑр; 7. ҫӳренӗ чухне: «Ҫӳлти Патшалӑх ҫывӑхарчӗ» тесе вӗрентӗр; 8. чирлисене сыватӑр, тилҫеллисене тасатӑр, вилнисене чӗртӗр, усалсене хӑваласа кӑларӑр; тӳлевсӗр илтӗр — тӳлевсӗрех парӑр.
Мф 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Сӑваплӑ япалана йытта ан парӑр, хӑвӑрӑн ӗнчӗре сысна умне ан пӑрахӑр, вӗсем ӑна таптаса пӗтерӗҫ, каялла ҫавӑрӑнса, хӑвӑра туртса ҫурӗҫ.
Мф 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
23. Анчах вӑл, хӑйӗн кунне-ҫулне, хисеплӗ ватлӑхне, сумлӑ шурӑ ҫӳҫне тивӗҫлӗ ырӑ шухӑшсемпе пурӑнаканскер, ачаран Турра хисеплесе ӳснӗскер, унтан та ытла — Турӑ панӑ саккун умӗнче тасаскер — ҫакӑнпа килӗшӳллӗн хуравласа ҫапла каланӑ: «халех вилӗм аллине парӑр: 24. пирӗн ҫулхи ҫын икӗпитленни хитре мар, ҫамрӑксем, тӑхӑрвуннӑри Елеазар суя тӗне куҫнине пӗлсессӗн, 25. эпӗ икӗпитленнипе, мана пула кӗске те ниме тӑман пурӑнӑҫшӑн аташса ан кайччӑр, ҫапла эпӗ ватлӑхӑма чыссӑра кӑларӑп, варалӑп. 26. Эхер те хальхи вӑхӑтра эпӗ ҫын кӳрекен асапран хӑтӑлсассӑн та, ку пурӑнӑҫра та, вилсессӗн те Пурне те Пултаракан Турӑ аллинчен вӗҫерӗнеймӗп. 27. Ҫавӑнпа та халӗ пурӑнӑҫран хӑюллӑн уйӑрӑлса кайса, эпӗ хам ырӑ ватлӑха тивӗҫӗп, 28. ҫамрӑксем валли вара ырӑ тӗслӗх хӑварӑп — хисепе тивӗҫлӗ, сӑваплӑ саккунсемшӗн вилӗме пӗр иккӗленмесӗр, хӑюллӑн йышӑнма вӗрентӗп» тенӗ.
2 Мак 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
31. Апла тумастӑр пулсассӑн, вӗсемшӗн пилӗкҫӗр талант кӗмӗл парӑр тата хӑвӑр ҫаратса хӑварнӑшӑн, хуласенчен илсе тӑракан хырҫӑшӑн тепӗр пилӗкҫӗр талант тӳлӗр; памастӑр пулсассӑн, пыратпӑр та сирӗнпе вӑрҫӑ пуҫлатпӑр» тенӗ.
1 Мак 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.