Поиск
Шырав ĕçĕ:
8. Малтан Вӑл: «саккун тӑрӑх пусса кӳрекен парнене те, урӑх парнене те, пӗтӗмӗшпе ҫунтарса кӳрекен парнене те, ҫылӑхшӑн кӳрекен парнене те Эсӗ хапӑл тумарӑн, вӗсене кӑмӑл та тумарӑн» тенӗ; 9. унтан ҫапла хушса каланӑ: «эй Туррӑм, акӑ Санӑн ирӗкне пурӑнӑҫлама каятӑп» тенӗ.
Евр 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Ҫавӑнпа ӗнтӗ Христос тӗнчене килсессӗн ҫапла калать: «пусса кӳрекен парнене те, урӑх парнене те Эсӗ хапӑл тумарӑн, Эсӗ Ман валли ӳт хатӗрлерӗн. 6. Пӗтӗмӗшпе ҫунтарса паракан парнесем те, ҫылӑхшӑн кӳрекен парнесем те Сана юрӑхлӑ мар. 7. Вара Эпӗ каларӑм: «эй Туррӑм, Ман ҫинчен кӗнекере ҫырнӑ пек, Санӑн ирӗкне пурӑнӑҫламашкӑн акӑ Эпӗ Хам каятӑп, терӗм» тет.
Евр 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
27. Этеме пӗрре анчах вилмелле тунӑ, унтан вара — сут; 28. ҫавӑн пекех Христос та, нумайӑшӗн ҫылӑхӗсене Хӑй ҫине илмешкӗн, Хӑйне Хӑй парнене пӗрре кӳнӗ; иккӗмӗш хутӗнче Вӑл ҫылӑхран тасатма мар, Хӑйне кӗтсе тӑракансене ҫӑлмашкӑн килӗ.
Евр 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
25. Аслӑ священник сӑваплӑ пӳлӗме выльӑх юнӗпе ҫуллен кӗрет пулсассӑн, Христос тӳпе ӑшне Хӑйне темиҫе хут парнене кӳме кӗмен; 26. апла Унӑн тӗнчене пултарнӑранпа нумай хут та асапланмалла пулнӑ пулӗччӗ, Вӑл Хӑйне парнене кӳрсе ҫылӑха пӗтермешкӗн пӗрре ҫеҫ, ӗмӗрсем вӗҫӗнче, килнӗ.
Евр 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Ҫапла тунӑ кӗлӗ чатӑрӗн малтанхи пӳлӗмне священниксем яланах Турра кӗлтума кӗреҫҫӗ; 7. тепӗр пӳлӗмне аслӑ священник анчах ҫулталӑкра пӗрре кӗрсе тухать; вӑл унта юнсӑр кӗмест; юна хӑйшӗн тата халӑхӑн пӗлмесӗр тунӑ ҫылӑхӗшӗн парнене кӳрет.
Евр 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Кирек хӑш аслӑ священника та ахаль парнесемпе пуснӑ парнесем кӳме лартаҫҫӗ; ҫавӑнпа Унӑн аллинче те парнене кӳмелли пулмалла пулнӑ.
Евр 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
27. Леш аслӑ священниксем кулленех малтан хӑйсен ҫылӑхӗсемшӗн, кайран халӑх ҫылӑхӗсемшӗн парне кӳрсе тӑнӑ пулсассӑн, Унӑн ун пек тума кирлӗ мар — Вӑл ҫав ӗҫе Хӑйне Хӑй пӗрре парнене кӳрсех туса ҫитернӗ.
Евр 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Турӑ евӗрлӗ пулма тӑрӑшӑр — эсир Унӑн юратнӑ ачисем-ҫке; 2. пӗр-пӗрне юратса пурӑнӑр — Христос хамӑра юратнӑ пек юратӑр, Вӑл пирӗншӗн Хӑйне Хӑй Турра парнене кӳнӗ, ырӑ шӑршӑллӑ парне пулнӑ.
Эф 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Ҫавӑнпа ӗнтӗ ҫӗнӗ чуста пулмашкӑн кивӗ кӑвас чустинчен хӑтӑлӑр, сирӗн йӳҫӗтмен чуста пулмалла, мӗншӗн тесессӗн пирӗн Пасхӑна, Христоса, пирӗншӗн парнене кӳнӗ.
1 Кор 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
15. Вӗсем тӳрӗ ҫула пӑрахса чыссӑр парнене сӑхланнӑ Валаамӑн, Восор ывӑлӗн, йӗрӗпе кайса аташнӑ, 16. анчах Валаама хӑйӗн ӗҫӗ йӗркесӗррине кӑтартса намӑса кӑларнӑ: чӗлхесӗр ашак этемле калаҫса ҫав пророкӑн ухмах шухӑшне чарнӑ.
2 Пет 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
49. Кирек кам та вутпа тӑварланать, кирек епле парнене те тӑварпа тӑварлаҫҫӗ.49. Ибо всякий огнем осолится, и всякая жертва солью осолится.
Мк 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
19. Эй ӑссӑрсем, суккӑрсем! мӗн аслӑрах: парне-и е парнене тасалӑх тивлечӗ кӳрекен вырӑн-и?19. Безумные и слепые! что больше: дар, или жертвенник, освящающий дар?
Мф 23 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
37. Ҫӳлхуҫа шанса панӑ парнене илӗр — савӑнӑр, уншӑн хӑвӑра Ҫӳлти Патшалӑха Чӗннине тав тӑвӑр.37. Вверенный дар приимите, и наслаждайтесь, благодаря Того, Кто призвал вас в небесное царство.
3 Езд 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Анчах Турӑ патшана тарӑн ыйха янӑ пулнӑ — ҫакӑ ырӑ парнене Вӑл мӗн ӗмӗртен кама ярса парас тет, ҫавна ҫӗрле те, кӑнтӑрла та ярса парать.
3 Мак 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Моисей Ҫӳлхуҫана кӗлтунӑ чухне тӳперен вут-ҫулӑм анса парнене ҫунтарса янӑ пекех, Соломон кӗлтунӑ чухне те вут-ҫулӑм аннӑ та пӗтӗмӗшпе ҫунтарса кӳрекен парнесене ҫунтарса янӑ.
2 Мак 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
26. Ҫак парнене Хӑвӑн пӗтӗм халӑхушӑн — Израильшӗн — йышӑнсам, Хӑвӑн еткерне сыхласа хӑварсам, тасатсам ӑна; 27. пире, саланса кайнӑскерсене, пуҫтарсам, суя тӗнлисен пусмӑрӗнчисене ирӗке кӑларсам, мӑшкӑла юлнисене, хурлӑх куракансене хӗрхенсем — суя тӗнлисем Эсӗ пирӗн Турӑ иккенне пӗлччӗр; 28. пире мӑнаҫланса хӗсӗрлекенсемпе кӳрентерекенсене хытӑ айӑпла; 29. Моисей каланӑ пек, Хӑвӑн халӑхна Хӑвӑн сӑваплӑ вырӑнна вырӑнаҫтар».
2 Мак 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Кулленхи парнене кӳме чарнӑранпа, йӗрӗнчӗк лартса хунӑранпа пин те икҫӗр тӑхӑрвунӑ кун иртӗ.
Дан 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Эпӗ пӗр святой калаҫнине илтрӗм, тепӗр святойӗ вара калаҫаканнинчен ҫапла ыйтрӗ: «курӑнни — куллен кӳмелли парнене хурласси, Сӑваплӑ Ҫурта ҫаратасси-ирсӗрлетесси, ҫара мӑшкӑлласси — мӗн вӑхӑта тӑсӑлӗ-ши ку?» терӗ.
Дан 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
20. Мана каларӗ: ҫак вырӑнта священниксен усал ӗҫшӗн кӳнӗ парнене тата ҫылӑх парнине пӗҫермелле, ҫакӑнта тырӑ парнине пӗҫермелле, ҫавна, ӑна халӑх ан сӗртӗнтӗр тесе, тулашӗнчи картишне илсе тухмасӑр пӗҫермелле, терӗ.
Иез 46 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
15. Ирсерен ялан пӗтӗмӗшпе ҫунтарса памалли парнене путек, тырӑ парни тата ҫу кӳччӗр.15. Пусть приносят во всесожжение агнца и хлебное приношение и елей каждое утро постоянно.
Иез 46 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.