Поиск
Шырав ĕçĕ:
Лозинский хӑйне тыткаланинче ҫак ҫынна пысӑка хурса хаклани палӑрнӑ, ӑна палласа илнине палӑртас темен вӑл, мӗншӗн тесен ҫапах лешӗ улпут пулнӑ-ҫке-ха тата ӑна пысӑк пулӑшу панӑ.
XXXII // Николай Иванов, Евстафий Владимиров. Короленко В.Г. Чӗлхесӗр: калав. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 108 с.
Вӑл ҫуралнӑ ҫӗршывра шултра пиртен ҫӗленӗ кӗпесемпе ҫӳрекен ҫынсем сюртук тӑхӑнакан ҫынсене юратнипе хисепленине ҫӗр ҫумне ҫитиччен тайӑлнипе тата аллисене чуптунипе палӑртас йӑла пур ӗнтӗ.
XXIII // Николай Иванов, Евстафий Владимиров. Короленко В.Г. Чӗлхесӗр: калав. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 108 с.
Кунта хаҫат джентльменӗ тӳрӗ кӑмӑллӑ пулнине палӑртас пулать: чи малтан вӑл ҫак телейсӗр ҫын, тен, чӗрӗ пулӗ тесе те шухӑшланӑ.
XXII // Николай Иванов, Евстафий Владимиров. Короленко В.Г. Чӗлхесӗр: калав. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 108 с.
Писателӗн театр репертуарне кӗнӗ ҫирӗм ытла пьесинчен уйрӑмах ҫаксене палӑртас килет: «Элнет», «Тӳнтерлене хирӗҫ», «Аван пурӑнатпӑр», «Пӗрремӗш категори», «Капкӑн хутаҫҫи», «Атӑл ҫинчи Шупашкар», «Тупа», «Тӑван ҫӗршыв чӗнет», «Сержант Ванюшин».
«Ӗмӗр сакки сарлака» романпа унан авторӗ // Николай Григорьев. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Карапа мӗнле тытса пыни хӑйне интереслентернине малалла палӑртас мар терӗ Джон Мангльс, анчах экипажӑн лӳпперлӗхӗ пассажирсене хӑрушлӑхсем патне илсе пырать пулсан, капитан килӗшет-и унта, е килӗшмест, — пурпӗрех айӑккинчен пӑхса тӑраканни пулмасть вӑл.
Иккӗмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.
Вӑл ача — хулиган, эсӗ — айван, — хӑй пӑлханнине палӑртас мар тесе, сиввӗнрех калама тӑрӑшрӗ Ольга.Этот мальчишка — хулиган, а ты глупа, — холодно выговаривала, стараясь казаться спокойной, Ольга.
Тимурпа унӑн команди // Матвей Сакмаров. Гайдар, Аркадий Петрович. Тимурпа унӑн команди: повесть; вырӑсларан М.А.Сакмаров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1967. — 102 с.
Базаров ҫыру тӑрӑх куҫӗсемпе хӑвӑрт чупса тухрӗ те, кӑкӑрӗнче сасартӑк хыпса тухнӑ ҫилӗллӗ хаваслӑха палӑртас мар тесе, хӑйне аран тытса чарчӗ.
XXVI // Феофан Савиров. Тургенев И.С. Ашшӗсемпе ывӑлӗсем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 206 с.
Хам аптраса ӳкменнине палӑртас тесе сӑмсана тӳпенелле, уйӑх ҫинелле, каҫӑртса хутӑм.Чтобы не подумала, что я тоже растерялся, вздёрнул нос повыше, в сторону луны.
Сӑвап // Марина Карягина. Карягина М.Ф. Ылтӑн панулми: калавсем/ М. Карягина. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 2011. — 105–116 с.
Йытӑ чӑннипех те хӑраса ӳкнӗ, анчах хӑй хӑранине палӑртас мар тесе, хыттӑн вӗрсе янӑ та аҫа кушак ҫине сиксе ӳкнӗ… кушак аҫи ҫурӑмне тата хытӑрах мӑкӑртса кӑларнӑ та чӑшлатса пырса, Каштанкӑна питӗнчен аллипе ҫапнӑ.
III. Ҫӗнӗ, питех те кӑмӑллӑ паллашу // Николай Пиктемир. Антон Чехов. Каштанка: калав; вырӑсларан Н. Пиктемир куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1941. — 48 с.
Манӑн хӗрлисене хирӗҫ ҫӗкленнӗ хӗҫпӑшаллӑ кӗрешӳре сирӗн хутортан уйрӑмах палӑрнӑ хӗрарӑмсене наградӑсем парса палӑртас кӑмӑл пур.
XII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Ӑна ҫак ҫын нихҫан та иккӗленмен пек туйӑннӑ, уншӑн пурте яланах паллӑ пулнӑ пулмалла, хӑй мӗне те пулин шанман вӑхӑтра та хӑйӗн вӑйсӑрлӑхне, хӑй пӗлменнине ҫынсем умӗнче палӑртас йӑла пулман унӑн.
22 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Пиччӗшӗн шухӑшне тавҫӑрнине палӑртас мар тесе, вӑл юри хӑпартланса калаҫрӗ:Отводя это разгаданное намерение, он заговорил с напускной оживленностью.
II // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Калӑпӑр, тулӑ ҫирӗм пилӗк центнер илме палӑртас.
XI сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
Чуна хытарнӑ пирки-и, е хӑйӗн вӑйсӑрлӑхне палӑртас мар тесе, — анчах та вӑл ҫырусенче хӑйне йывӑрри, кичемми ҫинчен пӗр сӑмах та ҫырмасть.
19 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
П… полкӗн пӗлӳлӗхне тата ытларах палӑртас тесе эпир офицерсенчен иккӗшӗ питӗ те вӑйлӑ карт ӑстисем пулни ҫинчен тата выляма ларсан вӗсем мундирӗсене, картузӗсене, шинелӗсене, темлякӗсене, тепӗр чух, аялтан тӑхӑнакан кӗпи-йӗмӗсене выля-выля яни ҫинчен те хушса хурӑпӑр; ун пеккисене кавалеристсен хушшинче те пур ҫӗрте те шыраса тупаймастӑн.
I. Иван Федорович Шпонька // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.
Хӑйсене палӑртас мар тесе тата боеприпассене перекетлес шутпа пулас, вӗсен малти позицире тӑракан артиллерийӗ пемерӗ.
VII // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.
Ҫакна палӑртас пулать: кӗнеке-хаҫатри сӑмаха питех те юратакан Кондратьева ҫак портретсем мар, ҫӳлӗк ҫинче хӗсӗк пулни те мар, ӑна кӗнекесем питех те тӗрлӗрен пулни интереслентерчӗ.
XII // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Хӑй хумханнине палӑртас мар тата Татьяна умӗнче савнӑҫлӑ пулас тесе, Илья ал айне пулнӑ Мишуткӑна хапха умӗнчех ярса тытрӗ те килкартине ҫӗклесе кӗчӗ.
XI // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Ӗҫ тухманнине ӑнланса илсен, хӑй пуррине палӑртас мар тесе, вӑл юлташӗсем выртнӑ ҫӗрелле пӑшал пемесӗрех шуса кайма шут тытрӗ.
XVIII // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.
Лозневой хӑй чӗтренсе палӑртас марччӗ тесе, аран ҫеҫ чӑтса тӑчӗ.
XXI // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.