Поиск
Шырав ĕçĕ:
— Влаҫа тытса илнӗ хыҫҫӑн чи ҫывӑх вӑхӑтра, — чи ҫывӑх вӑхӑтра кӑна та мар, — мӗн-мӗн тумаллине уҫҫӑн палӑртакан программа.— Ясная программа действий на ближайшее время после захвата власти, да и не только на ближайшее.
16 // Аркадий Малов. Казакевич Э.Г. Кӑвак тетрадь: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 158 с.
Политикӑллӑ тӗллеве ҫав тери уҫҫӑн палӑртакан лирикӑллӑ статья.
6 // Аркадий Малов. Казакевич Э.Г. Кӑвак тетрадь: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 158 с.
Вӗрентекен кунӗ ячӗпе — ырӑ та ҫутӑ туйӑмсемпе, юратупа тулли тата педагогсене чунтан хисеплесе тав тунине палӑртакан хӑйне евӗрлӗ уявпа чун-чӗререн саламланине йышӑнсамӑр!
Михаил Игнатьев Вӗрентекен кунӗ ячӗпе саламлани (2019) // Михаил Игнатьев. https://cap.ru/news/2019/10/03/glava-chu ... yaet-s-dne
Тутарстан — аслӑ должноҫри ҫынна «президент» тесе палӑртакан пӗртен-пӗр Раҫҫей Федерацийӗнчи субъект.Татарстан остался единственным субъектом РФ, где высшее должностное лицо именуется президентом.
Тутарстан парламенчӗ республика президенчӗн должноҫне улӑштарма хирӗҫ // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/news/30073.html
Ҫавӑн пекех вӑл проектпа палӑртакан «регионти парламентсен тата аслӑ должноҫри ҫынсен суйланакан тапхӑр пӗрешкел пулмалла» тенине хирӗҫ тухса калаҫнӑ.
Тутарстан парламенчӗ республика президенчӗн должноҫне улӑштарма хирӗҫ // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/news/30073.html
Ҫак уяв кунӗнче питех те пӗлтерӗшлӗ ӗҫӗрсемшӗн тата ҫирӗп чун хавалӗшӗн тав туса сума сунине палӑртакан ӑшӑ та ырӑ сӑмахсене йышӑнсамӑр!
Олег Николаев Пӗтӗм тӗнчери ватӑ ҫынсен кунӗ ячӗпе саламлани (2021) // Олег Николаев. http://glava.cap.ru/news/2021/10/01/glav ... et-s-mezhd
Рыцарӗн вӗресе тӑракан вӑйпа ҫамрӑклӑха палӑртакан таса та хитре пичӗ ҫумӗнче тутар хӗрарӑмӗн йывӑр пурӑнӑҫпа пӗтнӗ, шуралнӑ пичӗ пачах урӑхла курӑнать.
VI // Куҫма Турхан. Гоголь Н.В. Тарас Бульба: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 126 с.
Чӑваш чӗлхи кӑна, пирӗн халӑх культурине палӑртакан чи пӗлтерӗшлӗ уйрӑмлӑх, тӳре-шарашӑн пӗлтерӗшлӗ ыйтусен шутне кӗмест.
Суйлав вӑхӑтӗнчи патшалӑх чӗлхисем // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/blogs/comments/5738.html
Эпир сирӗнпе пӗрле хулара ятарлӑ экономика зонине туса хутӑмӑр, ҫакӑ инновациллӗ производствӑсене аталантарма тата ҫӗнӗ ӗҫ вырӑнӗсем йӗркелеме палӑртакан ҫӗнӗ инвесторсене республикӑна явӑҫтарма май парать.
Ҫӗнӗ Шупашкар Хула кунӗ ячӗпе саламлани (2021) // Олег Николаев. http://glava.cap.ru/news/2021/08/28/glav ... aet-s-dnem
Красс Спартакӑн геркулесла формин мӑнаҫлӑхӗ, ҫыпӑҫулӑхӗ тата илемлӗхӗ ҫине, унӑн сарлака ҫамки ҫине, йӑлтӑртатакан куҫӗсем ҫине, ырӑ та тӳрӗ ҫын пулнине палӑртакан илемлӗ пичӗ ҫине савӑнса пӑхса тӑчӗ.
XXII сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.
Витька Тухтӑр ӑҫта ҫити сикмеллине палӑртакан патака маларах кайса хучӗ те: — Кам ҫакӑнта ҫити сикет, ҫав патша пулать! — терӗ.
6 // Леонид Агаков. Жарков Л.М. Хастар тусӑм ҫинчен ҫырнӑ повесть. Вырӑсларан Л. Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 300 с.
Унӑн ҫурри хупӑннӑ хурлӑхлӑ куҫӗсенчен вӑл ывӑннипе выҫҫине палӑртакан куҫҫулӗсем сӑрхӑннӑ.Из ее грустных полуоткрытых глаз сочились мутные слезы усталости и голода.
3. // Леонид Агаков. Фадеев, А. А. Амгуньски полк: повесть; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 40 с.
Америкӑри Пӗрлешӳллӗ Штатсенче 1959 ҫултанпа палӑртакан мероприятисен эрни пур — Чуралӑхри халӑхсен эрни (Captive Nations Week).
Утӑ уйӑхӗн 18–24-мӗшӗнче АПШ-ра Чуралӑхри халӑхсен эрнине палӑртаҫҫӗ // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/news/29207.html
Кӑмӑлсӑррине палӑртакан сасӑпа вӑл калатчӗ:
XVI. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Ун чӑсӑмлӑ кӗввийӗ шухӑшлама кансӗрлемест, горностай ҫӑмӗнчен туна ҫӳхе кисточкӑпа икона ӳкер чӗкӗ тӑрӑх сӗркелесе, «сӑн умӗнхи» хутламӗсене сӑрлама, святойсен шӑмӑллӑ сӑнӗ-пичӗсем ҫине асап курнине палӑртакан вӗт пӗркелекчӗксене ӳкерме кансӗрлемест.
XIII. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Унӑн пичӗ — тарӑн шухӑша палӑртакан тӗлӗнмелле питсенчен пӗри, унашкал питсем хӑйсене пӗрремӗш хут курнӑ хыҫҫӑн темиҫе сехетрен сирӗн куҫӑр умӗнчех сасартӑк пач урӑхла пулса тӑраҫҫӗ.
ХLIII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
«Мӗншӗн никам та хӑйне кичем тесе шухӑшлама хӑймалла маррине палӑртакан сӑн тумалла-ха», — шухӑшларӑм эпӗ Дмитрий пирки хам ӑшра, пӗр сӑмах чӗнмесӗр кресло ҫинче тикӗссӗн ярӑннӑ май.
ХLI сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Ҫавӑн пек пӗрешкел ӑнланассине ҫӑмӑллатмашкӑн пӗр ушкӑнти е ҫемьери ҫынсем хушшинче хӑйне уйрӑм чӗлхе, хӑйсене евӗрлӗ сӑмах ҫаврӑнӑшӗсем тата ӑнланусем ытти ҫынсене пачах курӑнман уйрӑмлӑхӗсене палӑртакан хӑйне йышши сӑмахсем те ҫуралаҫҫӗ.
XXIX сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Софья Ивановна вара сарӑ ҫӳҫлӗ, пысӑк та йӑрӑ тата ҫакӑнпа пӗрлех (кунашкалли сайра тӗл пулать) тӳлек те сенкер куҫлӑ пулин те, вӗсен хушшинче аппӑшӗпе йӑмӑкӗ пӗр ҫемьерен пулнине палӑртакан пысӑк пӗрпеклӗх пур: сӑнӗсем те пӗр пек, сӑмсисем те пӗр пек, тутисем те пӗр пек; Софья Ивановнӑн сӑмсипе тути кӑна хулӑнрах, кулнӑ чух тата сылтӑмалла кӑшт пӑрнӑҫ пек курӑнаҫҫӗ, княгиньӑн вара сулахаялла пӑрнӑҫ.
XXIII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
— Эсир графиня патне ҫаплах ҫыраймарӑр-им-ха, савнӑ чунӑм, — терӗ вӑл арӑмне французла, питӗ лӑпкӑ, анчах кӑмӑлӗ ҫирӗппине палӑртакан сӑнпа.
XX сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.