Поиск
Шырав ĕçĕ:
Шурӑмпуҫӑн кӑвак ҫуттисенче фарватере палӑртакан чул маяксене шыв витӗрех куратӑн.Бледные лучи рассвета позволяли рассмотреть в воде каменные вехи, отмечающие фарватер.
Пиллӗкмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.
— Эсир чӗннипе килтӗм, — терӗм эпӗ темӗн пысӑк хуйхӑ пуррине палӑртакан сасӑпа.— Прибыл по вашему приказу, — сказал я голосом, в котором звучало глубокое человеческое горе.
Параппанҫӑ кун-ҫулӗ // Леонид Агаков. Гайдар, Аркадий Петрович. Параппанҫӑ кун-ҫулӗ: повесть; вырӑсларан Л.Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1957. — 132 с.
Сулхӑнра, уҫӑ сывлӑшра, вӑл кӗнеке вуланӑ, ӗҫленӗ е пуриншӗн те паллӑ, кӑшт кӑна ӑнлануллӑ тӑракан, хамӑр тавра, хамӑрта та татти-сыпписӗр явӑнакан пурӑнӑҫӑн анлӑ хумне чӑтӑмсӑррӑн хуралланине палӑртакан шӑплӑхӗпе савӑнса ларнӑ.
XXVI // Феофан Савиров. Тургенев И.С. Ашшӗсемпе ывӑлӗсем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 206 с.
Одинцова унӑн аялалла усӑннӑ хаяр та йӳҫӗ куҫӗсене, кашни ҫӗртех йӗрӗннине палӑртакан сӑн-пичӗ ҫине пӗр-икӗ хутчен, вӑрттӑн мар, тӳрех пӑхса илчӗ те: «ҫук, ҫук… ҫук…» тесе шухӑшларӗ.
XIX // Феофан Савиров. Тургенев И.С. Ашшӗсемпе ывӑлӗсем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 206 с.
Унӑн сӑн-пичӗ халь ӗнтӗ вӑл ҫак калаҫӑва хутшӑнмасӑр аяккалла кайнине, хӑй пӗтӗмпех темӗнле пӗлӗт тӳпинелле вӗҫсе хӑпарнине палӑртакан сӑн-сӑпатпа улшӑнать.
VI // Феофан Савиров. Тургенев И.С. Ашшӗсемпе ывӑлӗсем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 206 с.
Старикӗн куҫӗнче те хӑй иртнӗ каҫ ун патӗнче, чаршав ӑшӗнче пулнине палӑртакан паллӑ пур пек; алӑ та нумай пулмасть ҫеҫ йывӑр япалана чӑмӑртанӑ пек туйӑнать, ҫав япалана вӑраниччен пер минут малтан ҫеҫ такам тӑпӑлтарса илнӗ тейӗн.
Пӗрремӗш пай // Михаил Рубцов. Николай Гоголь. Повеҫсем; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 96–146 с.
Василиса Прокофьевна йӗри-тавра пӑхса ҫаврӑнчӗ те иртнӗ кунсен пурнӑҫне палӑртакан пер япала та кураймарӗ.
Вуниккӗмӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.
Раҫҫей Строительство министерстви Раҫҫей Федерацийӗн Президенчӗн Указне тӗпе хурса шутласа палӑртакан хула хутлӑхӗн пахалӑх индексӗпе килӗшӳллӗн пирӗн республика федерацин Атӑлҫи округӗнче тирпей-илем кӗртнӗ хуласен тӳпи енӗпе тӳрех виҫӗ ушкӑнра — пысӑк, вӑтам тата пӗчӗк хуласен йышӗнче — малти ретре тӑрать.
Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашне янӑ ҫыру (2020) // Михаил Игнатьев. http://www.cap.ru/events/events/2020-god ... /2020-chuv
Пӗлтӗр Шупашкарта Ачасемпе ҫамрӑксен пултарулӑхӗпе талантне тупса палӑртакан тата аталантаракан центр уҫӑлчӗ, вӑл «Сириус» моделӗпе «Наука», «Искусство» тата «Спорт» ҫул-йӗрӗсем енӗпе ӗҫлет.
Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашне янӑ ҫыру (2020) // Михаил Игнатьев. http://www.cap.ru/events/events/2020-god ... /2020-chuv
Питне ниме те пӗлтермен, ҫав вӑхӑтрах канӑҫсӑррӑн кӗтнине палӑртакан кулӑ тухнӑ.
22 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Ҫутӑ, мӗн пур мӗлкесемпе тӗттӗм пӑнчӑсене ҫуса янӑ пек, унӑн куҫӗсене йӑлтӑртатса тӑракан нӳрӗ тултарчӗ, пӗтӗм питне тӗл-тӗл чирлине палӑртакан писевпе сӑрларӗ.
16 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Чӑнах та, мӗн те пулин ҫӗннине асӑрхамасӑр юлас мар тесен, пурнӑҫра ахаль ҫеҫ сӑнаса пыни, фактсем ҫеҫ пуҫтарни ҫителӗксӗр — чӑнлӑх тӗшшине хӑш чухне ним йӗркесӗр фактсен купинчен шӗкӗлчесе кӑларма тивнӗ, ҫавӑнпа пӗрмаях улшӑнса тӑракан опыта куллен-кун сӑнаса пыма, хӑйсене час-часах сасартӑк палӑртакан пулӑмсен пӗлтерӗшӗ ҫинчен шухӑшлама лекнӗ.
8 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Сӑн-питӗнче те унӑн хӗпӗртенине палӑртакан сивӗ кулӑ ҫиҫсе илчӗ.
V. Шыв пики // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.
Вӗсем халӗ те-ха ҫав тери хӑранине палӑртакан куҫӗсене сиктермесӗр, тӗксӗм сӑн-питлӗ цыгансем ҫине чылайччен тискеррӗн пӑхса ларчӗҫ; мӗлтлетсе те чӗтренсе ҫунакан хӑй ҫуттинче вӗсем ҫак ыйхӑран вӑранми каҫ тӗттӗмлӗхӗнче ҫӗр айӗнчен йӑсӑрланса тухакан йывӑр пӑспа хупӑрланнӑ гномсен тискер ушкӑнӗ пекех курӑнса кайрӗҫ.
IX // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.
«Ӑш-ш! нимех те мар, нимех те мар, савнӑ Хавронья Никифоровна, — темӗскер ыратнине палӑртакан сасӑпа шӑппӑн сӑмах хушнӑ пуп ывӑлӗ, ура ҫине ҫӗкленнӗ май, — вӗлтӗрен пӗҫертрӗ кӑштах, хай, леш, ку тӗнчерен кайнӑ протопоп атте каларӗш, ҫӗлен майлӑрах курӑк».
VI // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.
Ҫак кровать ҫинче тӗлӗннине тата телейлӗ пулнине палӑртакан сарлакарах сӑн-питлӗ ҫамрӑк салтак ларать.На этой кровати сидел молодой солдат с широковатым лицом, выражающим удивление и счастье.
XXIV // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.
— Ҫук, ку паллах, шуткӑ, — хӑвӑрттӑн тӳрленчӗ Бородин, анчах ҫакӑн чухне унӑн хуйхи тата шухӑша кайнине палӑртакан йӗрсем пичӗ ҫинчен сирӗлмерӗҫ.
XXIII // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.
Озеровӑн хӑлхине тулнӑ шыв юхса тухнӑ пекех пулчӗ те, вӑл тухтӑрӑн хӑранине палӑртакан сассине илтрӗ…Из ушей Озерова точно вылилась вода, и он услышал испуганный голос врача.
XIV // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.
Ҫывӑхра сӑнаса тӑраканӑн куҫӗсем унӑн сасартӑк шурса кайнӑ питӗнчи пур йӗрсем ҫинче те вӑхӑтлӑха аптраса ӳкнине палӑртакан паллӑсем пулнине асӑрхаса илнӗ пулӗччӗ, — ҫакӑн пек сӑн грузчикӑн — хӑй ҫурӑмӗ ҫине йывӑр япала хунине утса пынӑ чух ҫеҫ сасартӑк чухласа илнӗ, пӗр утӑм асӑрхамасӑр ярса пуссанах хӑйне ҫӗр ҫумне лапчӑтса хурасса туйса тӑракан грузчикӑн пулать.
XII // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.
Ноябрӗн 7-мӗшӗнчен вара нумай вӑхӑт иртрӗ; пирӗн салтаксем пурте хӑйсен ҫулпуҫӗ, Верховнӑй Главнокомандуюшийӗ столицӑра ҫӳлӗ трибуна ҫинче тӑнине курчӗҫ, пурте унӑн тӑшмана ҫӗнтерессине ӑслӑн шанса тӑнине палӑртакан сӑмахӗсене илтрӗҫ, ҫавӑнпа та вӗсен ҫапӑҫури паттӑрлӑхӗ виҫесӗр пулчӗ.
IX // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.