Поиск
Шырав ĕçĕ:
Унтан тата ҫак япала унӑн куҫне тӳреммӗнех палӑрнӑ: ҫак ҫынсем Ежов патӗнче чухне, урамра тата гостиницӑра пулнӑ чухнехинчен, лайӑхрах та ӑслӑрах пулнӑ.
X // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Хӗрхӳ ӳпкев, наркӑмӑшлӑ йӗрӗнӳ палӑрнӑ старикӗн пичӗ ҫинче.Горький укор, ядовитое презрение выразились на лице старика.
X // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Водителе тӗрӗсленӗ те вӑл ӳсӗр пулни палӑрнӑ.
Ӳсӗр водителӗн арӑмӗ вилнӗ // Таисия Ташней. https://chuvash.org/news/29652.html
Тӗксӗмрех сӑнлӑскер, кӑтраланса тӑракан ҫӳҫлӗскер, вӑл пуҫне тӳрӗ те ҫӳллӗ тытнӑ, хӑйӗн таврашӗнчи мӗнпурӗ ҫине ҫӳлтен пӑхнӑ, паллах, хӑйне вӑл кунта пӗрремӗш вырӑна хуни таҫтанах палӑрнӑ.
VIII // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Карчӑк пичӗ ҫинче хаваслӑх сӑнӗ палӑрнӑ.
XVIII // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.
Го Цюань-хай ҫирӗм пилӗк ҫулта ҫеҫ пулин те, унӑн куҫӗ тавра йӗрсем палӑрнӑ.Го Цюань-хаю было двадцать пять лет, однако возле глаз его уже обозначились морщинки.
IX // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.
Анчах хӑш чухне унра урӑхла туйӑм та — амӑшӗ хӑйӗн ывӑлне йӑнӑшсенчен упрас, пурнӑҫ ӑс-тӑнлӑхне вӗрентес тесе тӑрӑшакан кӑмӑл майлӑрах туйӑм та вӑраннӑ, ку вӑл, унӑн малтанхи туйӑмӗ пекех, вӑйлӑн палӑрнӑ.
III // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Унӑн чухӑнлӑхӗ тум-тирӗнчен те палӑрнӑ.
III // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Пӑхӑнуллӑн чӑтни, темӗнле чӗрӗрех пурнӑҫа сас памасӑр кӗтни ҫыран хӗрринче авӑтакан куккук сассинче те палӑрнӑ пек пулнӑ…
II // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Пӗчӗк пӑнчӑ пек кӑна курӑнакан кайӑксем тырӑ пуссисем ҫинче вӗҫнӗ, вӗсем пӗлӗтӗн кӑвак чаршавӗ ҫинче уҫҫӑн палӑрнӑ; инҫех те мар кӗтӳ ҫӳренӗ, — аякран вӑл ачасем вылямалли япала пек анчах курӑннӑ; пӗчӗкҫеҫҫӗ кӗлетке, кӗтӳҫӗ, туйи ҫине таянса тӑнӑ, вӑл шыв ҫинелле пӑхнӑ.
II // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Ун пичӗ тӑрӑх — вӑл епле те пулсан ашшӗнчен хӑйӗн шухӑшне ҫирӗплетекен ответ илесшӗн пулни палӑрнӑ.И по лицу его было видно, что он очень хотел бы услышать утвердительный ответ.
II // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Пӳлӗмӗн малта кӗтессинче лампада ҫуннӑ, ун йӑваш ҫутинчи турӑш сӑнӗсем шухӑшсӑррӑн, тӗксӗммӗн палӑрнӑ.В углу комнаты, освещенные огнем лампады, смутно рисовались лики икон, безучастные и темные.
I // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Асӑннӑ вӑхӑтра вӑл хӗрӗх виҫҫӗре пулнӑ; сарлака хул-ҫурӑмлӑ та ҫӳллӗскер, вӑл, протодиакон евӗр, хулӑн баспа калаҫнӑ; унӑн пысӑк куҫӗсем тӗксӗм куҫхаршисем айӗн хӑюллӑн, ӑслӑн пӑхнӑ; унӑн йӗпкӗн хура сухалпа витӗннӗ, пиҫӗхнӗ сӑн-питӗнче, тата мӗнпур вӑйпиттиллӗ ӳт-пӗвӗнче вырӑсла сывлӑх, тӳрккес илем тӑртанса тӑнӑ; тикӗс те васкавсӑр уттинче — вӑл хӑйӗн вӑйне лайӑх ӑнкарса тӑни палӑрнӑ.
I // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Ҫав ҫынсем ӑна кирлӗ чухне, унӑн япунла пӗчӗк мӑйӑхлӑ сарӑ пичӗ ҫинче ултавлӑ кулӑ палӑрнӑ, вӑл ырӑ кӑмӑллӑ ҫын пек пулма тӑрӑшнӑ.
II // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.
Пӑнчӑсем палӑрнӑ еннелле хытӑ сӑнаса пӑхатӑп.
18. Днепр урлӑ каҫмалли вырӑнсем ҫийӗнче // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Кожедуб, И. Н. Тӑван ҫӗршывшӑн: летчик каласа пани. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 192 с.
Чи маттур спортсменсене — Раҫҫейӗн пӗрлештернӗ командисен членӗсене — хавхалантарма стипендисем туса хунӑ, Олимп, Паралимп, Сурдлимп вӑййисенче палӑрнӑ спортсменсемпе тренерсене паракан премисен виҫине палӑрмаллах пысӑклатнӑ.
Физкультурник кунӗ ячӗпе саламлани (2021) // Олег Николаев. http://glava.cap.ru/news/2021/08/14/glav ... et-s-dnyom
Мессала хӗрӗ шурӑхса кайнӑ, унӑн пичӗ ҫинче пысӑк хуйхӑ палӑрнӑ.Дочь Мессалы была очень бледна, и на ее лице лежала печать недавнего тяжелого горя.
Юлашкинчен калани // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.
Красс пӗтӗм вӗресе тӑракан вӑйӗпе ҫар пуҫтарма тытӑннӑ, хӑй валли квесторпа трибунсем пулма вӑрҫӑ ӗҫӗнче питех палӑрнӑ ҫынсене суйласа илнӗ, вӗсем мӗнле ҫемьере ҫуралнипе вӗсен сословийӗ ҫине пӑхман.
XIX сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.
Хӑй вӑл пит шурӑхса кайнӑ, пичӗ ҫинче хай асап чӑтни палӑрнӑ, нумай куҫҫуль тӑкнине куҫ хӑрпахӗсем те хӗрелсе кайнӑ.
XIX сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.
Гримпа начар сӑрлакаланӑ, сухалсӑр, пӗркеленчӗк пичӗ ҫинче унӑн мӗнпур ирсӗр шухӑш-кӑмӑлӗсем палӑрнӑ.
XVII сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.