Поиск
Шырав ĕçĕ:
Пуҫӗ ырататчӗ унӑн, ҫурӑмӗ нӑйкӑшса туртӑшӑнатчӗ, чунӗ вара, калӑн, унта нихӑҫан нимӗнле шухӑш, асаилӳ, туйӑм ҫуралман, пуш-пушахчӗ; ни тарӑху-вӗчӗрхенӳ, ни кичемлӗх пурри палӑрмасть, пурӗ те темле пысӑкскер, тӗттӗмскер те сӳрӗкскер выртнӑ пек ҫеҫ.
III // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.
Унӑн питӗнче нимӗнле ҫилӗ е нимӗнле хаярлӑх та палӑрмасть, унӑн пичӗ вӑл паттӑр тата ҫав вӑхӑтрах ӑшӑ кӑмӑллӑ ҫын пулнине кӑтартать, час-часах, пуринчен ытла кулнӑ чухне, ҫак ҫын ҫемҫе кӑмӑллӑ та кунӗ пулни палӑрать.
Ҫирӗм пӗрремӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.
Шӑв-шав илтӗнмест, хушӑран кӑна йытӑсем вӗркелеҫҫӗ, хулара пӑлхав хускални-мӗнӗ нимӗнпе те палӑрмасть.
V. Ҫӑва // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Огнянов йӑлт шӑнса кайрӗ: кӳтнӗ аллисемпе чӗлпӗрне аран тыткаларӗ; лаши ҫул хыттине чухламасӑрах утрӗ, юр хывнине пула ҫул йӗрӗ ним те палӑрмасть.
XXIX. Канӑҫсӑр канӑҫ // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Тӑлӑх ӳснӗ хӗрсем, аслӑк айӗнчи чечексем пек, ытла черченке, вӗсен ырӑ шӑрши те палӑрмасть.Они, как цветы, выращенные под крышей, — хилые и без запаха.
XI. Рада пӑшӑрханӑвӗ // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Анчах вӑл питӗ ҫепӗҫ калаҫать, нимӗн кӳренни те палӑрмасть, кӳрентерме мар, чӑнлӑха тупма тӑрӑшакан историк пек калать, хӑй те вӑл тӗлӗнмелле ҫын, ӑна кӳренни вӑл кулӑшла кӑна пулнӑ пулӗччӗ, вара эпӗ кулса яма кӑна пултартӑм: — ара, кусем иккӗшӗ те пӗрех вӗт, — терӗм эпӗ.
XXIX // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Унсӑр пуҫне тата Верочка тӳрех хӑйӗн пӳлӗмне кӗрсе кайрӗ, Лопухов ҫине пӑхмарӗ те, вӑрҫни-туни палӑрмасть, — ҫук, ахалех тӗл пулнӑ пулас.
XV // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Пӗр пин, икӗ пин, виҫӗ пин тӑратрӑмӑр, вӗҫӗ-хӗрри те палӑрмасть.
32-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Хӗрсе кайнӑ, кӗмӗл тусанӗ пусса лартнӑ евӗр курӑнакан тӳпере пӗр пӗлӗт татки те палӑрмасть.На раскаленном и точно подернутом серебристой пылью небе не показалось ни одного облачка.
XII сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 3–84 с.
Усал чӗлхеллӗ этемсем, ҫакӑнпа усӑ курса, вӗсем ӗлӗк туслӑ пулни ҫинчен, иккӗшӗ пӗрле ют ҫӗршывсене кайса ҫӳрени ҫинчен калатчӗҫ; анчах вӑл барона вӑрттӑн юратни кӑшт та палӑрмасть, юратать пулсан, палӑрнах пулӗччӗ.
VIII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Пичӗ унӑн ҫукпа пӗрех; сӑмси ҫеҫ, пысӑках мар пулин те, питӗнчен уйрӑлнӑ пек, е тӗрӗс мар лартса янӑ пек палӑрса тӑрать, кунсӑр пуҫне сӑмси вӗҫӗ каҫӑр, ҫавна пула унӑн пичӗ палӑрмасть; вӑл тӗссӗрленсе, питӗ типсе ларнӑ, ҫавӑнпа та питне асӑрхиччен малтан, сӑмсине асӑрхатӑн.
VII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Пит-куҫӗнче ӗшенни те, кичемленни те палӑрмасть.
V сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Вӑл вӑтӑр икӗ-вӑтӑр виҫӗ ҫулсенче, вӑтам пӳлӗ, кӑмӑллӑ сӑн-питлӗ, тӗксӗм кӑвак куҫлӑ, анчах сӑнӗнче нимӗнле ӗмӗт те, нимӗнле тимлӗ шухӑш та палӑрмасть.
I сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Вӑл нумай пулмасть аварие лекни ниҫтан та палӑрмасть.
Ҫирӗм виҫҫӗмӗш пай // Галина Матвеева. Яновская, Жозефина Исаковна. Карап ӑсти: повесть; вырӑсларан Г. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2012. — 205 с.
Горизонт палӑрмасть.
XLIV. Маёвка // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Тутисем кавлеҫҫӗ, унӑн хавасланни те, пӑшӑрханни те палӑрмасть.
XXXIV. Подвалра // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Пурте тӗп-тӗрӗс, хӑй вырӑнӗнче, улшӑну палӑрмасть.
12 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Ниҫта та пӗр ҫутӑ та палӑрмасть.
6 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Ун хыҫӗнче ҫулӑм ялкӑшса ҫунать, пичӗ ун палӑрмасть, анчах тӑн-тӑн кӗлетки, вутлӑ йӑрӑмпа йери-тавра ҫавӑрса ҫырнӑ пек, уҫҫӑн курӑнать.
15 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Вӗсен аялтан тухакан ҫуттипе эпӗ Расщепейӗн тулли янахне, тути-ҫӑварне, сӑмса ҫунаттисене куратӑп; урӑх нимен те палӑрмасть, залра пӑч тӗттӗм.
11 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950