Поиск
Шырав ĕçĕ:
Вӗсен лӑпкӑ та мӑнаҫлӑ пичӗсем тӑрӑх вӗсем вилме хатӗрленсе тӑни ним чул та палӑрмасть, Гленарвана итлесе вӗсем туземецсем умӗнче хӑйсене нимӗн те пулман пек тыткалама шутларӗҫ.
Вуннӑмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.
«Британин» йӗрри те ҫук кунта, ҫавӑн пекех «Дункан» килсе кайни те нимрен те палӑрмасть.Ни «Британия», ни «Дункан» не оставили здесь никакая следов.
Пӗрремӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.
Анчах горизонтра пӗр вут ҫути те курӑнмасть, таҫта пушар тухнӑ тесен те тӗтӗм мӑкӑрланни палӑрмасть.Однако на горизонте не было видно огня, и ни один клуб дыма не выдавал отдалённого пожара.
Вунҫиччӗмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.
Вӗсенчен хӑшӗ те пулин малалла ыткӑнма, палачсене мӗн те пулин кӑшкӑрма е вӗсем ҫине сурма пикенни те палӑрмасть.И не видать, чтобы кто-нибудь из них рванулся, что-нибудь палачам крикнул или хотя бы плюнул.
Параппанҫӑ кун-ҫулӗ // Леонид Агаков. Гайдар, Аркадий Петрович. Параппанҫӑ кун-ҫулӗ: повесть; вырӑсларан Л.Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1957. — 132 с.
Вара эпӗ ҫапла тума шут турӑм: хама яланах шӑрӑх пулнӑ пек кӑнтӑрла кепкӑна алӑра тытса ҫӳретӗп — каҫхине шӑтӑкпа та юрать, вӑл палӑрмасть.
Параппанҫӑ кун-ҫулӗ // Леонид Агаков. Гайдар, Аркадий Петрович. Параппанҫӑ кун-ҫулӗ: повесть; вырӑсларан Л.Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1957. — 132 с.
Пуҫӗ йӑлт типсе хӑрнӑ, бронза тӗслӗ, каснӑ-лартнӑ авалхи турӑш темелле; сӑмси ҫӗҫӗ пек ҫӳхелсе юлнӑ; тути пачах палӑрмасть, — шӑлӗсем те куҫӗсем кӑна шуррӑн курӑнаҫҫӗ тата тутӑр айӗнчен сайра сарӑ ҫӳҫ пайӑркисем сапаланса тухнӑ.
Чӗрӗ вилӗ // Александр Артемьев. Тургенев И.С. Пиравйхи юрату: повеҫсем, калавсем, прозӑллӑ сӑвӑсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 176 с. — 143–155 с.
Ӑвӑс пек сарӑхнӑ пичӗпеле, хупнӑ куҫӗсемпе, кӑвакарнӑ куҫ хупанкисемпе вӑл маччаналла пӑхнӑ; сывлани палӑрмасть; вӑл вилнӗ ҫын пек туйӑнать.
X // Александр Артемьев. Тургенев И.С. Пиравйхи юрату: повеҫсем, калавсем, прозӑллӑ сӑвӑсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 176 с. — 64–83 с.
Вӑл хӑйӗн илемлӗ мӑйӗнчен пӗчӗк тутӑр уртса янӑ; ун тумӗнче нимле вӗҫкӗнлӗх те палӑрмасть, анчах питӗ пӗлсе тумланни сисӗнсе тӑрать.
Невски проспект // Михаил Рубцов. Николай Гоголь. Повеҫсем; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 3–38 с.
Ури ыратни палӑрмасть, вӑл темӗнле йывӑҫланса ларнӑ, анчах хӑй тата хытӑрах кайма питӗ кансӗрлет.
3 // Антал Назул. Титов, Владислав Андреевич. Вилӗме ҫӗнтерсе…: повесть; вырӑсларан Анатолий Ерусланов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1972. — 7–163 с.
Пульс пурри те ҫав-ҫавах палӑрмасть.
10 // Антал Назул. Титов, Владислав Андреевич. Вилӗме ҫӗнтерсе…: повесть; вырӑсларан Анатолий Ерусланов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1972. — 7–163 с.
Анюта ҫӳллӗ мар, анчах тулли ӳтлӗ пирки ун ҫире пурри палӑрмасть те.Анюта была невысокого роста, и при ее полноте даже беременность мало что изменила в ее фигуре.
X сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
Кӑмака ҫумӗнче, пилӗк ҫул ӗлӗкхи пекех, ҫутӑ лампа пур, уйӑх ҫутатнӑ пирки пӳртре лампа ҫути палӑрмасть те.
III сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
Вӑл ҫу каҫа кӑштах начарланчӗ, анчах йывӑр ҫын пулнӑ пулин те, унӑн стайлӑ кӗлетки-ҫурӑмӗ пачах улшӑнмарӗ: чӑмӑрланнӑ хырӑмӗ тулли кӗлеткере нимӗн чухлӗ те палӑрмасть, туртӑнса кайнӑ питне вара — ӑшшӑн лайӑхланнӑ куҫӗсем урӑхларах илем, ҫӗнӗ илем кӳрсе тӑраҫҫӗ.
20 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Ҫӳрессе те вӑл ҫав тери шалпар шӑлаварпа ҫӳрет, чӑнах та шалпар ҫав шӑлаварӗ, хӑй темӗнле пысӑк утӑм ярса пуссан та, ури пӗртте палӑрмасть, пӑхсан — урам тӑрӑх эрех пички йӑванса пырать тейӗн.
Раштав умӗнхи каҫ // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.
Вӑл пур япала ҫине те ҫивлӗн, тимсӗрле пӑхать, шухӑшлӑ та тӗксӗм питӗнче савӑнӑҫлӑх туйӑмӗ пачах палӑрмасть.
IX // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Унпа юнашар вӗр-ҫӗнӗ «москвич» тӑрать, вӑл ытла сӑрӑ пулнипе унӑн капочӗпе алӑкӗсем ҫине ларнӑ тусан та палӑрмасть.
I // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Генерал хӑйӗн кӑвакрах ҫӳҫлӗ ҫара пуҫне тата лайӑх пӗтӗрнипе чӑнк тӑракан мӑйӑхне, парадри пек, тӳп-тӳрӗ тытса ларать, анчах сӑн-питӗнче пӑлханни-туни палӑрмасть, юханшыв хӗрринчен тӗрлӗрен сасӑ илтӗнсе килнине, кӗмсӗртетнине вӑл ним вырӑнне те хумасть тейӗн.
XIX // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.
Эпӗ вырнаҫнӑ пӳлӗм чӳречинчен типӗ мӑкпа чыхса тултарнӑ стена курӑнать, вӑл ҫумӑр шывӗ аннипе ытла та вараланса пӗтнӗ, сарӑ хӑмӑр тӗслӗ пулса ларнӑ, тӳпе тӑхлан тӗслех, урӑх нимӗнле тӗс те палӑрмасть; сывлӑшра каллех юр пӗрчисем вӗҫкелеме пуҫларӗҫ.
Хупахра // Аркадий Малов. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 76–92 стр.
— Пирӗн унта ытлашши нимех те палӑрмасть, ак Хӑмӑш-Бурунра йӗри-тавра маскировка туса тултарнӑ та, халӗ паллама та ҫук…
Пӗрремӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
Хӑйне тыткаланинче те, калаҫнинче те хӑйӗн политики палӑрмасть, вӑл халӗ хаваслӑ та шӑпах хӑй пек курӑнать.Ни в позе, ни в говоре его не проглядывало его обычной политичности; он был весел и натурален.
XXIX // Иван Васильев, Григорий Краснов-Кӗҫӗнни. Толстой, Лев Николаевич. Казаксем: повесть; вырӑсларан И.С. Васильевпа Г.И. Краснов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 3–136 с.