Поиск
Шырав ĕçĕ:
Паян Туймазӑ хулинчи чугун ҫул станцинчи вокзал умӗнчи площаде пассажирсемпе хула хӑнисем паллаймаҫҫӗ.
Нацпроекта пула Туймазӑри чугун ҫул станцийӗн территорийӗ улшӑннӑ // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/natsi-proekc ... nn-3412127
Ку тӗтрелӗхре кайӑксем ҫуначӗсемпе ҫапса ҫӳлелле те, аялалла та, ӑсран тухнӑ пек вӗҫеҫҫӗ, вӗсем куҫӗсемпе пӗр-пӗрне те паллаймаҫҫӗ, кӑвакарчӑн хурчкана курмасть, хурчки кӑвакарчӑна курмасть, хӑйӗн вилӗмӗнчен аякра вӗҫнипе аякра вӗҫменнине вара никам та пӗлмест…
V // Куҫма Турхан. Гоголь Н.В. Тарас Бульба: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 126 с.
— Эпӗ мана паллаймаҫҫӗ пуль тесе шутланӑччӗ.
Иккӗмӗш сыпӑк // Николай Степанов. Герасимов, Е. Щорс: [тулли мар вӑтам шкулсем валли] / Е. Герасимов, М. Эрлих; Н. Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1940. — 208 с.
Отбой хыҫҫӑн урама шурса кайнӑ, хӑраса ӳкнӗ ҫынсем тухаҫҫӗ, йӗри-тавра пӑхаҫҫӗ те хӑйсен урамӗсене те паллаймаҫҫӗ, ҫурчӗсене шыраҫҫӗ — тупаймаҫҫӗ…
Иккӗмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
7. Ман халӑхӑмӑн хӗрӗн ҫулпуҫӗсем юртан та тасарахчӗ, сӗтрен те шурӑрахчӗ; ӳчӗпе вӗсем мерченрен те хитререхчӗ, сӑнӗпе вӗсем сапфир евӗрлехчӗ; 8. халӗ вӗсенӗн сӑнӗ тӗксӗмрен те тӗксӗм; вӗсене урамра курсан паллаймаҫҫӗ; вӗсенӗн тирӗ шӑмми ҫумнех ҫыпӑҫӑнса ларнӑ, хӑрӑк йывӑҫ пекех пулса кайнӑ.
Хӳх 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Вӑл тусене куҫарса лартать те, вӗсене паллаймаҫҫӗ те: Вӑл вӗсене Хӑйӗн ҫиллипе улшӑнтарать; 6. ҫӗре хӑй вырӑнӗнчен хускатать те, унӑн юписем чӗтренсе тӑраҫҫӗ; 7. хӗвеле калать те — хӗвел тухмасть, ҫӑлтӑрсем ҫине пичет пусать.
Иов 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
- 1