Поиск
Шырав ĕçĕ:
Ҫак уявӑн сӑнарӗсем - сухапуҫпа ҫӗр туйӑмӗсем куллен ҫирӗпленсех пырса нумайччен пӗрле телейлӗ пурӑнччӑр, тенӗ.
Тар кӑларса ӗҫленӗ хыҫҫӑн, ай, савӑнтӑмӑр та акатуйра // А.НИКИТИНА. «Ял ӗҫченӗ», 2016.06.15
4. Юрату нумайччен тӳсет, хӗрхенсе ырӑлӑх тӑвать, юрату ӑмсанмасть, юрату мухтанмасть, мӑнаҫланмасть, 5. пуҫтахланмасть, хӑйӗншӗн тӑрӑшмасть, вӗчӗхмест, хӑйне усал тунине асра тытмасть, 6. тӗрӗсмарлӑхшӑн савӑнмасть, чӑннишӗн савӑнать; 7. пурне те каҫарать, пурне те ӗненет, яланах шанса тӑрать, пурне те тӳссе ирттерет.
1 Кор 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Хӑшӗ-пӗрисем Ҫӳлхуҫа Хӑй мӗн тума пулнине вӑраха ярса пырать теҫҫӗ те, Ҫӳлхуҫа ӑна вӑраха ямасть, никам та ан пӗттӗр, пурте ӳкӗнччӗр тесе, Вӑл пире нумайччен тӳссе тӑрать.
2 Пет 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Нумайччен сӳтсе явнӑ хыҫҫӑн Петр тӑнӑ та вӗсене ҫапла каланӑ: эй тӑван ҫыннӑмӑрсем! эсир пӗлетӗр ӗнтӗ: Евангели сӑмахне суя тӗнлӗ ҫынсем ман чӗлхе-ҫӑвартан илтсе ӗненччӗр тесе, Турӑ малтанхи кунсенчех хамӑр хушшӑмӑртан мана суйласа илчӗ.
Ап ӗҫс 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
45. Пӗтӗм халӑх итлесе тӑнӑ чухне Иисус Хӑйӗн вӗренекенӗсене каланӑ: 46. кӗнекеҫӗсенчен сыхланӑр: вӗсем вӑрӑм тумтирпе ҫӳреме юратаҫҫӗ, халӑх пухӑвӗсенче хӑйсене саламланине кӑмӑллаҫҫӗ, синагогӑсенче малта ларма, ӗҫкӗ-ҫикӗре кӗрекере ларма юратаҫҫӗ; 47. вӗсем тӑлӑх арӑмсенӗн ҫурчӗсене тӗп тӑваҫҫӗ, ҫынна кӑтартасшӑн нумайччен кӗлтӑваҫҫӗ; ҫавӑншӑн вӗсем пысӑк айӑпа юлӗҫ, тенӗ.
Лк 20 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
40. Ҫавсем — тӑлӑх арӑмсенӗн ҫурчӗсене тӗп тӑвакансем, ҫынна кӑтартасшӑн нумайччен кӗлтӑвакансем — питӗ пысӑк айӑпа юлӗҫ, тенӗ.40. сии, поядающие домы вдов и напоказ долго молящиеся, примут тягчайшее осуждение.
Мк 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
16. Чуллӑ ҫӗре ӳкни те ҫавӑн пекех: сӑмаха илтсессӗн ӑна тӳрех хавасланса хапӑл тӑвакан ҫынсене пӗлтерет; 17. анчах та тымарӗ ҫуккипе нумайччен тытӑнса тӑраймаҫҫӗ; ҫав сӑмахшӑн асап килсен е хӗсӗрлесен вӗсем часах улталанаҫҫӗ.
Мк 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
14. Эй кӗнекеҫӗсем, фарисейсем, икӗ питлӗскерсем, хуйхӑ ҫитӗ сире! эсир тӑлӑх арӑмсене кил-ҫуртсӑр хӑваратӑр, ҫав хушӑрах хӑвӑр икӗпитленсе нумайччен кӗлтӑватӑр: ҫавӑншӑн эсир пысӑк айӑпа юлатӑр.
Мф 23 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
19. Эсӗ курнӑ сакӑр пӗчӗк ҫунат — пысӑк ҫунатсем айне вырӑнаҫнӑскерсем, вӗсемпе пӗрлешнӗскерсем — акӑ мӗне пӗлтереҫҫӗ: 20. патшалӑхра сакӑр патша ҫӗкленсе тухать, вӗсем патшара нумайччен лараймӗҫ, вӗсенӗн ҫулӗсем вӗҫсе иртсе кайӗҫ.
3 Езд 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
25. Вара патшапа пӗрле ларакан тӑванӗсем унӑн улӑшӑнса тӑракан шухӑшӗнчен тӗлӗнсе ҫапла каланӑ: патша, эсӗ пире, айван вырӑнне хунӑ пек, нумайччен сӑнасшӑн-и капла? Ӗнтӗ виҫҫӗмӗш хут иудейсене пӗтерме хушатӑн, ӗҫне тӑвасси патне ҫитсессӗн вара ху мӗн хушнине каллех пӑрахӑҫа кӑларӑн-и?
3 Мак 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
20. Ҫакна нумайччен сӳтсе явнӑ хыҫҫӑн, ҫулпуҫӗ ҫакӑн ҫинчен халӑха пӗлтерсессӗн, пӗр шухӑш патне пырса тухнӑ: вӗсем калаҫу ирттерме килӗшнӗ, 21. хӑҫан пӗрле пуҫтарӑнмалли кунне палӑртса хунӑ, ҫав кун ҫитсессӗн кашнийӗ валли уйрӑм пукан лартса тухнӑ.
2 Мак 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. Ҫӳлхуҫа пире вӑй парӗ, пирӗн куҫӑмӑра ҫутӑлтарӗ, вара эпир Вавилон патши Навуходоносор хӳттинче тата унӑн Валтасар ывӑлӗ хӳттинче пурӑнӑпӑр, вӗсемшӗн нумайччен ӗҫлесе тӑрӑпӑр, вӗсен кӑмӑлне тупӑпӑр.
Вар 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Хӗрарӑм юрланине нумайччен итлесе ан тӑр, юррипе килентерӳҫӗн сана илӗртсе ан ятӑр.4. Не оставайся долго с певицею, чтобы не плениться тебе искусством ее.
Сир 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. Ҫылӑхлӑ ҫын ҫӗр хутчен усал ӗҫ тума пултарать, нумайччен пурӑнать, анчах пӗлетӗп эпӗ — Турӑран хӑракана, Ӑна хисеплекене ырӑлӑх пулӗ; 13. йӗркесӗр, усал ҫынна вара ырӑлӑх пулмӗ, Турра хисеплемен ҫын, ӗмӗлке пек, нумай тытӑнса тӑраймӗ.
Еккл 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
30. Эрехпе нумайччен йӑпанса ларакансен, техӗмлӗ эрех шыраса ҫӳрекенсен ҫапла пулать вӑл.30. У тех, которые долго сидят за вином, которые приходят отыскивать вина приправленного.
Ытар 23 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Савхея ҫынни Вилдад ҫапла хуравласа каланӑ: 2. нумайччен ҫапла калаҫӑн-и эсӗ? — сӑмахусем тӑвӑллӑ ҫил пек!
Иов 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Турӑ вӗсен ҫулӗ ҫинчи Хӗрлӗ тинӗсе типӗтнӗ, 14. вӗсене Син тата Кадис-Варни ҫулӗпе илсе кайнӑ; вӗсем ҫав пушхирте пурӑнакансене пурне те хӑваласа янӑ; 15. вара аморрейсен ҫӗрне вырӑнаҫнӑ, Есевон хулинче пурӑнакансене пурне те хӑйсен вӑйӗпе пӗтерсе тухнӑ та Иордан урлӑ каҫса пӗтӗм ту-сӑртлӑ ҫӗршыва ӗмӗрлӗхе йышӑннӑ, 16. унти Ханаан, Ферезей, Иевусей, Сихем халӑхӗсене тата пӗтӗм гергесейсене хӑваласа ярса вӗсем ҫак ҫӗрте нумайччен пурӑннӑ.
Иудифь 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
54. Вара пурте ӗҫме-ҫиме, савӑнма, чухӑнсене кучченеҫ пама кайнӑ, нумайччен хӗпӗртесе савӑннӑ: 55. вӗсем ӗнтӗ пухура вӗрентнӗ сӑмахсене ӑша хывнӑ.
2 Езд 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
15. Анна ҫапла хуравласа каланӑ: апла мар, хуҫамӑм; эпӗ — чун-чӗререн хурланакан арӑм, эрех те, ҫиккер те ӗҫмен эпӗ; чунӑма Ҫӳлхуҫа умӗнче уҫса патӑм; 16. хӑвӑн чуруна юрӑхсӑр хӗрарӑм тесе ан шутла, эпӗ хама чӑтма ҫук хурлӑх пуснӑран ҫапла нумайччен калаҫрӑм, тенӗ.
1 Пат 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Иисус Израиль ывӑлӗсене каланӑ: эсир тата нумайччен вӑрахлатӑр-и?3. И сказал Иисус сынам Израилевым: долго ли вы будете нерадеть?
Нав 18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.