Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

никамӑн (тĕпĕ: никам) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Хӑранипе никамӑн та ҫиес те, ӗҫес те килмен.

От страха никто не хотел ни есть, ни пить.

Пӑр ҫинче // М. Тимофеева. Житков Б.С. Пулӑшу килет: калавсем; вырӑсларан М. Тимофеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 28 с.

Уйри ӗҫсем пуҫланиччен шутласа хунӑ кунсем ҫеҫ юлчӗҫ, ун чух вара никамӑн та вӑхӑт пулмасть.

До начала полевых работ оставались считанные дни, а тогда уже ни у кого не будет времени.

XXVII // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

Анчах халӗ, Петровичпа Якова кӑларса янӑ хыҫҫӑн, вӑл хӑй пурне те кансӗрле пуҫланине, унпала никамӑн та выляс килменнине, хӑй ҫине пурте илемсӗррӗн пӑхнине туйса илнӗ.

Но после расчета Петровича и Якова он чувствовал, что теперь всем мешает, никто не хочет играть с ним и все смотрят на него неласково.

II // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Никамӑн та палач пулас килмест.

Никому не хотелось быть палачом.

Пирӗн Жучка // Куҫма Чулкаҫ. Дуров В.Л. Манӑн кайӑксем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 152 с.

Сапах та ку шухӑша никамӑн та ӗненес килмест.

Наш народ долго не мог примириться с этой мыслью.

Пухӑнмалли пункта // Илле Тукташ. Ковпак С.А. Путивльрен Карпата ҫитиччен: повесть. Вырӑсларан И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 128 с.

Татти-сыпписӗрех вырӑнтан-вырӑна куҫса ҫӳренипе пирӗн партизансен ерипен ҫирӗп закон пулса ҫитрӗ: маршсем тунӑ чух каҫхине, сӗм-теттӗм пулса ҫитсен ҫеҫ похода тухмалла; кӑнтӑрла вӑрманта е ҫынсем сахал пырса ҫӳрекен ялсенче канса тӑмалла; хамӑр умра тата аякра мӗн пулса пынине ҫирӗп пӗлсе тӑмалла; пӗр ҫулпала е пӗр еннелле нумай вӑхӑт хушши каймалла мар; тӳрӗ ҫулсем вырӑнне кукӑр-макӑр ҫулсемпе ҫӳреме тӑрӑшмалла; тавра ҫулсемпе петлесем туса ҫӳреме хӑрамалла мар; тӑшманӑн пысӑк гарнизонӗсем тӗлӗнчен иртнӗ чух заслонсем тӑратса тухса хӳтӗленсе пымалла; пысӑк мар гарнизонсене, засадӑсене тата заставӑсене пӗр ҫын юлмичченех пӗтерсе тӑкмалла; ҫулта пынӑ чух хӑть мӗн пулсан та строя пӑхмалла мар, ретсенчен никамӑн та тухмалла мар; тӑшман килсе тапӑнас пулсан икӗ минутранах йӗри-тавралла оборона йышӑнса пӗтӗм хӗҫпӑшалран тӑшмана персе тӑма хатӗр пулмалла.

За время маневренных действий у нас постепенно выработались свои железные законы партизанского марша; выступать в поход с наступлением темноты, а при дневном свете отдыхать в лесу или в глухих сёлах; знать всё, что делается далеко впереди и по сторонам; не идти долго в одном направлении, прямым дорогам предпочитать окольные, не бояться сделать крюк или петлю; проходя мимо крупных гарнизонов врага, прикрываться от них заслонами; небольшие гарнизоны, заставы, засады уничтожать без остатка; ни под каким видом не нарушать в движении строй, никому не выходить из рядов; всегда быть готовыми к тому, чтобы через две минуты после появления врага походная колонна могла занять круговую оборону и открыть огонь на поражение из всех видов оружия.

Карпат ҫине похода! // Илле Тукташ. Ковпак С.А. Путивльрен Карпата ҫитиччен: повесть. Вырӑсларан И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 128 с.

Кунти ҫынсен никамӑн та килкарти таврашӗ ҫук, килкарти вырӑнне выльӑхсем валли аслӑк айӗсем кӑна тӑва-тӑва лартнӑ.

Дворов нет, вместо них навесы для скота.

Полесье сӗм вӑрманӗнче // Илле Тукташ. Ковпак С.А. Путивльрен Карпата ҫитиччен: повесть. Вырӑсларан И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 128 с.

Никамӑн та шӳт тӑвас килмен, никамӑн та кулас килмен, юри кӑна шӳт тунӑ, юри кӑна кулнӑ, мӗншӗн тесен жандарм тени хӑйсене, революционерсене, парӑнтарнӑ иккенне пӗрин те палӑртас килмен.

Никому не хотелось шутить, никому не хотелось смеяться, но шутили и смеялись нарочно, чтобы не показать виду, будто жандарм победил революционеров.

Кустӑрмаллӑ тӗрме // Василий Алагер. Герман, Ю. Феликс Дзержинский: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 66 с.

Ытлашши ручка никамӑн та ҫук пуль?

Ни у кого нет лишней ручки?

Марусьӑн телейсӗр кунӗпе телейлӗ кунӗ // Илле Тукташ. Шварц, Е.Л. Пӗрремӗш класра; И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 124 с.

Халь унӑнни пек енчӗк урӑх никамӑн та ҫук, уншӑн вӑл тем пекех савӑнать.

И теперь у него кисет такой, какого ни у кого нет.

VI сыпӑк // Ярукка Сантри. Гоголь Н.В. Иван Иванович Иван Никифоровичпа мӗнле хирӗҫсе кайни: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 72 с.

Никамӑн та калаҫасси килмест, пурте ывӑннӑ Митя ҫеҫ тӳррӗн те ӑнланмалла сӑмахсемпе: пурте аван ӗҫлерӗҫ, никам та кахалланса пӑрӑнса ҫӳремерӗ, Костя пирӗн отрядран мар пулин те, вӑл та чи тӑрӑшса хулӑ касакансемпе тан ӗҫлерӗ, — тесе пӗлтерет.

Говорить никому не хочется, все устали, только Митя коротко и четко сообщает, что поработали как будто неплохо, никто не лодырничал, не отлынивал и что хотя Костя и не из их отряда — работал он наравне с лучшими рубщиками.

Ятарласа хушнӑ ӗҫ // Николай Евстафьев. Дубов Н.И. Юханшыв ҫинчи ҫутӑсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 144 с.

Ефим Кондратьевич сивӗнме ӗлкӗрнӗ хӑйӑр ҫине хӑйӗн плащне, шӑналӑкне сарать, вара вӗсем урисене вучах еннелле туса выртаҫҫӗ, анчах никамӑн та ҫывӑрасси килмест.

Ефим Кондратьевич расстилает на остывшем уже песке свой дождевик, рядно, они укладываются на нем ногами к костру, но спать никому не хочется.

Утрав ҫинче // Николай Евстафьев. Дубов Н.И. Юханшыв ҫинчи ҫутӑсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 144 с.

Костьӑнни пек вӑлта хуллисем никамӑн та ҫук.

Лучше Костиных удилищ ни у кого нет.

Килтен кайни // Николай Евстафьев. Дубов Н.И. Юханшыв ҫинчи ҫутӑсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 144 с.

Рим хулинче ун пек чаплӑ ҫурт урӑх никамӑн та ҫук!

Самые красивые, самые великолепные портики во всем Риме!

IV сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.

Ҫак таса мар заведени хуҫи хӑрах куҫлӑ Лутация хӑй апачӗсене мӗнле йышши продуктсенчен хатӗрленине никамӑн та тӗпчесе пӗлес килмен.

Никто не рискнул бы узнать, из чего они делались, готовила всю эту снедь Лутация Одноглазая, хозяйка и распорядительница этого заведения.

III сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.

Никамӑн та вырӑнтан хускалмалла мар! — команда пачӗ вӑл.

— Не двигаться никому с места! — скомандовал он.

Кӗпер // Николай Иванов. Тихонов Н.С. Паттӑр партизан: калавсем; вырӑсларан Н. Иванов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 47 с.

Хаврӑна килӗнче туртма никамӑн та юрамасть, ҫакӑншӑн вилӗмпе явап тыттараҫҫӗ.

Никто не имеет права курить Хавру у себя на дому, — за это наказываются смертью.

Ӑнсӑртран пӗлни // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

— Ҫапла-а. Колхозра никамӑн та ун пек ӗне ҫук: пилӗк пин тӑрать санӑн выльӑху!

 — Та-ак! Ни у кого в колхозе такой нет: пять тыщ стоит твоя скотина!

Прицепщик Терентий Петрович // Леонид Агаков. Троепольский, Г. Н. (1905-1995). Вунҫиччӗмӗш Прохор тата ыттисем: (агроном ҫырса пынисем). [Л. Я. Агаков куҫарнӑ]. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 132 с. — 109–130 с.

— Камӑн малтан каймалли ҫинчен калаҫма та кирлӗ мар ӗнтӗ, никамӑн та мар, манӑн каймалла.

— Если кому-нибудь из нас надо идти вперед, так это мне.

39 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.

— Эсӗ манӑн пулатӑн, Марыся, манӑн е никамӑн та мар.

— Моя ты будешь, Марыся, моя или ничья.

III // Л. Борисова. Сенкевич Генрик. Ҫӑкӑр шыраса: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 62 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней