Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

мӗнтен (тĕпĕ: мӗн) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
«Камран е мӗнтен пуринчен ытла хӑратӑр?» — ҫакӑн пек ыйту лартнӑ иккӗмӗш страницӑра.

«Кого или чего вы больше всего боитесь?» — было написано на второй странице.

2 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Белогорск мӗнтен шанчӑклӑ мар вара?

Чем Белогорская ненадежна?

Улттӑмӗш сыпӑк. Пугачевщина // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Мӗнтен хӑратӑн-ха вара тата эсӗ?

Чего тебе бояться?

33-мӗш сыпӑк. Джо индеец пурнӑҫӑн юлашки кунӗсем // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Бекки хӑй питне унӑн кӑкӑрӗ патне пытарса лартнӑ та, ун ҫумнелле тӗшӗрӗлсе ларса, хӑй мӗнтен хӑранине, хӑйӗн кая юлнӑ ӳкӗнӗвӗсене пӗтӗмӗшпех кала-кала кӑтартма пуҫланӑ.

Она спрятала лицо у него на груди, прижалась к нему, изливая свои страхи и бесполезные сожаления.

31-мӗш сыпӑк. Тупӑннӑ та каллех ҫухалнӑ // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Мӗнтен хӑрарӑн-ха эсӗ?

Чего ты так встревожился?

30-мӗш сыпӑк. Томпа Бекки ҫӗр ӑшӗнчи шӑтӑкра // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Мӗнтен хӑрамалли пур вара пирӗн вӗсенчен?

Так чего же нам бояться?

25-мӗш сыпӑк. Тӑпра ӑшне алтса чикнӗ укҫана тупма тӑрӑшни // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

— Ҫакӑ вӑл пуринчен ытларах акӑ мӗнтен килет: ҫынсем кама та пулин пуснӑ е вӗлӗрнӗ ҫӗре ахаль те кӗрсе ҫӳресшӗн мар.

— Там убили кого-то, потому мимо этого дома и не любят ходить.

25-мӗш сыпӑк. Тӑпра ӑшне алтса чикнӗ укҫана тупма тӑрӑшни // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Экзамен акӑ мӗнтен пуҫланчӗ: пер пӗчӗкҫеҫ арҫын ача тӑчӗ те хӑранӑ сасӑпа калама тапратрӗ:

Экзамены начались, выступил вперед крошечный мальчик и пролепетал испуганно.

21-мӗш сыпӑк. Экзаменсем // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

15. [Далида] ӑна каланӑ: мӗнле-ха капла? ху «сана юрататӑп» тетӗн, анчах сан чӗрӳ манпа мар, акӑ ӗнтӗ эсӗ мана виҫӗ хутчен улталарӑн, ҫав тӗрлӗ пысӑк вӑю мӗнтен килнине каламарӑн, тенӗ.

15. И сказала ему [Далида]: как же ты говоришь: «люблю тебя», а сердце твое не со мною? вот, ты трижды обманул меня, и не сказал мне, в чем великая сила твоя.

Тӳре 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней